Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АДЖИКА
Кирлĕ: 3 кг пылак пăрăç, 3 кг помидор, 200 г ыхра, 5 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, 1/2 чей кашăкĕ лимон кислоти, 3 кашăк тăвар.
Помидорпа пылак пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла. Тăвар, лимон кислоти, хура пăрăç хушса 10 минут вĕретмелле, унтан ыхра хушмалла. Стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
«БАНКĂРИ ÇУЛЛА» САЛАТ
Кирлĕ: купăста, кишĕр, кабачок, пылак пăрăç, помидор, хăяр, сухан, ыхра, пăрçа йышши хура пăрăç, петрушка, зонтиклă укроп, гвоздика; заливка валли 4,5 л шыв, 200 г тăвар, 300 г сахăр песокĕ, 200 мл уксус.
Банкăсен (0,5, 1 тата 1,5 литрлисем пулсан аван) тĕпне специсем хумалла, унтан сийĕн-сийĕн пахча çимĕçсене вырнаçтармалла: купăста (пысăках мар касăксемпе), кабачок (тăваткал турани), кишĕр, помидор, хăяр, сухан, пăрăç (çаврашкан турани). Специсенчен гвоздикăна кăна вĕрекен маринад çине ямалла, ыттисене – банкăна. Вĕри маринада пахча çимĕç тултарнă банка çине ямалла та 5-10 минут стерилизацилемелле. Унтан банкăна металл хупкăçпа хупламалла.
ГОЛУБЦЫ
Кирлĕ: купăста, кишĕр, ыхра, ешĕл укроп тата петрушка; рассол валли 1 л шыв пуçне 1 кашăк тăвар, 5 кашăк сахăр песокĕ, 2-3 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, çур чей кашăкĕ эссенци е 2 кашăк 9 процентлă уксус.
Тăвар хушнă вĕрекен шыва ярса купăста çулçисене 1-2 минут çемçетмелле. Çулçă çинчи хулăн вырăнсене касса илмелле. Кишĕре шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, вĕтетнĕ ыхрапа, туранă укроппа тата петрушкăпа хутăштармалла. Пулнă хутăша купăста çулçисем çине хурса трубка пек çавăрттарса хумалла. Голубцысене кастрюле тултармалла, çиелтен вĕри рассол ямалла. Виçĕ кунран голубцы хатĕр.
«ФЕОДОСИЯ» САЛАТ
Кирлĕ: 2 кг кишĕр, 1 кг пылак пăрăç, 2 кг помидор, 1 кг йӳçĕ панулми, 2 стакан сахăр песокĕ, çур стакана яхăн тăвар, 1 стакан тип çу, 100 г ыхра.
Пахча çимĕçсемпе панулмие çуса тасатса мясорубка витĕр кăлармалла та вăйсăр çулăм çинче 1 сехете яхăн пĕçермелле. Унтан сахăр песокĕ, тăвар, тип çу хушса сахăрпа тăвар ирĕлсе пĕтиччен пĕçермелле. Вара ыхра хушса вĕреме кĕртмелле те салата вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
СОТЕ – БАКЛАЖАНПА ПĂРĂÇРАН
Кирлĕ: 2,5 кг баклажан, 2 кг пылак пăрăç, 2 пуç ыхра, 200 г йӳçĕ пăрăç, çур стакан 3 процентлă уксус, тăвар, 1 стакан тип çу.
Баклажансене çумалла та çаврашкан касмалла, тăварлă шыва ярса икĕ сехет тытмалла. Ыхрана, пылак тата йӳçĕ пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла, уксус хушмалла. Баклажан çаврашкисене тип çу çинче икĕ енчен те ăшаламалла, вилкăпа тирсе ыхра-пылак пăрăç-уксус хутăшĕ çине чиксе кăлармалла, стерилизациленĕ банкăсене тултармалла. Металл хупкăçпа хупламалла.
«КĔРКУННЕ» САЛАТ
Кирлĕ: 4,6 кг купăста, 1,6 кг пылак пăрăç, 1,6 кг кишĕр, 1,2 кг сухан, 50 г сахăр песокĕ, 140 г тăвар, 0,9 л тип çу, 0,9 л 9 процентлă уксус, 20 пĕрчĕ техĕмлĕ (душистый) пăрăç, 20 гвоздика, 40 штука лавр çулçи.
Пахча çимĕçсене çуса турамалла. Стерилизациленĕ банкăсен тĕпне пăрăç пĕрчисем, гвоздика тата лавр çулçи хумалла, пахча çимĕç хутăшне тултармалла. Çиелтен вĕри маринад ярса 30 минут стерилизацилемелле. Унтан металл хупкăçпа хупламалла. Ку салата хăйне тĕллĕн çиме те тутлă, ăна тĕрлĕ салатсем тунă çĕре хушсан та аван, яшка пĕçерме те шăп кăна.
КЕТЧУП
Кирлĕ: 5 кг помидор, 1 стакан вĕттĕн туранă сухан, 200 г сахăр песокĕ, 300 г тăвар, 1 стакан уксус, 1-ер чей кашăкĕ пăрçа йышши хура пăрăç, гвоздика, горчица вăрри, 1 кашăк горчица, çур чей кашăкĕ кориандр.
Помидора турамалла та вĕтетнĕ суханпа пĕрле плита çине лартса çемçеличчен тытмалла. Унтан ала витĕр тӳсе кăлармалла та пулнă хутăш икĕ хут чакиччен пĕçермелле. Апата тутă кĕртекен хатĕрсене марльăран тунă хутаçа хурса вĕрекен хутăш çине ямалла. Тăвар, сахăр песокĕ тата уксус хушса 5-7 минут вĕретмелле. Марля хутаçа кăларса илмелле. Хатĕр кетчупа кĕленче савăтсене тултарса хупламалла.
БАКЛАЖАН – ХĔЛ ВАЛЛИ
Кирлĕ: баклажан, тип çу; рассол валли 1 л шыв пуçне 2 кашăк тăвар, 2 кашăк сахăр песокĕ, 1 кашăк 9 процентлă уксус.
Баклажансене çуса хуппине шуратмалла та çаврашкан касмалла, пĕр сехетлĕхе сивĕ шыва ярса лартмалла. Унтан баклажана икĕ енĕпе те тип çу çинче ăшаламалла. Рассол вĕретмелле. Кастрюле сийпе баклажан, ыхра, укроп хумалла, рассол ярса çиелтен турилккепе витмелле, йывăр япала хурса пусармалла. 2-3 сехет пӳлĕмрех лартмалла, кайран пĕр талăк сивĕре. Унтан стерилизациленĕ банкăсене тултарса (рассолĕпех) хупламалла.
 
: 1091, Хаçат: 36 (870), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: