Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕнле хитре те мăнаçлă сăмах – президент. Патша тенĕ пекех туйăнать. Тĕрĕс, вăл патшалăх пуçлăхĕ.
Юлашки çулсенче шкулсенче те президент суйлаççĕ. Шкул президенчĕ пулма çăмăлах мар, паллах. Ăна шкулта вĕренекен мĕнпур ача суйлать.
Сăмахран, Пăва районĕнчи Элшел вăтам шкулĕнче пĕлтĕр 7, 8, тата 9 класс ачисенчен президент суйланă. Кашни класс хăйĕн кандидатурине тăратать. Пулас президентсем вара хăйсен программине туса пĕтĕм шкул ачине паллаштараççĕ. Вĕренекенсем программăпа паллашнă хыççăн суйлав пуçланать. Çапла майпа Элшел шкулĕн президенчĕ 9-мĕш класра вĕренекен Нина Тихонова пулса тăнă.
Нина Тихонова питĕ маттур хĕр ача. Эпир унпа «Сувар» хаçатăн страницисенче паллашнă. Сăввисем те пичетленнĕ.
ППЭрен хăраса халĕ 9-мĕш класс ачисем нумайăшĕ хăнăхнă та юратнă шкултан тухса каяççĕ. Мĕнле пулсан та, Нина йывăрлăхран хăрамасть. Малалла та Элшел шкулĕнчех вĕренме шутлать. Çитменнине тата президент та.
– Нина, эсĕ мĕншĕн хăвăн юлташусем пек 9-мĕш класс хыççăн ытти çĕре вĕренме кайма шутламастăн? – кăсăклантăм эпĕ вăл каймассине пĕлсе.
– Манăн журналист пулас килет. Çав профессие алла илмешкĕн вĕренме вара 11-мĕш класс пĕтерсен, ППЭ парсан тин кĕме пулать, – тет хĕр упраç хăюллăн.
– Мĕншĕн журналист? Ăçтан кун пек шухăш?
– Кĕçĕнрех классенче ăс пухнă чухне музыкăпа çыхăннă çĕре вĕренме каяс ĕмĕт пурччĕ. Юлашки икĕ çулта вара журналист профессийĕ çинчен çеç шутлатăп, – уçать хăйĕн ĕмĕтне Нина.
– Мĕн килĕшет сана çав профессире? Тĕк, пĕр вырăнта çеç ларса ĕçлемелли ĕç мар вĕт вăл?
– Эпĕ пĕлетĕп. Пурпĕрех. Манăн питĕ çынсемпе калаçас, вĕсене тĕрлĕ ыйтусем парса ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен çырса пĕлтерес килет.
– Ăнланмалла. Енчен те, малашне те журналистика факультетне кĕрес шухăш сӳнмесен, «Сувар» хаçатпа тата та туслăрах ĕçлеме тӳр килет. Сăмахран, шкулта пулса иртнĕ пулăмсем, мероприятисем çинчен çырса ярса пичетлемелле пулать.
– Тăрăшса пăхăп.
– Президент пирки те калаçса илер-ха. Мĕнле тивĕçсем туса пыратăн эсĕ шкулта?
– Тĕрлĕрен. Сăмахран, вожатăйсен ĕçĕсене сăнаса, тĕрĕслесе тăмалла.
Нинăн сасси те питĕ хитре. Мĕн пĕчĕкрен вăл юрăсем шăрантарать. Шкулта тата районта иртекен тĕрлĕ юрă конкурсĕсене хутшăнать. Чăваш юррисене те, уйрăмах эстрадăна, пурне те пĕлет. Юрăçсен кассетисемпе, дискĕсем сĕтел тулли темелле. Хăй юратнă юрăçсен сăнӳкерчĕкĕсене компьютер урлă кăларса стена çине те çакса хунă.
Юрланипе çеç мар, Нина килти хуçалăхра та амăшĕн сылтăм алли. Уйрăмах ват кукамăшне чунтан пăхать. Унăн урисем ыратнипе утаймасть вăл. Нина вара ĕçтерет, çитерет, мунчана илсе çӳрет.
Çапла президентăн шкулта çеç мар килте те ĕçлеме тивет.
 
: 1082, Хаçат: 35 (869), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: