Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Саралнă хирсенче ĕлкĕрнĕ пучахсем хăйсен йывăрăшĕпе пуçĕсене усса лараççĕ. Республикăра ӳстернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕç пысăк хăвăртлăхпа пырать. Çанталăк та çĕр ĕçченĕсем майлă типĕ тăрать.
Пăва районĕнчи «Нива» уçă акционер обществине кĕрекен «Память Ленина» ял хуçалăх предприятийĕ те малтанхисен хушшинче вырма ĕçне пуçларĕ. Хуçалăха ертсе пыракан Евгений Краснов каласа панă тăрăх, августăн 18-мĕшĕ тĕлне 61 процент тыр-пула пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Хуçалăхра 1 «Лексион», 4 «Класс-Мега», 5 «Дон» комбайн куллен вырма лаптăкне чакарса пыраççĕ. Вĕсем тăрăшнипе 1380 гектар кĕрхи тулăсене çапса илнĕ ĕнтĕ. Тыр-пул тухăçлăхĕ 1 гектартан – 40,6 центнер. Унсăр пуçне тата 590 гектар çинчен пăрçа çапнă, ку ĕç малалла пырать-ха, пăрçа гектартан вăтамран – 27,2 центнер тухать. Çак кун тĕлне «Дон» комбайнсемпе ĕçлекен Алексей Николаев – 11000, Харис Ахмеров – 9600, Валерий Никитин – 8200 тонна тырă шĕкĕлчерĕç.
Водительсем Радик Андреев, Петр Гаврилов, Рифат Залялетдинов та ку ĕçе питĕ пысăк яваплăхпа хутшăнаççĕ. Вĕсем йĕтем çине тырă турттараççĕ. Çакăн пысăкăш ĕçре техника ванмасăр, пĕр кăлтăксăр пулмасть. Комбайнсем хыççăн техникăна васкавлă пулăшу паракан бригадăпа пушар сӳнтерекен машина çӳрет. Петр Никитинпа Леонид Егоров – сварщиксем те, юсав маçтăрĕсем те. Çийĕнчех ванчăксене тупса, юсаса ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Çакă вăл ертӳçĕсем ĕçе йĕркелеме пĕлнин тĕп палли. «Ăннă хуçан чул çинче те тырă ӳсет, çĕрĕ те хытă пулмасть», – теççĕ халăхра. Çапах та ĕçлекенсене мухтать Евгений Алексеевич: «Халăх çав тери хастар, каланине итлеççĕ. Кун пек çынсемпе ĕçлеме питĕ çăмăл та, кăмăллă та. Каçхине 5 сехетчен хирте кукурузăна апатлантарнă çĕрте е утă хатĕрленĕ çĕрте (ăна çак кун тĕлне 500 тонна хатĕрленĕ) ĕçлеççĕ, каярахпа тата ывăннине пăхмасăр улăма пресласа пуçтарса ура тума тухаççĕ. Тасатнă хирсенче çĕрсене хатĕрлесе кĕрхи тулă акма пуçласшăн», – пĕлтерчĕ хуçалăх ертӳçи. Ялта ĕçлекенсем пурте пĕлеççĕ, çуллапа кĕркунне çĕр ĕçченĕшĕн ĕç вăхăчĕ çеç мар, укçа ĕçлесе илес тапхăр та. Ĕçлекенсене кӳрентермеççĕ кунта, вăтамран 11000 тенкĕ ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ. Хуçалăхра икĕ тăррине витнĕ йĕтем. Пĕри – Альших ялĕнче. Унта та лавĕ-лавĕпе тырă выртмасть, веçех тасатса, вырнаçтарса пыраççĕ. Эпир çитнĕ çĕре кунта Г.Владимирова, С.Дубов, Л.Суркова, Г.Сахаревич пăрçана сортласа тасатнă çĕрте тăрăшатчĕç.
Вырма ĕçĕ малалла пырать. Тĕш тырра тирпейлĕ пухса кĕртме, пысăк çитĕнӳсем тума сунатпăр çĕр ĕçченĕсене.
 
: 1198, Хаçат: 34 (712)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: