Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА – ПĔРРЕМĔШ
Çырчаллинчи «Заритал» агропромышленность паркĕ ĕçлеме тытăннăранпа (август уйăхĕн 27-мĕшĕ) 34 тонна çĕр улми, 2,4 тонна кăшман, 2 тонна сухан сутма ĕлкĕрнĕ. Аса илтеретпĕр, «Заритал» – ял хуçалăх пред- принимателĕсене пулăшакан тата хула çыннисене хаклах мар ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерекен республикăри пĕрремĕш парк. Ăна уçас шухăш пĕлтĕр Хусанта иртнĕ вăтам тата пĕчĕк бизнесăн регионсем хушшинчи форумĕнче çуралнă. Хаксем пысăк пулманни продукцие спекулянтсем урлă мар, пахча çимĕçе ӳстерекенсем хăйсем сутнипе çыхăннă. Агро- промышленность паркĕн инфра- структури те хальхи саманана тивĕçтерет: складсем, ял хуçалăх машинисене юсакан мастерскойсем, запас пайсем сутакан лавккасем, санитарипе ветеринари экспертизине ирттермелли лаборатори, кафе, душ, сауна. Кунсăр пуçне бизнес-планпа çирĕплетнĕ тăрăх, лизингпа склад-холодильниксе м, чĕркекен оборудовани туянĕç, банк офисĕпе хăна çурчĕ те пулĕ. Çитес вăхăтра ресторансемпе кафесене тата уйрăм çынсене чĕрĕ пулă сутакан павильонсем уçăлмалла. Хальхи вăхăтра Мамадыш, Мензеле, Актаныш предпринимателĕсемп е чĕрĕ пулă кӳрсе тăрасси пирки килĕшӳ тунă. Парка ятарлă автобус маршручĕ уçас ыйтăва та татса панăпа пĕрех. Паян паркра 600 арендатор ĕçлеме пултарать, пĕтĕмпе вара 1200 арендатор валли вырăн пур.
ТĔМСЕНЕ ШĂВАРМАЛЛА
Çуллахи типĕ çанталăкăн ахрăмĕ кĕркунне те палăрать: тин лартнă улма-çырла йывăççисене нӳрĕк çитмест. Тутар- станри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсем кĕркунне хурлăхан, панулми, хăмла çырли, йĕплĕ хурлăхан, сырлан лартма сĕнеççĕ. Тин лартнă улма-çырла тĕмĕсене кăна мар, темиçе çул каялла лартнисем пирки те манмалла мар, мĕншĕн тесен çителĕклĕ нӳрсĕр панулмипе слива йывăççисем хĕллене хатĕрленсе ĕлкĕреймеççĕ.
КĔРХИ КАЛЧАСЕМ ХĂРУШЛĂХРА
Ученăйсем пĕлтернĕ тăрăх, çумăр питех çуманнипе кĕрхи калчасем каллех хăрушлăхра. Пушă лаптăксене акнисем хальлĕхе питех аптăрамаççĕ, мĕншĕн тесен кунта нӳрĕк çителĕклĕ пухăнма ĕлкĕрнĕ, анчах урăх культура ӳснĕ лаптăксене акнă тырă калчисем шăтнă пулин те лайăх тымарланаймаççĕ. Енчен те ноябрь уйăхĕччен çителĕклĕ çумăр çумасан, кăçалхи пек лару-тăру пуласса кĕтмелле.
МĔСЛĔМРЕ ÇĔНĔЛĔХ
Мĕслĕм районĕн фермерĕсем çитес вăхăтра çĕве шывĕпе улма-çырла сĕткенĕ хутăштарнă пылак шыв кăларма тытăнасшăн. «Нур» фермер хуçалăхĕнче кăçал çулла сĕт юр-варĕ хатĕрлеме пуçланă. Çапла Мĕслĕм фермерĕсем лавккасене сĕт кăна мар, сĕт-турăх та кӳреççĕ, анчах çĕве шывĕ нумай юлнипе фермерсем унпа та тухăçлă усă курасшăн, çавăнпа организмшăн усăллă улма-çырла сĕткенĕпе çĕве шыв хутăшĕ кăларма тытăнасшăн. Çак тĕллевпе фермерсем Мускаври наукăпа тĕпчев институчĕсенчен пĕринче пулнă. Мускав специалисчĕсем çĕве шывне производствăна яма сĕннĕ те.
НӲРСĔР ТУХĂÇ ÇУК
Кăçалхи шăрăх çанталăк ял хуçалăх отрасльне мелиорацин пĕлтерĕшне аса илтерчĕ. Турра шан, ху ан çывăр тенинех пĕл- ерчĕ ку. Çавăнпа çак кунсенче ТР ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов республикăра мелиораци системине аталантарас ыйтупа лару ирттерчĕ. Унта «Татмелиораци» ТК УАО, «Татмелиоводхоз» Управленийĕ ФПУ, районсенчи ял хуçалăхпа апат-çимĕç уйрăмĕсен, инвестици компанийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертӳçисем хутшăнчĕç.
Республикăра мелиорацие аталантармалли программăпа ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çĕр ĕçĕ енĕпе çумĕ И.Габдрахманов паллаштарчĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, 1965-1990 çулсенче 440 пĕве, 1408 насос станцийĕ тунă, 2852 километр пăрăх хунă, çумăр çутармалли 2314 машина пулнă. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен пурĕ те 489 километр пăрăх, 148 насос станцийĕ, çумăр çутармалли 246 машина кăна юлнă. Эппин, мелиораци системи хальлĕхе республикăра лайăх теме çук. Уйсене шăварнин уссине вăл Алексеевски районĕнчи И.Гумеров фермерăн, Çӳлту, Теччĕ, Мамадыш районĕсенчи хăш-пĕр хуçалăхсене тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Çумăр çутармалли çĕнĕ техникăна хăтлани ларура питĕ вырăнлă пулчĕ.
 
: 1216, Хаçат: 39 (873), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: