Элкел районĕнчи Сиктĕрмере пурăнакан Дмитрий Дмитриевич Ярославлев – ялăн хисеплĕ çынни, вăл хăйĕн тавралăхĕ, ял-йышĕ çинчен историлле фактсемпе çирĕплетсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Çутĕç ветеранне, вун-вун çул ачасене истори предметне вĕрентнĕскере итлеме чăнах та питĕ интереслĕ. Паллă ентешĕ Петр Хусанкай 1968 çулта юлашки хут килсе ялта пĕр эрне каннă вăхăтăн кашни самантне астăвать вăл. «Петр Петрович тăван яла урăх килейменнине сиснĕ пек туйăнчĕ, кашни тăкăрлăкра чарăнни ялпа сывпуллашнă пек пулчĕ», – аса илет ватă историк.
Хăйĕн шăпи интереслĕ пулсан та юратмасть Дмитрий Дмитриевич кун çинчен калаçма, тĕрĕссипе унăн та каласа памалли сахал мар. Тĕслĕхрен, 1929 çулта çуралнăскер, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале ачаллах тивĕçни хăй кăна мĕне тăрать. Чăн та, вăрçă ачисем ун чух нимĕнле медаль çинчен те ĕмĕтленмен, Çĕнтерĕве çывăхлатма тăрăшнă çеç. Дмитрий Дмитриевич та вĕсенчен уйрăлса тăман. «Вăрçă хыççăн çын пек пурăнăпăр теттĕмĕр, анчах ун чух та май килмерĕ, вăхăчĕ йывăрччĕ»,– сӳтĕлет малалла асаилӳ çăмхи.
Дмитрий Дмитриевича пирĕшти сыхласа тăрать тейĕн, мĕншĕн тесен вăл хăй ĕмĕрĕнче вилĕмпе пĕрре мар тĕл пулнă. Чи пирвайхи хута вăл хăй те çынсем каласа панă тăрăх кăна астăвать. Çурчĕ çуннă вăхăтра ăна пĕчĕкскере, П.Хусанкайăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ – Люккан аппа – йăтса тухнă иккен. Вăрçă вăхăтĕнче те вилĕм юнашарах çӳренĕ. «Тантăшсем выçăпа вилчĕç, курăк çинĕ пулсан та мана ку инкек пырса тивеймерĕ. Ун чух курăка шăршласа пăхса çиме юрăхлипе юрăхлă маррине пĕлеттĕмĕр. Лайăх шăршăллă-тăк – çиеттĕмĕр», – тет вăл кун пирки. Çакăн пек вăхăтсенче те хăçан та пулсан çын ăшне кĕрес ĕмĕт сӳнмен унăн. Шкултан вĕренсе тухсан ял хуçалăх институтне вĕренме кĕресшĕн пулнă, анчах май килмен, чирлĕ амăшне пăрахса хăварайман. «Каярах пурпĕр вĕренме кĕтĕм, СССР ШĔМĕн Хусанти çарпа политика шкулне пĕтертĕм, Çĕпĕрте 4 çул хĕсметре тăнă хыççăн яла таврăнтăм. Пасарлă Матак шкулĕнче военрук пулса ĕçлерĕм. Аслă пĕлӳ илес ĕмĕтпе Хусанти патшалăх университетне 3 хутчен кĕме хăтлантăм, анчах нимĕç чĕлхипе экзамен парайманнипе кĕреймерĕм», – каласа парать иртнине. Ĕмĕтпе тăрăшулăх пулсан этеме нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть çав, Дмитрий Дмитриевич та акă Ульяновскри педагогика институтĕнчи вырăс чĕлхипе литература факультетне пĕтерме мехел çитернĕ.
40 çул ытла шкулта тăрăшнă, ачасене истори предметне вĕрентнĕ, шкул тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулнă. Мăшăрĕ Зинаида Алексеевна та педагог, шкулта ачасене математика предметне 49 çул вĕрентнĕ. Ярославлевсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Пурнăçра йывăрлăхĕ те сахал пулман ĕнтĕ вăрçă ачисен, анчах мĕн пĕчĕкрен йывăрлăха парăнтарма хăнăхнăскерсем ӳпкелешмеççĕ, мĕншĕн тесен ума лартнă тĕллев патне ниме пăхмасăр ăнтăлнă, çын пулас ĕмĕте пурнăçланă. Халĕ Дмитрий Дмитриевичăн та, Зинаида Алексеевнăн та вĕренекенĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ, хисеплĕ вĕрентекенĕсен çулне суйласа илнисем те пур, вĕсем пурте шкулта пĕлӳ панăшăн тав туса пĕрре мар асăнаççĕ. Вĕрентекеншĕн çакă чи хакли мар-и? Çавăнпа та Дмитрий Дмитриевичпа Зинаида Алексеевнăна çывхарса килекен Ваттисен тата Вĕрентекен кунĕсемпе чĕререн саламлатпăр. Малалла та çирĕп сывлăх, ăнăçу, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте пурнăçлама вăй-хал сунатпăр.
![]() |