Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХХI ĕмĕрте çын ĕçлекен ĕçсене хальхи информаци технологийĕсен пулăшăвĕпе çăмăллатма тăрăшаççĕ. Çапла мобильлĕ телефон, Интернет çыхăнăвĕ почта ĕçченĕсен сумккисене самай çăмăллатрĕç. Анчах та куллен курма хăнăхнă почтальонкăсемсĕр ял çыннисен пурнăçне куç умне килтерме йывăр. Çыру, хаçат, пенси укçи валеçессисĕр пуçне тĕрлĕ продукци – кил хуçалăхĕнче усă куракан таварсене сутаççĕ хальхи почтальонсем. Вĕсем ссуда, кредит, коммуналлă услугăсен тӳлевĕсене çын килĕнчех йышăнни те ял çыннишĕн хăйне кура çăмăллăх.
Теччĕ районĕнчи Тархан пуç ялĕнче çак ĕçсене 8 çул ĕнтĕ Анастасия Сергеева пурнăçлать. Настя хула хĕрĕ. Вăл Ульяновск хулинче ӳссе çитĕннĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăнана килекен хĕр упраçа ял каччи Степа Сергеев куç хывать. Çамрăксем çемье çавăраççĕ. Çапла вара Настьăн хула хăтлăхĕсене хăварса ял пурнăçне кӳлĕнме тӳр килет.
105 киле çаврăннă хыççăн килти ĕçсене те йĕркеллĕ илсе пыма ĕлкĕрет. Хуçалăхĕ пысăк Сергеевсен: ĕни-пăрушĕсем, сыснисем, чăххи-чĕппи. Кил-çуртне пысăклатас шутпа тытăннă строительство ĕçĕсем те вĕçленсе пыраççĕ. Пахчинче тата миçе тĕрлĕ пахча çимĕç, миçе тĕрлĕ кăна чечек ӳсмест-ши? Йĕрки-йĕркипе лартнă ӳсен-тăрансем парка ӳснине кил хуçи пахчинче хăйсем алтнă пусăри шывпа сапнипе çыхăнтарать.
Çут çанталăкра тĕрли пулать, çил-тăвăлĕ те, пуçа çĕклеме çук шартлама сиввипе шăрăхĕ те. Кирек мĕнле кун та почтальонăн ĕçе тухса каймалла. Почта илме Настя 7 çухрăмра вырнаçнă Аслă Тархан ялне çӳрет. «Тавтапуç ял-йышсене, çав çухрăмсене сайра çуран утатăп. Çула май ялан лаша е автомашина пулать. Трактор пулсан та тиркеместпĕр. Халĕ яла асфальт сарнă çул кĕрет. Ялан çапла пулнă пек, малтан пылчăк ашнисем манăçса пыраççĕ», – тет Настя. Ялта почта валеçнĕ чухне вара амăшне ывăлĕ, 11 çулти Серёжа пулăшать.
Çĕр çинче тĕрлĕ профессисем пур. Çыннăн хăйне килĕшнине суйласа илме ирĕк. Анчах ял çыннисем унпа туллин усă кураймаççĕ. Вĕсен ума тухнă пĕрремĕш ĕçе йышăнма, килĕштерме тӳр килет. Настьăпа та çапла пулса тухрĕ. Ĕçсĕр ларасран йышăннă ĕç ăна килĕшрĕ. 8 çул хушшинче юратма та ĕлкĕрчĕ. Ирсерен ял халăхне çĕнĕ хыпарсемпе тата çĕнĕ таварсемпе савăнтарасси Настьăшăн тĕп тĕллев пулса тăрать. Унăн ĕçĕ çынсене питĕ кирлĕ пулнине лайăх ăнланса ĕçлет вăл.
Эпир хамăр енчен ял почтисенче тăрăшакансене черетлĕ çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Информаци технологийĕсем мелĕсем хăвăртлăхпа, çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ. Анчах çыннăн кăмăллă ĕçне вĕсем нихăçан та улăштараяс çук.
 
: 960, Хаçат: 36 (870)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: