Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эпир Хусанта пурăнатпăр. Кăçал пирĕн хĕр ача пĕрремĕш класа кайма пуçларĕ. Вăл халĕ 7 çул та тултарман-ха, пĕр уйăхран тин тултарать. Шкул килтен аякра вырнаçнă пирки обществăлла транспортпа çӳреме тивет. Пĕррехинче автобуса ларсан хамшăн билет илтĕм, кондуктора ача çиччĕ тултарман-ха терĕм. Вăл мана çапла каларĕ: «Халĕ ача 8 çул тултаричченех обществăлла транспортпа тӳлевсĕр çӳреме пултарать». Анчах тепĕр кун урăх автобусри кондуктор шăв-шав çĕклесех ачашăн та тӳлеме ыйтрĕ. «8 çул тултариччен тӳлемелле мар вĕт», – тенине хирĕç: «Нимĕн те пĕлместĕп, виçĕ çул ĕçлетĕп, кун пирки никам та нимĕн те каламан», – терĕ.
Çакăн хыççăн иккĕленме пуçларăм: хăш кондуктор тĕрĕс калать? Ача обществăлла транспортпа миçе çулччен тӳлевсĕр çӳреме пултарать? Интернетра шыракаласан хамăн ыйту çине çакнашкал хурав тупрăм: «Хусан хула Думи 2006 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче 27-8 № Йышăнупа «Хусан хулинче çĕр çинче çӳрекен пассажир транспорчĕпе усă курмалли правилăсене» çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн пассажир хăйпе пĕрле çичĕ çулчченхи, урăхла каласан 8 çул тултариччен, пĕр ачана тӳлевсĕр илсе çӳреме пултарать. Ачан кун пек чух транспортра уйрăм вырăн йышăнма юрамасть». Ку Йышăну халĕ те вăйра-и?
Наталья ПЕТРОВА,
Хусан хули.
Сирĕн ыйтăвăр çине Хусан хулин Транспорт енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Айдар Камилевич Абдулхаков хуравларĕ.
– Хусан хула Думи 2009 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче 9-41 № Йышăнупа «Хусан хулинче çĕр çинче çӳрекен пассажир транспорчĕпе усă курмалли правилăсене» çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн пассажир хăйпе пĕрле 7 çултан аслă мар (урăхла каласан 8 çул тултарман) ачасене çĕр çинче çӳрекен обществăлла транспортра тӳлевсĕр илсе çӳреме пултарать. Пассажирăн çул çӳревшĕн тӳленине тĕрĕслекене (кондуктора) кăтартмашкăн хăйпе ача миçе çулта пулнине кăтартакан документ (çуралнăлăх свидетельстви е ашшĕ-амăшĕн паспорчĕ) чиксе çӳремелле. Документа кондуктор пĕрре ыйтсанах кăтартмалла.
Правилăсене пĕлмен кондукторсене тĕл пулсан çакăн пирки Транспорт енĕпе ĕçлекен комитета пĕлтермелле: правилăна пăхăнман водителе е кондуктора явап тыттарма çав транспорт хатĕрĕн номерне астуса юлмалла. Правилăсем улшăнни çинчен водительсемпе кондукторсене вăхăтра хыпарласа тăрасси – транспорт предприятийĕсен ертӳçисен тивĕçĕ. Правилăсене пĕлмен транспорт ĕçченĕсене явап тыттармаллах. Пассажирсем вара хăйсен правине хӳтĕлесе тĕрĕс тăваççĕ.
 
: 966, Хаçат: 41 (875), Категори: Ыйту-хурав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: