Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакă РФ Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствине вĕчĕрхентерет. Паянхи куна Раççейре кашни 10-мĕш çын инвалид пулнипе пенси илет. 2015 çул тĕлне инвалидсен шучĕ 15 миллионран та иртет. Ведомство лару-тăрăва çакăн патне çитересшĕн мар, мĕншĕн тесен ку наци хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Инвалидсен шучĕ ӳсессине хирĕç административлă мелсемпе кĕрешесшĕн: медицина экспертизин пахалăхне ӳстерсе тата вĕсене учета илессипе саккунсене лайăхлатса. Çав вăхăтрах официаллă инвалидсен шучĕ Раççейре Финляндиринчен 3 хут сахалрах, Европăри ытти çĕршывсемпе танлаштарсан та Раççей самай кайра. Экспертсем шутланă тăрăх, ку ыйту çав çĕршывсенче сусăррисем нумаййипе мар, вĕсене регистрацилеме шикленменнипе çыхăннă.
Совет саманинче пенси çулне çитменнисене кăна инвалидлăх панă (саккунĕ пачах ĕçлеме пултарайман е кăшт кăна ĕçлеекен сусăрсене пырса тивнĕ-çке), тивĕçлĕ канурисем вара... ахаль те ĕçлемеççĕ, пенси укçи илеççĕ. Медкомисси палăртнă инвалидсем валли вăл вăхăтра çăмăллăхсемех пулман. Аслă Çĕнтерӳн юбилейлă çулĕсенче – 1975, 1985, 1995 – кăна тăруках улшăнусем кĕртнĕ, пенсие тухнă ветерансене çăмăллăхсем те, укçа та хушса панă. 1995 çулта ветерансене икĕ пенси пама пуçланă: ватлăх çулĕпе тата инвалидноçпа. Çакăн хыççăн инвалид регистрацине тăрас текенсем туххăмрах нумайланса кайнă. 2005 çулта вара инвалидсен шучĕ темиçе хут ӳссе кайнă, çав çул влаçрисем ветерансене çăмăллăхсене укçа çине куçарма сĕннĕ. Çавăн хыççăн Раççейре кашни çул 1 миллион çын инвалид статусне илет.
Тĕрĕссипе, çак цифра Раççейшĕн пысăк мар, мĕншĕн тесен халь те сусăр çынна инвалид пулма чаракан рычагсем ĕçлеççĕ:
а) медицинăпа социаллă экспертиза халăха пăхса ĕлкĕреймест;
ă) инвалид экспертизин пахалăхĕ те иккĕленӳллĕ, çулсерен комисси «сывă» тесе йышăннă кашни 10-мĕш çын суд урлă инвалид пулнине ĕнентерет;
б) инвалидсем валли шутласа кăларнă çăмăллăхсем пурнăçланмаççĕ.
Социаллă гигиенăн наукăпа тĕпчев институтĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инвалидсенчен çурри кăна эмелсене çăмăл майпа туянмалли пирки пĕлет, çак çăмăллăхпа усă курать. Инвалидсен ытти çăмăллăхĕсемпе тата сахалрах çын (ирĕкĕ пур пулсан та) усă курать. Çавăнпа пĕрех «усси çук» тесе чылайăшĕ медкомисси иртсе çăмăллăхсем илме ăнтăлмаççĕ. Çавăнпа Раççейре ытти çĕршывсенчипе танлаштарсан инвалидсем сахал. Европа нормисемпе пăхсан паянхи пенсионерсем пурте тенĕ пекех инвалид статусне илме тивĕç.
РФ Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви вара çакăн пек пĕчĕк цифрăсемпе те (ытти çĕршывсенчипе танлаштарсан) çырлахасшăн мар. Инвалидсене социаллă пулăшу пама йĕркеленĕ федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçлама 2006 – 2010 çулсенче 4 миллиард тенке яхăн укçа тăкакланă хыççăн ведомство сусăррисене реабилитацилессипе ĕçлекен патшалăх системине лайăхлатма çĕнĕ концепци хатĕрленĕ (медэкспертиза ĕçне çĕнетесси, учета илессине лайăхлатасси). Халиччен патшалăхăн пĕр меслечĕ кăна инвалидсене чăннипех пулăшнă: инвалид ĕçлекен компание налогсенчен çăмăллăхсем панă. Çакăнпа ытла сĕмсĕррĕн усă курма пуçланисене пула юлашки вăхăтра хăш-пĕр çăмăллăхсем çухалнă. 2015 çултан вара компанисен çăмăллăхĕсене йăлтах пĕтереççĕ, апла инвалидсене ĕç тупма тата йывăрланĕ.
 
: 1054, Хаçат: 38 (872), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: