Регионсен хушшинчи «Мускав» маркетинг центрĕ провинци рынокне алла илес проекта 2004 çулта пуçланă. Çак вăхăт хушшинче тĕп хула предпринимателĕсем Федерацин 25 субъекчĕпе пĕр-пĕриншĕн усăллă, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме ĕлкĕрнĕ. Хусана вĕсем пĕрремĕш хут икĕ çул каялла, хула пин çул тултарас умĕн ĕçлĕ миссипе килнĕччĕ, ун чухне вун-вун тĕлпулу ирттернĕччĕ вĕсем. Бизнес-марафон кăçал та ăнăçлă малалла тăсăлать. Мускав предпринимателĕсем ĕçлĕ миссипе Самар, Воронеж, Тула, Калуга, Владимир, Иваново, Дон-çи-Ростов, Ярославль, Чулхула, Курган, Волгоград, Екатеринбургпа Липецк тата ытти хуласенче пулнă. Иртнĕ эрнере черет Хусана та çитрĕ. Проект Тутарстанра Мускав хулин пĕчĕк предпринимательствăна аталантаракан, пулăшакан департаменчĕн пуçарăвĕпе тата Хусан хулин администрацийĕ пулăшнипе пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕ – икĕ регионăн предпринимателĕсен хушшинче суту-илӳ тата производство енĕпе икĕ енлĕ усăллă, ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси. Ку утăм республикăри пĕчĕк бизнеса аталанма чылай пулăшĕ.
Проекта Мускаври 64 компани хутшăнать. Регионсем хушшинчи Маркетинг центрĕсен системин регионри офисĕсем вĕсем валли Хусан компанийĕсем хушшинче малтан 260 тĕлпулу ирттерсе партнерсем шыранă. Çакăн хыççăн Тутарстан тĕп хулин 150 компанийĕ икĕ енлĕ килĕшӳ тума кăмăл тунă. Мускав бизнесменĕсем ытларах халăха кирлĕ таварсем кăларассипе ĕçлеççĕ. Пирĕн республикăра вара хăйсен продукцине: кулленхи пурнăçра усă курмалли техника, сантехника, сувенирсем тата ыттине сутассине, гостиница бизнесне йĕркелесшĕн.