Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçалхи Пукрав праçникĕнче Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕн чи ватă çыннисенчен пĕри Пелагея Тимофеевна Нухратова 100 çул тултарчĕ. Ĕмĕр урлă каçакан Пăлаки кинеми 100 çул 100 кун кăна маррине пуринчен лайăхрах пĕлет. Çак вăхăтра хура-шурра сахал мар курнă чăваш хĕрарăмĕ: колхозсем йĕркеленнĕ çулсем, вăрçă кунĕсем, ун хыççăнхи йывăр вăхăт...
Анат Кăтратара çуралса ӳснĕскер, вăл тăван ялĕнчех ĕмĕр ĕмĕрленĕ, 1930 çулта Дмитрий Гаврилович Нухратова качча тухнă. Сăмах май, Нухратовсем колхоза кĕнĕ пирвайхи çичĕ çемьерен пĕри пулнă. Упăшки хуçалăхра учетчикра тăрăшнă, Пăлаки те ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçĕнчен юлман. Пелагея Тимофеевна мăшăрĕпе пурăннă çулсене халĕ те ăшшăн аса илет, ырă та лайăх çын пулнă çав унăн мăшăрĕ.
Кĕçех çемье те хушăнма тытăннă Нухратовсен: Анна, Вера, Иван, Николай пĕрин хыççăн тепри ашшĕ-амăшне савăнтарса çут тĕнчене килнĕ. Пурăн та савăн! Анчах... хуйхи те юнашарах çӳренĕ çав çамрăк мăшăрăн. Пӳрмен Турри телей, пысăк çухатăва Пелагея Тимофеевнăн çамрăклах тӳсме тивнĕ. 1933 çулта иккĕри аслă хĕрĕ Анна сарăмсăр вилсе каять. Унтан вăрçă... мăшăрне Дмитрий Гавриловича фронта илнĕ çул (1942) ывăлĕ Иван куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Мĕн тери йывăр атте-аннене ача-пăчана хăй аллипе пытарма. Кунпа кăна вĕçленмен-ха çемьен хуйхи, 1944 çулта Дмитрий Гаврилович фронтра пуç хунине хыпарлакан хут килет. Ăна Ленинград облаçĕнчи Хумалинск поселокĕнче пытарнă иккен. Шел, мăшăрĕн вил тăпри çине Пелагея Тимофеевна кайса курайман. 1948 çулта тепĕр пысăк хуйхă пырса çапать çемьене, шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ, кил-тĕрĕшре амăшне пулăшакан, пĕчĕк шăллĕне Николая пăхакан 14-ри Верăна пытарма тивет, хĕр пĕрчи ӳпке шыççипе чирленĕскер, сывалаймасть.
Вера вилнĕ хыççăн Пелагея Тимофеевна ывăлĕпе Николайпа тата 1947 çулта çуратнă хĕрĕпе Елизаветăпа кăна тăрса юлать. Чăваш хĕрарăмĕн хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн малалла пĕртен-пĕр тĕрев пулса пурăнма тивет.
Пăлаки кинеми ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Салтак арăмĕ тӳснĕ йывăрлăха, хуйха-суйха каласа пама сăмах та çитмест. Пелагея Тимофеевна та çĕршыври пин-пин тăлăх арăм пек ĕçпе, ачисемпе чуна пусарнă. Юрă-кĕвĕпе куççуль та тăкнă, савăннă та. Вăл вăхăтра çынсене юрă çеç вăй панă тесен те юрать, вĕсем ĕçе кайнă, ураран ура иртейми ывăнса ĕçрен таврăннă чух та юрă юрласа чуна лăплантарнă, çĕр чăтайми хуйха пусарнă. Пелагея Тимофеевна тăрăшуллă пулнипех унăн икĕ ачи выçăпа касăлман. Мĕнле йывăр пулсан та килти ĕнене пусман чăваш хĕрарăмĕ. Сĕтел çинче яланах çăкăр, çĕр улми, сĕт юр-варĕ пулнă. Паянхи кун та Пелагея Тимофеевнăшăн турăхпа уйранран тутли нимĕн те çук.
Хăйне сывлăх панăшăн чăваш хĕрарăмĕ Турра тав тăвать, ара, çĕр çула çитсе те больницăра нихăçан та сипленсе курман-çке!
Нумай пулмасть Пелагея Тимофеевнăна патшалăх пысăк парне туса Чистай хулинче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕ. Ăна П.Нухратова тăлăх арăм пулнăшăн тивĕçрĕ. Çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн 100 çулти Пăлаки кинеми Правительствăна чĕререн тав тăвать. Çĕнĕ хваттерте вăл хĕрĕпе Елизаветăпа пурăнма шутлать. Пелагея Тимофеевнăн халĕ 10 мăнук, мăнукĕн 19 ачи тата 2 кĕçĕн мăнукĕ. Пĕтĕм тăванĕ ăна 100 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунать.
 
: 1153, Хаçат: 42 (876), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: