Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун Саба районне республикăри пĕтĕм лесничествăсенчен вăрманçăсем пухăнчĕç. Кунта шкулăн вăрман хуçалăхĕсен I слечĕ иртрĕ. Слета кашни лесничествăран тăватă вĕренекен, пĕр вĕрентекен тата вăрман хуçи хутшăнчĕç. Пурĕ 30 вăрман хуçалăхĕ тата Лубянский вăрман хуçалăхĕн техникумĕн командисем пĕр-пĕрин хушшинче ирттерчĕç.
Республика шайĕнче иртекен çакăн йышши пĕрремĕш уява ТР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Наиль Магдеев та хаваспах хутшăнчĕ. Вăл слета хутшăннисене саламласа ТР Президенчĕ Рустам Минниханов шкул ачисене чĕнсе каланине вуласа пачĕ.
Мероприяти Саба вăрман хуçалăхĕн лесникĕ пулнă Нургали Минниханов палăкĕ умне чечек хунипе уçăлчĕ. Аса илтеретпĕр, ТР Президенчĕн Рустам Миннихановăн ашшĕн палăкне 2001 çулта тава тивĕçлĕ лесовод вилнĕ хыççăнах туса лартнă. Унтан слета хутшăнакансемпе хăнасем районти Вăрман музейне кайса курчĕç. Музейре пĕтĕмпех вăрманпа çыхăннă экспонатсем вырнаçнă. Тата чи кăсăк экспонатсенчен пĕри – Нургали Миннихановăн ИЖ-49 мотоциклĕ. Унпа вăл пĕтĕм вăрмана çаврăнса çӳренĕ, сыхланă.
Çаплах сайра тĕл пулакан ӳсен-тăрансем ӳсекен дендрарипе вăрман касакан финсен техникипе паллаштарчĕç. Паянхи куна кунта ултă çĕнĕ йышши техника ĕçлет. Инженер-механик Дамир Сафин каланă тăрăх, çакăн йышши техника темиçе çынна улăштарать. «Малтан йывăçсене ултă çынран тăракан бригадăпа йăвантараттăмăр. Тракторисчĕ, касаканĕ, прицепщикĕ тата ытти те кирлĕччĕ. Халĕ вара бригада икĕ çынран çеç тăрать», – тесе каласа пачĕ инженер-механик.
Слет программине çаплах виçĕ тĕрлĕ конкурс кĕртнĕ. Пĕр команда «Вăрман – манăн симĕс юлташ» сочинени çырчĕ, иккĕмĕшĕ – «Тутарстанăн хитре вăрманĕсем» ӳкерчĕксем ӳкерчĕ, теприсем вара вăрман тăрăх çӳресе, ятарлă инструментсемпе йывăçсене виçсе тата ытти лесниксем тăвакан ĕçсене туса «Экологи сукмакĕ» конкурсĕнче пулчĕç.
Конкурса хутшăннисене саламлама тата хаклă йышши парнесем пама Саба районĕн администраци пуçлăхĕ Раис Минниханов килчĕ. Малти вырăнсем йышăннисене вăл ноутбуксем парса саламларĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнисене фотоаппаратсем тыттарчĕ. Виççĕмĕшĕсене те уйăрса хăвармарĕ, пиншер тенкĕ укçа хунă конверт пачĕ. Урăхла каласан, никам та парнесĕр юлмарĕ.
Министр каланă тăрăх, çакăн пек слет малашне кашни çулах иртĕ. Кăçал кунта пулчĕ, çитессинче тепĕр районта. Çапла кашни вăрман хуçалăхĕ пур районсенче ирттерме планласа хунă.
Сăмах май, кашни район çĕрĕ çинче 17 процент вăрман пулмалла. Саба районĕнче вара паянхи куна çĕр лаптăкĕн 30 проценчĕ таран вăрман йышăнать. Малтанхи çулсенче 50 ытла процент пулнă.
Шкул ачисем çакăн пек республика шайĕнче иртекен слета хутшăннипе калама çук хытă савăннă. Ара, министр кашнине тенĕ пек алă тытса тухрĕ те.
Çамрăксемпе калаçнă хыççăн, çак ачасенчен нумайăшĕ вăрман хуралçи пулма ĕмĕтленет. Паллах, пулаççĕ те.
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов каланă сăмахсем питĕ тĕрĕс: «Асфальт çинче ӳсекен ачасенчен сахалăшĕ лесник пулма пултарать, ялта, вăрманта ӳсекенсем вара пурте».
 
: 975, Хаçат: 36 (870)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: