Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумаях пулмасть «Татмедиа» агентствăра иртнĕ пресс-конференцисен чен пĕрне паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ темăна халалланăччĕ. Сăмах Тутарстанра кăларакан, республикăна кӳрекен продукцисен пахалăхĕ çинчен пычĕ.
Чăн та, çак ыйту республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет, лавккасемпе пасарсенчен мĕнле апат-çимĕç туянни тӳрремĕнех сывлăхпа çыхăннă-çке. ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин потребительсен рынокĕпе услугисен аталанăвĕпе анализ уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Попова каланă тăрăх, ку енĕпе хальхи вăхăтра республикăра лару-тăру ансат мар, специалистсен тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет, хăш-пĕр таварсемпе услугăсен пахалăхне обязательнăй майпа сертификацилессине пăрахăçланă хыççăн пушшех те.
ТР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшӳллĕн, конрафактлă тата суя продукципе кĕрешмелли ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ ушкăна 2008 çултах йĕркеленĕ-ха, анчах нумай чухне апат-çимĕç продукцийĕн пахалăхĕ иккĕленӳллĕ пулни пирки пытармăпăр. Калăпăр, Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕн специалисчĕсем çулсерен апат-çимĕç продукчĕсене, апат-çимĕç чĕр таварне 30-40 пин проба илсе тĕрĕслеççĕ. Кăçалхи çур çулхи тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă: 13 пин тĕрĕслеврен 2,3 проценчĕ пахалăх ыйтăвне тивĕçтермен. Вĕсен шутне ытларах пулă, пулăран хатĕрленĕ продуктсем кĕреççĕ. Карассемпе çупахсене сутиччен фосфат хушнă шывпа чӳхеççĕ-мĕн, кунсăр пуçне пулăра нӳрĕк (шăнтнă пулăра пăр) ытлашшипех. Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçсене 21 пин проба илнĕ, вĕсенчен 5 проценчĕ санитари нормисене, микробиологи кăтартăвĕсене тивĕçтерменни палăрнă. Лавккасенче упрамалли правилăсене пăхăнманнипе сĕт юр-варĕнче сиенлĕ микробсене асăрханă. Чăх ашĕ, унран хатĕрленĕ продуктсенче – сальмонелла, пахча çимĕçсенче нитрат нумаййине палăртнă.
Мордовире тĕтĕмленĕ çупахра ботулизм тупни тутарстансене те сисчĕвлентерме тивĕç. Мĕншĕн тесен ку пулла Ульяновск облаçĕнчи «Ладья» тулли мар яваплăхлă общество хатĕрлесе сутнă, продукцие Анат Кама, Çырчалли тата Пăва хулисене те кӳнĕ.
Кунсăр пуçне Раççей территорийĕнче Хакаси Республикинчи «Мавр» АПК хатĕрленĕ текен ĕне тата сысна ашĕн тушенкине сутма тытăннă. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн, тушенкăна ку хуçалăх вуçех те кăларманни, ветеринари свидетельствисем суя пулни палăрнă. Çавăнпа тутарстансене ку продукцие Роспотребнадзор туянма сĕнмест.
Тĕлĕнмелле пулин те, кăçалхи типĕ çу кунĕсем хыççăн кăмпа ытти çултисенчен те нумайрах шăтса тухрĕ. Нумайăшĕ вăрман кучченеçне хĕлле валли хатĕрлесе юлма тăрăшать. Хусан хулин пасарĕсенче те тĕрлĕ кăмпа сутакансем сахал мар. Вĕсене ытларах Чăваш Енпе Мари Эл республикисенчен кӳреççĕ. Роспотребнадзор кăмпа юратакансене кăçал кăмпа çиме те, хĕлле валли хатĕрлеме те хушмасть, мĕншĕн тесен тĕрĕслев уплюнккара кадмий вещество пуррине кăтартнă. Çакăн сăлтавĕ – типĕ çанталăк, чăтма çук шăрăх хыççăнхи çумăрсемпе çĕре кадмипе хура тăхлан веществосем лекнĕ. Кăмпа вара шăпах çак веществосене çăтать те. Хура тăхланпа кадмий организмран тухмаççĕ, вăраха каякан чирсене яма пултараççĕ.
Алкогольлĕ продукци пирки уйрăм калаçу. Таварсемпе услугăсен пахалăхне обязательнăй майпа сертификаципе çирĕплетмелли списокран кăларнă пулин те Тутарстанра унăн пахалăхĕ çирĕп тимлĕхре. Паллах, республикăра кăларакан алкогольлĕ продукцие кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчен кӳрекеннисене те тĕрĕслеççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăна кӳнĕ мĕнпур алкогольлĕ продукцирен 39 процент хĕрлĕ эрехе, 32 процент шурă эрехе, 20 процент коньяка пăрахăçланă. ТР Патшалăх алкоголь инспекцийĕн ертӳçин çумĕ Р.Арсланов пĕлтернĕ тăрăх, «хура списока» Ярославльти ликерпа эрех завочĕ, Мускаври «Кристалл» завод, Краснодар крайĕнчи «Бахус», Омск спирт завочĕ пĕрре мар кĕнĕ. Алкогольлĕ продукцин пахалăхне Тутарстан çапла çирĕп тĕрĕслесе тăнин усси пурах: республикăри лицензипе ĕçлекен спирт завочĕсен продукцине кăçал пăрахăçланă пĕр тĕслĕх те пулман.
Универсиада çывхарнă май, хулари продукципе услугăсен пахалăхĕн ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăрать. Ку енĕпе лайăх енне улшăнусем пулаççех, мĕншĕн тесен ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин представителĕсем сертификаци ыйтăвĕпе ĕçлекен органсемпе пĕрле Универсиадăна хатĕрленме тытăннă та. Паллă ĕнтĕ, тĕнче умĕнче республикăн пахалăхсăр продукципе тата услугăсемпе намăсланмалла мар.
Тутарстан пахалăхлă продукци кăларма вĕренсе пырать çеç мар, вĕсен шутне çулран-çул ӳстерет те. Пахалăх конкурсĕ витĕр 2390 тавар тухнă. 7 çул иртекен «Тутарстан Республикин чи лайăх таварĕ» конкурсра çак вăхăтра 800 предприяти лауреат, 1100 предприяти дипломант пулса тăнă. Стандартизаципе пахалăх ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен «Тест-Татарстан» ФГУ директорĕн çумĕ К.Баязитов каланă тăрăх, таварсен пахалăхĕ енĕпе Тутарстан Раççей регионĕсенчен самай ирттерет, мĕншĕн тесен çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе çуллен пĕрремĕш вырăнсене йышăнать. «Тутарстан Республикин чи лайăх таварĕ» конкурсра малти вырăнсене ытларах апат-çимĕç продукцийĕ йышăнать пулин те, темшĕн халăх вĕсем çинчен питех пĕлмест. К.Баязитов çакна йĕркелӳ комитечĕ япăх ĕçленипе çыхăнтарчĕ. Сăмах май, кăçал ку конкурса 400 тавар тăратнă.
Экологи енчен таса продукци кăларас ыйтăва та хускатрĕç пресс-конференцире, ку енĕпе ТР Правительстви Тутарстанăн наукăсен академине тата стандартизаципе пахалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тытăма шăпах çакăн пек продукцие сертификацилемелли системăн программине йĕркелеме хушнă. Хальхи вăхăтра программăн концепцийĕ хатĕр, ăна республикăри министерствăсемпе ведомствăсем, ял хуçалăх предприятийĕсем ырласа йышăннă, РФ наукăсен академийĕ те лайăх хакланă. Эппин, малашне республикăра мĕнпур продукцие çак документпа килĕшӳллĕн кăларас шанăç пур.
 
: 964, Хаçат: 41 (875)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: