Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

38 регионтан пуçтарăннă
Сентябрĕн 27-30-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм Раççейри тутар чĕлхин тата литературин вĕрентекенĕсен, этнокультура компоненчĕллĕ вĕрентӳ учрежденийĕсен ертӳçисен V съезчĕ иртрĕ. Ăна ТР Вĕрентӳпе наука министерстви тата Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕçтăвкомĕ ирттернĕ. Съездра наци вĕрентĕвĕн аталанăвĕпе, тутар чĕлхипе литературине вĕрентессинче çĕнĕлле меслетсемпе усă курассипе, профессилле вĕрентӳре те тутар чĕлхине алла илессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
ТР Вĕрентӳпе наука министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, съезда 38 регионтан 450 делегат хутшăннă.
Ĕç укçи – çĕнĕлле
Шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем сентябрь-октябрь уйăхĕсенче ĕç укçи çĕнĕ системăпа илеççĕ. Çакăн пирки сентябрĕн 21-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов каласа пачĕ.
Тутарстан Президенчĕ Р.Н.Минниханов хушнипе сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентекенсене çĕнĕлле тӳлес система çине куçнă. 2011 çулхи январьтен шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсем те çак система çине куçĕç. Министр каланă тăрăх, Раççейĕн утмăл ытла субъектĕнче çакнашкал система çине куçнă та ĕнтĕ. Ытти регионсенче çĕнĕлле тӳлеме пуçласан та йĕркене темиçе хутчен пăхса тухса улăштарма тивнĕ. Пирĕн республикăра вара ыттисен опытне малтанах шута илнĕ.
Çĕнĕлле системăпа вĕрентекенĕн ĕç укçи икĕ пайран тăрать: 70 процент – тĕп пай, 30 процент – хавхалантаракан пай. А.Гильмутдинов каланă тăрăх, республикăри пĕр вĕрентекен те унчченхинчен кая мар ĕç укçи илĕ. Тĕпрен илсен ĕçшĕн тӳлес фонд 16 процент чухлĕ ӳсет.
Вĕрентекене саламла
ТР Вĕрентӳпе наука министерстви сентябрĕн 22 – октябрĕн 5-мĕшĕсенче республика шайĕнче ятарлă «Вĕрентекене саламла!» тата «Воспитателе саламла!» акцисем ирттерет. Çак кунсенче республикăри хуласемпе районсенче шкулсенче, лицейсенче, училищĕсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ волонтерсен бригадисем çынсене акци логотипĕллĕ открытка çине çырма сĕнĕç. Открытка çине çыракан салама ача садĕнчи воспитателе те, шкулти вĕрентекене те, аслă тата ятарлă вăтам вĕрентӳ учрежденийĕсенче тăрăшакан преподавателе те халаллама юрать.
Çавăн пекех юратнă воспитательпе вĕрентекене Интернет урлă та саламлама май пур. Çак адреспа кĕрсе чунтан тухакан ăшă сăмахсем кăна çырмалла: http://mon.tatar.ru/pozdrav_uchitelya.h tm.
Хаклă вĕрентекенсене саламлама никам та кая юлман-ха, хисеплĕ вулаканăмăрсем, вĕсене тав сăмахĕсемпе савăнтарар.
Кашни педагога ноутбук
«Компьютер – вĕрентекене» проектпа Тутарстанри 375 шкулта ĕçлекен 12800 вĕрентекен ноутбук илнĕ те ĕнтĕ. 2010 çул вĕçлениччен учительсен тепĕр виççĕмĕш пайĕ те ноутбуклă пулĕ. Планпа вара ăна 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен кашни учителех памалла.
 
: 1008, Хаçат: 40 (874), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: