Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын шучĕпе пуяс текенсемпе мĕнле кĕрешсен те вĕсем Раççейре чакмаççĕ. Пачах урăхла, шулĕксем çынран укçа хăпăтас тесе мĕн кăна шутласа тупмаççĕ-тĕр? Паллах, вĕсен енĕпе закон çирĕп мар-тăк (пысăк взятка илсен те условно срок кăна параççĕ), йĕрке пулассине кĕтмелли çук. Çавăнпа ТР ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен подразделенийĕн яланах ĕç çителĕклĕ, шулĕксем те çĕнĕ технологи аталанăвĕнчен юлманнине шута илсен, пушшех те. 2010 çул пуçланнăранпа кăна Тутарстанра экономикăра 3968 преступлени палăрнă, 1,5 пин уголовнăй ĕçе суда янă, 700 ытла çынна явап тыттарнă.
Информаци технологийĕсемпе халăх анлăн усă курма тытăнчĕ кăна-ха, SMS-шулĕксем, Интернет, терминал урлă укçа хăпăтакансем тупăнчĕç те. Улталаттаракан пур чухне, паллă ĕнтĕ, улталаканни пулатех. Çакăн пек çынсене пурлăха хамăрах кăларса тыттаратпăр-тăк кама айăпламалла? ТР ШĔМĕнче «Экономика преступленийĕсене уçасси» темăпа иртнĕ брифинга Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управлени ертӳçин çумĕ Р.Гайнутдинов пĕр ахальтен SMS-шулĕксем çинчен пуçламарĕ. Нумай чухне çынсене шăннă пăр çине лартса янă тĕслĕхсем кулăшла та пек туйăнаççĕ. Анчах кама кулă, кама хулă тенешкел, шар кураканшăн ку пĕрре те кулăшла мар. Çакăн пек шулĕксен серепине лексе пурлăхсăр юлнисем те пур. Хальхи вăхăтра никам та пĕр ахаль укçа, çитменнине пысăк сумма, паманнине пĕлсе тăрсах телефон е электронлă почта çине миллион тенкĕ выляса илнĕ текен хыпар килсен шанакансем сахал мар. Тутарстанра çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ 12 çын йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтнă (никама пĕлтерменнисем миçен-ши тата?). Тĕслĕхрен, пĕр хĕре çăмăл машина выляса илни çинчен хыпарланă, анчах унран малтан радиори реклама вăхăчĕн хакне – 50 пин тенкĕ – саплаштарма ыйтнă, çапла хĕр машинăсăр та, укçасăр та юлнă. Çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен, Ренат Гайнутдинов халăха тимлĕрех пулмаллине аса илтерчĕ. Нимĕнле мероприятие, конкурса хутшăнмасăрах телефон е электронлă почта çине укçа е машина, ытти техника выляса илни, анчах ăна иличчен пĕр-пĕр телефон номерĕ е счет çине укçа куçарма ыйтаççĕ-тĕк, сире кам-тăр улталама хăтланни иккĕленӳллĕ мар. Ан манăр: кун пек хыпарта сирĕн ятăра, хушаматпа аçăр ятне асăнни те ниме те пĕлтермест, мĕншĕн тесен халĕ кашни çыннăн даннăйĕсене Интернетри социаллă сетьсенче тупма пулать.
Юлашки вăхăтра шулĕксен тепĕр тĕрлĕ преступленийĕ палăрма пуçланă. Вăл тĕпрен илсен предпринимательсене пырса тивет. Патшалăх контракчĕпе ĕçлеме тендер выляттаракан уçă аукционсенче суя предпринимательсем чăн-чăннисене конкурса тăрса чăрмантарма пăхаççĕ иккен. Паллă ĕнтĕ, конкурентсем нумай чух предпринимателĕн тендера выляса илме шанăçĕ чакать. Çакăнпа усă кураççĕ те шулĕксем, хăйсем конкурсран тухма шантарса вăл е ку предпринимательтен укçа ыйтаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Елабугăри объектсене юсав ирттермелли 23,8 миллион тенкĕлĕх патшалăх контракчĕшĕн конкурсра предпринимательсенч ен 2 миллион та 200 пин тенкĕ взятка илнĕ чух Челябинск, Жигулевск, Тольяттипе Хусан хулисенчи 6 суя предпринимателе милици алăран ярса тытнă.
Çĕршывра коррупци чечекленнĕ вăхăтра майпа усă курса юлас текенсем республикăра сахал мар пирĕн. Кăçал çакăн йышши 301 преступление шута илнĕ, 136 çынна судпа айăпланă. Яланхи пекех коррупци сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентӳ системинче, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕнче, Федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçланă çĕрте пуринчен ытла палăрать. Тĕслĕхрен, «2010 çулччен ялăн социаллă аталанăвĕ», «Агропромышленность аталанăвĕ» пек программăсемпе усă курса патшалăх укçине кĕсьене чикнĕ ертӳçĕсем Балтаси, Тюлячи районĕсенче палăрнă. Саба районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр ертӳçи те ял хуçалăхне аталантарма паракан субсидие илес процеса хăвăртлатма çынсенчен 3 тата 5 пин тенкĕ взятка илнĕ.
Çуллахи шăрăх çанталăка пула вăрмансене вут хыпнă инкек те хăш-пĕр çыншăн пуймалли меслет иккен. Тĕслĕхрен, «Приволжское» ПБУ ертӳçипе вăрман хуçалăхĕн мастерĕ кунпа питĕ тухăçлă усă курма шутланă. Хула çывăхĕнчи вăрмансене касма юраманнине пăхмасăр вĕсем 168800 тенкĕлле вăрман кастарма хăтланнă. Ку ĕç енĕпе хальлĕхе следстви пырать.
Çакăн пек тĕслĕхсем питĕ нумай, коррупципе хамăр та кулленех тĕл пулатпăр, калăпăр, больницăна кайсан, взятка паман пациента тухтăр ячĕшĕн кăна пăхать, хулара ача садике, лайăх шкула вырнаçаймасть тата ытти те. Çирĕп закон çук-тăк, милици тем пек тăрăшсан та йĕрке пуласси курăнмасть.
 
: 1845, Хаçат: 40 (874), Категори: Этем тата закон

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: