Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра республикăра социаллă ипотека программипе тăвакан çурт-йĕрĕн калăпăшне малашне ытларах та ытларах ӳстерсе пыма пăрахни çинчен пĕлтерчĕç. ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕ Андрей Ясько каланă тăрăх, ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн Попечительсен Канашĕ 2011 çул валли социаллă ипотека программине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çитес çул 422 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Кăçал вара асăннă фонд тăвакан çурт-йĕр калăпăшĕ 800 пин тăваткал метрпа танлашать. Ку шута социаллă ипотекăсăр пуçне çамрăк çемьесем, ялта пурăнакансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли тăвакан çурт-йĕр те кĕрет.
Министр çумĕн шучĕпе социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсен шутне ялан нумайлатса пыни тĕрĕс мар.
– Çакăнпа эпир коммерцилле çурт-йĕрĕн рынокне «вĕлерме» пултаратпăр. Пирĕн шутпа паянхи кун социаллă ипотекăпа рынокра хваттер илме пултаракансем те йышлăн усă кураççĕ. Çавăнпа та малашне социаллă ипотека программине хутшăнас текенсене хытă тĕрĕслесе йышăнма пуçлатпăр, – терĕ А.Ясько.
Чăнах та, асăннă программăпа çурт-йĕр туянакансен йышĕ юлашки çулсенче шутсăр хăвăрт ӳссе кайрĕ. Хăшĕ-пĕри хваттерне пурăнма куçичченех тӳлесе татать. Бюджет тытăмĕнче е предприятире (социаллă ипотекăна шăпах çак категорисем валли шутласа кăларнă-çке-ха – В.А.) ĕçлекен шутсăр пысăк ĕç укçи илмест вĕт, мĕнле майпа тӳлейтĕр? Чăннипех те пурăнмалли вырăнсăр тарăхакансем айккинче юлаççĕ, пуянраххисем – коммерциллĕ майпа та туянма пултаракансем – бюджетниксене каярах «сирсе» пуринчен малтан хваттерлĕ пулаççĕ. Тен, программăна хутшăнакансене хытă тĕрĕслени тĕрĕс те?
Çитес çул республикăра социаллă ипотека программипе хăпартакан çурт-йĕрĕн калăпăшне икĕ хут чакарни вара питĕ кулянтарать. Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ М.Ш.Шаймиев 2010 çултан çулсерен 1 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тума пуçлатпăр тенине никам та манман-тăр. Шел, палăртни пурнăçа кĕреймест. Малашне хăпартакан çурт-йĕр калăпăшне каллех ӳстерсе пырасса шанас килет те... Ахаль халăхшăн йӳнĕрех хакпа çурт-йĕр туянас çулсем кăна ан хупăнччăр.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: