Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вĕренӳ çулĕ кăçал çĕнĕлĕхрен пуçланать. Чи малтан вăл вĕрентекенсене пырса тивĕ, мĕншĕн тесен малашне вĕсен ĕç укçи мĕнле пуласси ĕçленĕ сехетрен мар, вĕрентӳ пахалăхĕнчен килет. Паллах, хальлĕхе çĕнĕлĕх мĕнле пулассине калама иртерех, çавах та шкул директорĕсене, уйрăмах ялтисене, ку шухăшлаттармасть мар. «Çĕнĕлле тӳлев системипе ĕç укçине шутласа пăхрăмăр та учительсен укçи пĕлтĕрхинчен чакни палăрчĕ, чăн та нумая мар, 140 тенке çеç. Хамăн коллектив ĕçченĕсене пĕрне те кӳрентерес килмест, çавах та стаж сахаллисен, категори çуккисен пысăк ĕç укçи илессе ĕмĕтленмелли çук пуль. Кун пирки хальлĕхе çирĕплетсех калаймастăп, кăна учительсен августри канашлăвĕ татса парĕ. Анчах тĕп пусăм малашне вĕрентӳ пахалăхĕ çине пулни иккĕленӳллĕ мар», – терĕ Элкел районĕнчи Сиктĕрмери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн директорĕ Ольга Николаевна Аверьянова.
Ольга Николаевна хăйĕн коллективĕшĕн пăшăрханнине те ăнланмалла, унăн коллективĕ çамрăк, вĕрентекенсен вăтам ӳсĕм çулĕ 35 çулпа танлашать, паллах, кун пек коллективра ĕç стажĕ сахаллисем те пур, шăпах вĕсемшĕн чунĕ ыратать те унăн. Çапах та вĕрентӳ пахалăхĕ пирки калас пулсан, кунта сиктĕрмесен йăлтах йĕркеллĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулне вĕсем питĕ лайăх вĕçленĕ, 9 тата 11-мĕш класс пĕтернĕ 17 ачаран ППЭ параймасăр аттестат илейменни пулман. Шкултан вĕренсе тухакансенчен пурте техникумсене, аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.
– Пирĕн ачасем ытларах ял хуçалăхĕнче кирлĕ професси илме тăрăшаççĕ, пулас инженер-механиксем практикăна хамăр хуçалăхах таврăнни те савăнтарать, вĕсем вырма вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлеççĕ. Кăçал типĕ çул пулсан та тăван хуçалăхах пулăшма килчĕç, – мăнаçлăн пĕлтерет директор хăйĕн вĕренекенĕсем пирки.
132 çулти Сиктĕрме шкулĕнчи вĕрентӳ пахалăхне хурламалла мар, вĕренекенсем район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче палăраççĕ, уйрăмах чăваш, вырăс чĕлхисемпе пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Физкультура учителĕ Алексей Игоревич Медиков тăрăшнипе шкулта йĕлтĕр спорчĕ вăйлă аталаннă.
«Коллектив çамрăк кăна мар, мал ĕмĕтлĕ те. Пурте аслă пĕлӳллĕ, хăйсен ĕçне парăннă. Шкул директорĕн вĕрентӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем Наталья Юрьевна Чубуковăна, Зинаида Павловна Красильниковăна уйрăмах палăртас килет. Хальлĕхе пирĕн коллективра «Республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ» ята пĕр О.В.Мурзин кăна тивĕçнĕ, анчах шанăçа çухатмастăп, хисеплĕ ята тивĕçлĕ вĕрентекенсем пирĕн тата та пур», – коллективăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетсе пĕлтерет директор. Ольга Николаевна ку шкула ертсе пыма тытăннăранпа кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче 15 çул çитет. Çавăнпа вăл коллектива хăйĕн çемйи вырăннех хурать. Тĕслĕхрен, шкулта ĕçлекен çамрăк специалистсенчен 7-шĕ «Çамрăк çемье» программăна хутшăнса ялтах ипотекăпа çĕнĕ çурт лартма пултарнине те савăнса пĕлтерчĕ вăл.
Çирĕп традициллĕ, çĕнĕ çуртлă, интернатлă шкула реорганизацилесси пирки сăмах пулма та пултараймасть. Кăçал кунта пурĕ темиçе ялтан 86 ача пĕлӳ пухĕ, пĕрремĕш класа вара 7 ача вĕренме килет.
2-10-мĕш классенче вĕренекен сахал тупăшлă çемьесенчи 8 ачана «Хузангаевский» ЯХПК шкула кайма пысăк парне тунă, спорт пушмакĕпе шкул тум-тирĕ илсе панă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хăрата ял хутлăхĕпе хуçалăх пĕрремĕш класс ачисене парне тума хатĕрленет.
Хуçалăх инвесторĕ Иван Иванович Казанков хăйĕн ентешĕсене питĕ нумай пулăшать. Шкул çумĕнчи интернат валли (унта шкулта вĕренекен Çĕнĕ Сиктĕрме ачисем пурăнаççĕ) йывăç кравать илсе панă. Пĕлтĕр çамрăк йĕлтĕрçĕсене Марий Эл Республикинчи Шелангер вăтам шкулне ăмăртăва кайма укçа-тенкĕпе пулăшнă. Сăмах май, сиктĕрмесем ăмăртура малти вырăна çĕнсе 70 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Кунпа шкул йĕлтĕрсем туяннă.
Сиктĕрмери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн тепĕр мăнаçлăхĕ вăл – шкул çумĕнчи хуçалăх. 1997 çултанпа шкул хăйне пахча çимĕçпе, аш-какайпа, укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Калас пулать, хуçалăхĕ унăн пĕрре те пĕчĕк мар. Улма-çырла пахчи – 80 сотăй, пахча çимĕç лаптăкĕ 4,5 гектар, вĕсенчен пĕр гектарĕ çине çĕр улми лартаççĕ. 5 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 24 сысна, 100 бройлер чăх, çăмарта тăвакан 20 чăх тытаççĕ. Çакăн пек пысăк хуçалăха Татьяна Вельямовна Краснова завхоз ертсе пырать. Хушма хуçалăхран илнĕ тупăшпа шкул канцеляри таварĕнчен пуçласа морозильникпа мультимедиа таранах хăй укçипе туяннă.
Ачасене столовăйра вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен çитерме пахча çимĕçе çителĕклĕ хатĕрлесе хураççĕ, ытлашшине вара ял халăхне сутаççĕ, районти «Школьник» лавккана сутма хураççĕ, вырăнти ял хутлăхĕ те кĕркуннехи ярмăрккăсенче сутса парать. Тĕслĕхрен, кăçалхи типĕ çанталăкра та 620 килограмм сухан ӳстернĕ шкул. Кунсăр пуçне вăл пахча çимĕçе консервăласа та тупăш илме тăрăшать, çак тĕллевпе çуллен 800 банкăран кая мар хатĕрлет. Ачасене маринадланă пахча çимĕç çиме юраманнипе шкулти поварсем вĕренекенсем валли ятарласа уйрăммăн пичкесенче тăварласа хураççĕ иккен. Çапла шкул ачисене уйăхне шкулти столовăйĕнче çиме (кăнтăр апачĕ, продленнăйне юлакансене тата полдник çитереççĕ) ашшĕ-амăшĕ 150-шар тенкĕ çеç тӳлет. Интернатра пурăнакансене вара кунне 4 хутчен апатлантараççĕ. Вĕренӳ çулĕ пуçлансанах çитерме тесе шкул симĕс сухан та лартма ĕлкĕрнĕ.
Çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апачĕ те çителĕклĕ кирлĕ-çке. Ку енĕпе вĕсене «Хузангаевский» ЯХПК пулăшать иккен. Нумай чухне бартер системипе те ĕçлеççĕ. Шкул хуçалăха пахча çимĕçпе тивĕçтерет, хуçалăх – выльăх апачĕпе, кĕрпепе тата хĕвел çаврăнăш çăвĕпе.
Шкул ял хутлăхĕпе, хуçалăхпа, Сиктĕрмери ытти организацисемпе туслă пурăннипе тата хăй тăрăшуллă пулнипе çакăн пек çитĕнӳсем тăвать те.
 
: 977, Хаçат: 35 (869), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: