Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 28-31№№.)
Почта адресĕ: 422383, Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки ял хутлăхĕ, Кăнна Кушки сали. Ялтан район центрне çитме 46 километр, Хусана – 206, Пăвари чукун çул патне Вырăс Киштек урлă – 30. Ял варрине куллен çӳрекен маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Ял-йыш
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Кăнна Кушкинче 123 хуçалăх шутланса тăрать, 238 çын пурăнать. Вĕсенчен 2 вырăс, 2 тутар, 233 чăваш тата 1 ытти наци çынни. Çак шутран 133-шĕ хĕрарăм, 105 арçын. Ялта 86 вăйпитти çын, 79 пенсионер пурăнать. 30 çула çитменнисем 37 çын, 16 çултан кĕçĕнреххисем – 24, шкул çулне çитменнисем – 10 ача. Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, сысна самăртать тата пахча çимĕçпе улма-çырла туса илет.
Кил-хуçалăх çумĕнчи çĕр лаптăкĕ 2000 çулччен 0,27 – 0,30 гектар, кайран хăш-пĕр хуçалăхсем хуçасăр пушанса юлнă çуртсен шучĕпе лаптăка 0,63 гектартан 0,80 çити ӳстернĕ. Колхоз салансан унта ĕçленĕ кашни çын пуçне 6-шар гектар çĕр пайĕ 16 çула уйăрса панă. Çакăн пек пай илнисем Кăнна Кушкинче 123 çын. Пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 738 гектарпа танлашать. Арендатор 1 гектар çĕршĕн 330 тенкĕ укçа тӳлет е тырăпа, утă-улăмпа саплаштарать, харпăр пахчасене сухалама та калаçса татăлаççĕ. «Колос» тулли мар яваплăхлă обществăна Р.Х.Сафиуллов ертсе пырать. Ялта пурăнакансенчен укçа ĕçлесе илме хулана каякансем те пур. Ял-йыш 52 мăйракаллă шултра выльăх, 100 пуç сысна, 228 пуç сурăх, 13 лаша тытать. Кăннакушкисен пысăк пайĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ илнĕ, специалистсемпе бюджетра ĕçлекенсем ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ.
Учрежденисемпе предприятисем
Ялта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 320 вырăнлă шкул ĕçлет. Ăна 1975 çулта туса лартнă. Паянхи кун унта 32 ача вĕренет. Ялти культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, икĕ лавкка, ял библиотеки, çыхăну уйрăмĕ, перекет касси, ял хутлăхĕн çурчĕ пур. Теччĕ – Ульяновск трасса çине тухма 1995 çулта 14 километра тăсăлакан асфальт сарнă çул уçнă. 1997 çулта ялта чулпа бетонран икĕ кĕпер хывнă. Ялăн пĕр урамне шыв кĕртнĕ. 2000 çулта 79 çурта газ кĕртнĕ, 2003 çултанпа ялта 46 телефон номерĕ.
Ялта пĕрремĕш шкула 1871 çулта И.Я.Яковлев лартнă.
XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче Кăнна шывĕ çинче кушкăсем шывармань лартнă. Вăл çулталăкĕпех çăнăх авăртнă. 1955 çулсем тĕлне ялта икĕ çил арманĕ, тимĕрç лаççи ĕçленĕ. 2000 çулччен кушкăсем те, колхоз та механика вăйĕпе ĕçлекен арманпа усă курнă. Паянхи кун ялти пилĕк çын «Самозанятость – 2009» программăпа ĕçлет.
Кăнна Кушкинче И.Я.Яковлевăн музейĕ пур. Ăна аслă просветителемĕр çуралнăранпа 150 çул çитнĕ тĕле, 1998 çулта уçнă. Тепĕр вунă çултан шкул картишĕнче Иван Яковлевичăн бюстне лартнă. Çакна тума Çĕпрел районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Федорович Угаслов укçа-тенкĕ панă.
(Малалли пулать.)
 
: 4258, Хаçат: 34 (868)

Комментарисем:

Альбина (2014-03-12 17:19:33):
Ман пуçа тахçанах пĕр шухăш канăç памасть И.Я.Яковлевăн ашшĕ кам пулнă. Çакна никам та пĕлмест е вăл паллă мар-и?

тупата (2014-03-14 00:02:44):
И.Я.Яковлевăн ашшĕ Баимкин хушаматлă хресчен пулнă. Кун пирки хăй вăхăтĕнче ялти çынсем пурте пĕлнĕ, паллах. Каярахпа ку чăнлав манăçа тухма пуçланă.

тупата (2014-03-20 13:35:14):
И.Я.Яковлев ашшĕ пирки, сăмахран, И.Н.Юркин (1863-1943) çырса хăварнă. Хăй вăл Пÿркел ялĕнчен, анчах амăшĕ унăн Кăнна-Кушкипе юнашарти Чăваш Таяпинчен пулнă. Çавна кура амăшĕ те, И.Н.Юркин хăй те çав тăрăхри тăванлăх-пĕлĕшлĕх ыйтăвĕсене аван пĕлсе тăнă.

тупата (2014-03-21 18:17:13):
Хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев ашшĕ пирки самаях тĕплĕн çырса кăтартнă çынсен шутĕнче Г.Ф.Юмарт ятне асăнас тетĕп.

тупата (2014-05-30 21:22:26):
И.Я.Яковлевăн тăван ашшĕ Кăнна-Кушкинчи Баимкин хушаматлă хресчен пулнă.

тупата (2014-06-01 00:30:18):
Паллах, кунта сăмах биологилле ашшĕ пирки пырать.

тупата (2014-09-07 18:05:45):
Шел, Иван Яккăлччăн чăн ашшĕ саккунсăр шутланнă. Çавнв кура, авă, ун хушамачĕ "Баимкин" мар.

тупата (2014-09-28 19:32:01):
Иван Яковлевич Баимкин тени епле хитрен илтĕннĕ пулĕччĕ! :-)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: