Перепиçпе ĕçлекенсем паянхи куна Хусанта 4825 çын шутланать. Пурĕ 5 пин ĕçлекен пулмалла. Вĕсенчен 2800 çын хваттерсемпе çуртсем тăрăх çӳремелле, ыттисем вара перепиçпе çыхăннă пĕтĕм ĕçсене туса пымалла. Чи нумай халăх Хусанта Советски, Приволжски тата Ново-Савиновски районĕсенче пурăнать. Çавăнпа та перепиçпе ĕçлекенсене çав районсене ытларах уйăраççĕ.
Паянхи куна тĕп хулара 8 перепись центрĕ. Вĕсем район администраци çурчĕсенче вырнаçнă. Енчен те перепись пирки ыйтусем çуралсан çак адрессемпе кайса килме е шăнкăравлама пулать:
1. Авиастроительнăй районĕ – Дементьев урамĕ, 2б-мĕш çурт, тел. 571-98-90,
2. Вахитов районĕ – Маяковски урамĕ, 13/34-мĕш çурт, тел. 238-83-50,
3. Киров районĕ – Лукницки урамĕ, 4-мĕш çурт, тел. 554-26-83,
4. Мускав районĕ – Восстани урамĕ, 84-мĕш çурт, тел. 542-26-99,
5. Ново-Савиновски районĕ – Волгоград районĕ, 49-мĕш çурт, тел. 519-34-66,
6. Приволжски районĕ – Ипподром урамĕ, 14-мĕш çурт, тел. 277-16-05,
7. Советски районĕ – Искра урамĕ, 25-мĕш çурт, тел.274-44-82,
8. Хула – Лево-Булачная урамĕ, 36а-мĕш çурт, тел. 292-51-27.
Перепись вăхăтĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла. Ултавçăсен тĕлне лекес мар тесен, пĕлмелле – кăçалхи октябрĕн 14-мĕшĕччен тата октябрĕн 25-мĕшĕ хыççăн переписчиксем кил тăрăх çӳремеççĕ. Кашни переписчикăн хăйпе пĕрле ятарлă галограммăллă удостоверени тата паспорт пулмалла. Вĕсене вăл ыйтакан пулсан кăтартма тивĕç. Енчен те, киле килнĕ çын чăнах та переписчик пулнинче иккĕленетĕр-тĕк, асăннă телефонсемпе шăнкăравласа ыйтма пулать.