Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паян пĕтĕм тĕнче Ватăсен кунне паллă тăвать. 1991 çулта пĕрремĕш хут паллă турăмăр çак уява, ун чухне хальхи пекех палăртман та пулĕ ăна. Анчах çулран çул Ватăсен кунне анлăнрах та анлăнрах уявлама пуçларăмăр. Çакă тĕрĕс те, ватă кинемейсемпе мучисемшĕн тимлĕх нихăçан та ытлашши пулас çук. Чăн та, тепĕр самант та пур кунта – çулран çул общество ватăлса пырать: пĕр енчен илсен пурнăç условийĕсем лайăхланнипе çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланать, тепĕр енчен – çуралакансен шучĕ чакса пынипе çамрăксен йышĕ сахал, ку вара самаях пăшăрхантарать. Чăн та пирĕн республикăра, Европăрипе танлаштарсан, халăх çавăн пекех хăвăрт ватăлмасть, кун çинчен ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов журналистсене сентябрĕн 28-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра пĕлтерчĕ.
Халь Тутарстанра 792 пин пенсионер пурăнать (республикăра пурăнакансенчен 21 процент). Тепĕр майлă каласан, республикăри кашни 5-мĕш çын – тивĕçлĕ канура. Пĕлтĕр кăна пенсионерсен шучĕ 18 пин çын ӳснĕ.
Республикăра нумай çул пурăнакансен шучĕ ӳсет. 2010 çул пуçламăшĕ тĕлне Тутарстанра 90 çултан иртнĕ 9522 граждан пулнă, вĕсенчен 568-шĕ 100 çултан та иртнĕ.
2010 çулхи августăн 1-мĕшне Тутарстанри ватăсемпе инвалидсен интернат-çурчĕсенче 416 Аслă вăрçă ветеранĕ шутланнă. Халăха социаллă пулăшу паракан центрсем 7994 вăрçă ветеранне пулăшма килĕрен çӳреççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлеме пăрахмаççĕ хăшĕсем, ун пеккисем республикăра 30 процент тата 4 пин çын ĕç тупма пулăшу ыйтаççĕ. ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă аталану министрĕ А.Шафигуллин çакна тимлĕхсĕр хăварманнине палăртрĕ – министерство РФ Пенсионерсен союзĕн Тутарстанри уйрăмĕпе пĕрле пенсионерсем валли вакансисен ярмăрккине йĕркеленине асăнчĕ.
Паян Ватăсен кунĕ, анчах çак уяв пĕр кунтах вĕçленмест, вунă куна тăсăлать. Тутарстанра ватăсене тимлĕх уйăрассипе çулленхи пекех нумай мероприяти иртĕ, вĕсен шутне кăçал çĕннисем те кĕнĕ. Тĕслĕхрен, ватă çынсемпе çавра сĕтел ирттерĕç, çулланнисен ыйтăвĕсене итлесе хуравсем парĕç, сĕнĕвĕсене шута илĕç.
 
: 955, Хаçат: 40 (874)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: