Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 11-15, 17, 19-20, 22, 24-31, 33№№.)
Анук валашкана шыв ярса тăракан Укаç аппан аллисене сăнарах пăхрĕ те халиччен асăрхаманнине асăрхарĕ: сивĕ шывпа кĕпе-йĕм ухса чӳхенĕ май, унăн аллисем хытах шăннă, хур ури пек хĕп-хĕрлĕн курăнаççĕ, ӳчĕ айĕнчи кăн-кăвак, кӳпчесе кайнă юн тымарĕсем туратланса кайнă вĕтĕ-вĕтĕ тымарсене аса илтереççĕ. Пурнăç çак кушăрханă алăсенче нихçан пĕтмелле мар тарăн йĕрсемпе пĕркеленчĕксем хăварнă. Унăн аллисем, пĕчĕкскерсем, пĕркеленчĕклĕ пулин те илемлĕн, илĕртӳллĕн курăнчĕç. Çак алăсем мар-и-ха Илюша кăкăрĕ çумне ыталаса лăпканă, ачашланă, хуп сăпка сиктерсе çывăрттарса яма тăрăшнă, çак алсемех çурла тытса уй-хирте пуç çĕклемесĕр тар юхтарса тырă вырнă, авăн çапнă, хĕллехи вăрăм каçсенче пир тĕртнĕ, тĕрĕ тĕрленĕ, кĕпе ухнă… Укаç аппа чăваш хĕрарăмĕн мĕн курмаллине пĕтĕмпех тӳссе-чăтса ирттернĕ. Телей тенине вара курманпа пĕрех. Илюша Укаç аппа пĕчченех çитĕнтерчĕ. Ывăлĕ çула тухас умĕн Турра асăнса кăпăшка çăкăр пĕçерсе кăларса кутамккине чикекеннисем те Укаç аппа аллисемех пулчĕç.
Укаç аппан ĕмĕчĕсем пысăк-ха, шанчăкне те çухатмасть вăл: автансăр яла кайиччен Илюшпа Анук ачи-пăчипе мăнукĕсене алла тытса курас, утюкка сиктерес ĕмĕт-шухăшпа пурăнать, çав куна курасчĕ тесе йăпанать. Каç выртсан та, ир тăрсан та асĕнчен ямасть, хальхи вăхăтри хăй варĕнчи çитĕнтерсе çуратнă пин-пин амăшĕ пекех, тăван йăвине чипер çаврăнса килессе куç пек кĕтсе тĕмсĕлет.
Сăн-питрен Укаç аппа ытла ватах курăнмасть-ха, эрешмен картине аса илтерсе тутисем хĕррипе, куç хӳрисен айккипе çип-çинçе йĕрсем палăраççĕ пулин те, çав-çавах ун çине пăхма кăмăллă, ăшшăн, çынна ыр сунса калаçакан лăпкă сассине итленĕçем итлес килет. Явлăкĕ айĕнчен кăшт çеç тухса тăракан шап-шурă çӳçĕ те ырă кăмăл çуратать. Çынпа калаçнă май, унăн салхуллăрах курăннă сăнĕ улшăнса-улшăнса пырать те – кăмăлĕ уçăлсах каять, куçĕсем ăшшăн пăхма пуçлаççĕ, вара хăй те çамрăклансах кайнăн туйăнать, хуйха-суйха сирес тесе, чунтан калаçма пуçлать.
Ватăлса пынăçем çын ытларах калаçма пуçлани вăл чылай пурăнса курма ĕлкĕрнипе тата хăй курнисене ыттисене каласа пама кăмăл туртнипе çыхăннă пулас. Укаç аппа вара хăй калаçнинчен ытларах çынсем калаçнине итлеме юратать. Çапах та хальхинче вăл ватти ватă пекех пултăр терĕ, çамрăк тусĕпе ытларах хăй сăмах тупрĕ.
– Ах, хĕрĕм, спаççипах сана пулăшнăшăн, сывлăха пултăр, – çав тери хавасланса кайрĕ Укаç аппа ĕç вĕçленес умĕн. – Аллăмсем çывăрса кайса тарăхтараççĕ. Ирхине вăранатăп та – хам алăсем хамăн мар. Чĕпĕтсе пăхатăп – ним те туймаççĕ, вилнĕ çын ӳчĕ пек.
– Эй, Укаç аппа, ун пек ан калаç-ха, тĕнче тăвăр мар вĕт, пурин валли те вырăн çитет çĕр çинче. Илюша кĕтсе илмелле-ха, ун çине пăхса савăнмалла, мăнуксене курса юлмалла, пурнăçăн йĕрки çавăн пек вĕт, – унăн кăмăлне уçса ярас тесе хавхалантарма тăрăшрĕ Анук.
Хĕр Укаç аппа паян хăйĕнпе çакăн пек чунне уçса калаçнишĕн питĕ савăнчĕ. Илюшпа амăшĕ хăй пирки пĕр шухăшлă пулни, ăна кил-йышне йышăнма ĕмĕтленни чунне ăшăтса ячĕ. Çав вăхăтрах тата: «Укаç аппа курма ĕмĕтленнĕ кунсем çитиччен хура курак та шуралма ĕлкĕрĕ-ха», – тесе иккĕленсе те илчĕ. Иккĕленме вара сăлтавĕ сахал мар: вăрçă кĕрлет, вăл хăçан тата мĕнле вĕçленессине Турă кăна пĕлет, халăх халь савăнăçлă мар, юн тата куççулĕ тăкать…
ИККĔМĔШ ПАЙĔ
I
Вăрçă пуçланнăранпа тăваттăмĕш çул пырать, халăх вара çаплах чăтать. Çĕр те çунать, хурçă та шăранать, этем тени вилĕмпе чуралăха хирĕç çаплах хирĕç тăрса, çĕнтерсе пырать. Улшăнусем çак хушăра сахал мар пулса иртрĕç, анчах савăнтараканнисем пулмарĕç вĕсем. Килсене малтанхи тырă-пулă, юр-вар, ĕçме-çиме таврашĕнчен нимĕн те юлмарĕ, кĕлетсенчи пӳлмесенче тырă шăши тутанса пăхмалăх та çук темелле. Пурăнма вара пурăнмаллах. Пурăнмалла кăна мар, нимĕç вăрă-хурахĕсене тĕп туса Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илмелле.
Кунсем каллех сивĕтме пуçларĕç, хĕл ларасси те инçех юлмарĕ. Хуралтан таврăнсан Анук паян Маюк аппăшне вăрмана хăрăк-турат пуçтарма каясси пирки пĕлтерчĕ, виçĕ хутчен кайса килнĕччĕ-ха, чиперех таврăнсаччĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк вĕт вăл, пурте кирлĕ, никама шанмалли те çук, пĕтĕмпех хăвăн тумалла. Маюк Анука малти карта текен уçланкăра кĕтсе илме пулчĕ: пухса хатĕрленĕ вут-шанкине Анук йăтса килеймест-çке. Аппăшĕ вара фермăра дояркăра ĕçлет те, унта кайма вăхăт çитиччен килти ăпăр-тапăр ĕçсене майлаштарать, апат пĕçерсе хатĕрлет: килте пĕшкĕнсе тумалли ĕçсене пурнăçлама Анука питĕ йывăр – аманнă ури май памасть.
– Атя, аппаланса пăх-ха эппин, нумай пухайăн-и, – килĕшрĕ аппăшĕ йăмăкĕн шухăшĕпе. – Уру та ыратать пулĕ-ха та… Ан васка, хуллен, майпе, хăвăнне хăв пĕл.
Утать Анук, уксахласа та пулин вăрман патне çывхарса пырать, хăй çумĕнче Илюш та пур пек туять, анчах вăл чылайранпа ни амăшне, ни Анука хыпар-хăнар туманран ун пирки иккĕшĕ те пăшăрханса шухăшлаççĕ. Халĕ те Анук шухăшĕпе Илюшпа пĕрле пулчĕ. «Маншăн ан пăшăрханăр: эпĕ кунта пĕччен мар, вăрçăра пурте пĕр тан, пурин те пĕр тĕллев. Пирĕн туслăха никам та аркатаймĕ, çĕнтерӳ пирĕнпех пулĕ», – тесе çырнăччĕ вăл юлашки çырăвĕнче Белоруссирен. Амăшĕ патне те çавнашкал хыпарах ячĕ. Халĕ ак çырма та пач пăрахрĕ. Ăçта вăл: сывă-и, чĕрĕ-и е çар госпиталĕнче суранĕсене пула асапланса выртать – нимĕн те паллă мар. Çакă чуна пушшех канăçсăрлантарать. «Кĕтмелли çын пурри, пĕр шутласан, хăйне майлă телей, – лăплантарма тăрăшрĕ Анук хăйне. – Хăшĕн-пĕрин ав вăрçа пула вăл шанчăк та пулин çухалчĕ».
Анук çĕр çинче выртакан йывăç турачĕсене пĕшкĕнсе илеймест: ури май памасть. Çавăнпа ăна кӳршĕри мучи, Асанне Хĕлипĕ, вăрăмах мар тимĕр туя пек япаларан вутă çине тăрăнтарса çĕр çинчен çĕклесе илмелли çекĕл туса панăччĕ. Çитменнине тата вăл икĕ юплĕ. Унпа ĕçлеме питĕ селĕм.
Вăрманта çынсем курăнсах каймаççĕ. Ялта кашни çын хăйĕн ĕçĕпе аппаланать: пĕри фермăна васкать, тепри – йĕтеме, хăшĕсем хиртен вăкăрсемпе кĕлте кӳреççĕ. Чылайăшĕн вăрмана кăнтăр варринче кайса çӳреме вăхăчĕ те çук. Кĕрхи вăрман çаралса юлнă та питĕ салхуллăн курăнать, чунра темле кичемлĕхпе тунсăхлăх туйăмĕ çуратать. Тăкăннă çулçăсем ура айĕнче кавир пек тĕрлĕ тĕспе курăнса талккишпех сарăлса выртаççĕ, утнă май чăштăр-чăштăр туса сас параççĕ, пĕр кайăк сасси те илтĕнмест. Кунĕ те паян, хĕвелсĕрскер, пушшех те канăçсăрлантарать. Юманлăх йĕкел тăкнă вăхăтра вăрмантан çын тухма пĕлместчĕ. Шур сухаллă мучисемпе курпунлă кинемисем, вĕтĕр-шакăр ача-пăча, утаканни-утайманни, кунĕпех унта кĕшĕлтететчĕ. Йĕкелне кăмакара типĕтсе, алă арманĕпе çавăрттарса çăнăх тăватчĕç: выçă хырăм тем хыпса çăтма та хатĕр.
(Малалли пулать.)
 
: 1125, Хаçат: 34 (868), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: