Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусан урамĕсенчи çулсем çинче маршрутлă транспорт валли йăрăмсем уйăрнипе малтанах автомобилистсем кăмăллă пулмарĕç. Сăлтавне ăнланмалла, Хусанăн тăвăр урамĕсенче ахаль те машинăсем валли хĕсĕк те, маршрутлă транспорт валли ятарлă йăрăмсем палăртни çул-йĕр юхăмне пушшех те кансĕрлетрĕ, ку йăрăмсене кĕнĕшĕн вара РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12.15 статйин 1-мĕш пайĕпе 500 тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Автомобилистсен шучĕпе, закона «çӳлтисем» ĕçлесе çитермен, кун пек правило йышăниччен машинăсем çӳреме условисем туса памалла, урăхла каласан, çулсене тивĕçлĕ шая çитермелле. Маршрутлă транспорт валли уйăрнă йăрăма кĕнĕ водительсене тӳлеттермелли 500 тенкĕ штраф тата РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12.16 статйипе 100 тенкĕ штраф тӳлеттермелли санкцисене пăрахăçлама ыйтса сентябрĕн 25-мĕшĕнче автомобилистсем Хусанти Майăн 1-мĕшĕн тӳремне акцие тухнă.
Шел те, Хусан хулинчи транспорт юхăмĕн ыйтăвĕ чăнах та çивĕч, ăна татса памалла. Шăпах çак тĕллевпе Хусанти урамсенче маршрутлă транспорт валли ятарлă йăрăмсем уйăрнă та, ку ĕç Хусан Ĕçтăвкомĕн 2008 çулхи март уйăхĕн 28-мĕшĕнче тата 2010 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕсемпе пурнăçланать.
Автомобилистсен ыйтăвне тивĕçтерĕç-и, çук-и – хальлĕхе паллă мар. Хурав пĕр – закон тухнă-тăк, ăна пăхăнмалла.
ТР ШĔМĕн патшалăх автоинспекцийĕ тепĕр хут асăрхаттарать: маршрутлă транспорт валли ятарласа уйăрнă йăрăмпа пыма, ун çинче чарăнма, машинăна лартса хăварма юрамасть. Енчен те ку йăрăма çулăн ытти пайĕнчен татăклă йĕрпе палăртнă-тăк, çаврăнăшра юхăма улăштарнă чух кăна ун çине кĕмелле. Çаплах маршрутлă транспортсене çӳреме чармасть пулсан, çулăн сылтăм енче пассажирсене лартма е антарма, çул çине кĕмелли вырăнта çак йĕр çине кĕме юрать.
Аса илтеретпĕр, маршрутлă транспорт валли уйăрнă йăрăм çине кĕнĕшĕн – 500 тенкĕ, чарăннăшăн тата транспорта лартса хăварнăшăн 300 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ.
 
: 930, Хаçат: 40 (874), Категори: Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: