Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни çамрăк амăшĕ хăйĕн пепки ача садĕнче лайăх воспитатель аллине лектĕрччĕ тесе ĕмĕтленет-тĕр. Ара, хуть мĕн калăр та, ача садике еплерех кăмăлпа çӳрени чи малтан вĕсенчен килет-çке. Кăна эпĕ, çиччĕри хĕр пĕрчи амăшĕ, хам та çирĕплетсех калама пултаратăп. Опытлă воспитатель аллине лекни – пысăк телей. Уйрăмах кĕçĕн – ясли ушкăнĕсенче тăрăшакансенчен нумай килет. Ача, çуралнăранпа амăшĕ çумĕнчен уйрăлса курманскер, пуçласа садике пырать. Нумайăшĕ ку вăхăтра куршак çине те ларма пĕлмест, калама пĕлекен сăмахсен шучĕ те пĕчĕк, ют çĕрте амăшĕсĕр тăрас килмест... Çак пĕчĕкскертен вара воспитательсен «çын тумалла». Мĕн каласа пĕчĕкскерсен кăмăлне çавăраççĕ-ши вĕсем?
Паллах ĕнтĕ, хуть ялта (шел те, халĕ ялсенче ача сачĕсем сайра-хутра кăна тĕл пулаççĕ), хуть хулара ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлсех тăраççĕ. Ачисене садике вырнаçтарас текеннисем аслăрах ачаллисенчен хăш садикри хăш воспитатель патне лексен аванрах-ши тесе интересленеççĕ. Сăмах вăл утпа çӳрет, шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕнче ĕçлекеннисене хăйсене палламасан та, вĕсем çинчен унта пыричченех йăлт пĕлетĕн.
Аксу районĕн центрĕнче пурăнакан çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ хăйсен пепки «Буратино» ача садĕнчи А.Г.Трофимова патне лектĕрччĕ тесе ĕмĕтленет. Алевтина Григорьевнăн ушкăнне çӳрекен ачасем, пĕрре те ӳстерсе каламастпăр, ирхине хавас кăмăлпа садике васкаççĕ, каçхине вара киле аран илсе каятăн. Çирĕм саккăрмĕш çул çакăнта ырми-канми тăрăшакан педагог кашни ачапах самантра пĕр чĕлхе тупма пĕлет, пĕчĕкскерсене çур сăмахранах ăнланать. Кашнинех тăван ачи вырăнне хурать Алевтина Григорьевна. Ачасем те ăна хăйсен амăшĕсем пекех чунтан юратаççĕ.
Алевтина Григорьевнăна Турри воспитатель пулмах çуратнă-тăр. Нумай ачаллă çемьере асли пулнă май, вăл хăйĕнчен кĕçĕнрех пĕр тăванĕсене пăхнă, ăс панă. Ара, ĕлĕкрех аннесем пĕчĕк ачасемпе килте нумай ларайман вĕт – ĕçе кайнă. Кăкăр ачисене вара е асанне-кукамай, е çемьери аслăрах ачасем пăхнă. Альăна шăпах çавнашкал шăпа пӳрнĕ. Ачасемпе ĕçлесси çав териех кăмăлне кайнипе хĕр Кивĕ Киреметри вăтам шкула пĕтерсен тăван ялĕнчи ача садĕнче ĕçлеме пуçланă, унтан шкулта библиотекарьте, пионерсен вожатăйĕнче тăрăшнă. 1979 çулта Алевтина Елабугăри патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, 1985 çулта «Пуçламăш вĕрентĕвĕн методикипе педагогики» специальноçпа алла диплом илнĕ. Алевтина Григорьевна 1983 çулта куçăн мар уйрăма вĕренме куçса Аксури «Буратино» ача садне ĕçлеме вырнаçнă, паян кун та çакăнта тăрăшать вăл.
Асăннă вĕрентӳ учрежденийĕнче хаклав кĕнеки пур. Мĕн чухлĕ ырă сăмах çырман-ши унта А.Г.Трофимова пирки? Ашшĕ-амăшĕсемпе кукамăшĕ-асламăшĕсе м воспитательницăна ырă кăмăллă, чăтăмлă, тарават пулнăшăн, ачасене тĕрĕс аталанма пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Педагогшăн çакăнтан хакли тата мĕн пултăр-ха?
– Эпĕ хамăн ĕçе çав тери юрататăп, пĕтĕм чуна паратăп. Хамăн ушкăна çӳрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене манăн ĕçе ăнланнăшăн, хакланăшăн чĕререн тав тăватăп, – тет воспитательница.
Патшалăх та А.Г.Трофимован тăрăшулăхне палăртмасăр хăварман: 2007 çулта ăна РФ Вĕрентӳпе наука министерствин Хисеп грамотипе наградăланă, 2008 çулта «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă.
Алевтина Григорьевнăна мăшăрĕ Анатолий Николаевич та юратнă ĕçĕнче çитĕнӳсем тума хавхалантарать, пулăшса пырать. Трофимовсем хăйсем те ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ: Владимир халĕ ТР Юстици министерствинче, Елена ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствинче тăрăшаççĕ.
Тата çакна та каласа хăвармаллах пуль: Алевтина Григорьевна «Сувара» куллен çырса тăракан хисеплĕ авторăн, паллă поэтăн Григорий Тяманов-Акташăн аслă хĕрĕ. Паллах ĕнтĕ, сăвăç-ашшĕ Алевтинăна халалласа та пĕрре мар сăвă çырнă. Çав йĕркесенче ашшĕ хĕрĕшĕн савăнни, вăл суйласа илнĕ ĕçе ырлани, çемьери туслăхпа тăванлăх туйăмĕсем уççăнах курăнаççĕ. Туслă та ĕçчен çемьере ӳснĕскер, Алевтина Григорьевна хăй воспитани паракан ачасенчен те лайăх çын ӳстерме тăрăшать.
Хисеплĕ воспитательницăна профессиллĕ кун ячĕпе саламласа ĕçре ăнăçу, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ сунатпăр, ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем каланă ырă сăмахсем сирĕн чунăра ăшăтсах тăччăр.
 
: 1044, Хаçат: 40 (874), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: