Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кирек хăш уява та палăртнă кун, вăхăтра кил-çуртри ĕçсене пĕтерсе чунпа канма каятпăр, çĕкленӳллĕ кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Мероприятие ĕçри, вĕренӳри пăтăрмахсене манассишĕн, çемьепе канассишĕн васкатпăр. Интернетпа телевизор та кунран кун пăхсан этеме ывăнтараççĕ. Темшĕн, хăшĕ-пĕри Культура çуртĕнче планлă мероприятисем, уявсем ирттермесен ӳпкелешеççĕ, «ĕçлемеççĕ» теме пăхаççĕ. Ирттерсен – зал куракансемпе çурри те тулмасть. Тăрăшса, чуна парса, вăйне шеллемесĕр хатĕрленеççĕ культура ĕçченĕсем. Пĕрне-пĕри хисеплеме, сума сума вĕренер, тивĕçлипе хаклар вĕсен ĕçĕсене. Упи тăрăхĕнче çак çулла иртнĕ «Чăваш пики – 2010» конкурса килейменнисем тахçанччен кĕвĕçсе, пĕтĕçсе çӳреччĕр. Килмелле пулнă: курса киленме, чунпа савăнса канма.
Илемлĕ кĕвĕ çеммипе сцена çине «Чăваш пики – 2010» ертсе пыракан Алена Сердцева тухрĕ. Янравлă сассипе, сăвă йĕркисемпе пуçларĕ конкурса. Шупашкарти культура училищинче Алена пĕр ахаль вĕренмен çав. Хăйне сцена çинче çав тери маттур тыткалать! Пикесен конкурсне хутшăнма ултă хĕр кăмăл тунă: Çĕнĕ Упирен – Лена Кочурова, Аня Верхеева, Оксана Захарова, Ирина Лущик, Кĕçĕн Упирен – Надя Павлова, Настя Еремеева.
Конкурс темиçе пайран тăчĕ. «Паллашу» пайра пикесем сăвăласа хăйсемпе паллаштарчĕç.
«Чăваш апат-çимĕçĕнче» мăн асанне-кукамайсемех çемйине, хăни-вĕрлине сăйланă апата хуплу, шăрттан, çăкăр, икерчĕ, хуран кукли, салма – мĕнле хатĕрлемелли çинчен каласа пачĕç.
Яштака пӳ-силлĕ, сăн-пичĕпе чипер, çӳçĕсем хитре пулнисĕр пуçне чун-кăмăл илемĕ те кирлĕ. Кашни пике маттурлăхĕпе, хăйне евĕрлĕ кăмăлĕпе, чеченлĕхĕпе уйрăлса тăрать.
«Пултарулăх» конкурсĕнче черетпе сцена çине тухса тухăç ташшине ташласа та, юрă юрласа та, сăвă каласа та кăтартрĕç.
«Пĕчĕк ачана чĕркесси», уяв кĕпи тăхăнса акăш пек утса кăтартасси те пулчĕ конкурс программинче. «Пурнăçра, çемьере сиксе тухакан кăсăк самантсем» çинчен те каласа пачĕç пикесем.
Конкурсанткăсем хатĕрленнĕ вăхăтра Алена Ильина, Кристина Иванцовăпа Надежда Скорнякова илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç.
Конкурс вĕçленчĕ. Жюри членĕсене –Л.Сердцевăпа Т.Ярухинăна – канашласа чи маттуррине, чи хитрине, чи чиперрине суйлама пĕртте çăмăл пулмарĕ. Пур енĕпе те пултаруллă, чипер. Улăхри чечексем пек чечен. Мĕнле суйласа илĕн-ха – вĕсем пурте 13-15 çулсенчи хĕрсем. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсене конкурсанткăсем хумханса кĕтрĕç.
Л.Сердцева сăмах илчĕ: «Паянхи конкурсра пикесем хăйсен илемне чăваш наци кĕпине тăхăнса тухасса кĕтнĕччĕ. Пулмарĕ. Асанне-кукамайсен арчинче упранакан чăваш кĕписене, тухйисене çакса тухнă пулсан мĕн тери аванччĕ», – терĕ. Акă кĕтнĕ самант. «Чăваш пики – 2010» кам-ши? «Чăваш пики II вице-мисс» ята Лена Кочурова, Аня Верхеева, Надя Павлова, Оксана Захарова илчĕç.
«Чăваш пики I вице-мисс» ята Настя Еремеева тивĕçрĕ.
Упи тăрăхĕнчи «Чăваш пики – 2010» ята вара Ирина Лущик çĕнсе илчĕ, куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Кашни пикене Хисеп грамоти, хаклă парне пачĕç.
Хĕрсем чăваш тумне тăхăнса Нарспи пек кĕвентепе шыв йăтнă пулсан, хăйсем тунă ал ĕçне кăтартнă пулсан тата аванччĕ те çав. Çук çав, кураймарăмăр çакна. Калаçăва вырăс сăмахĕсем кĕре-кĕре кайни те хăлхана хуплать. Эпир вырăс халăхĕ мар, чăвашсем! Калас сăмахсене хут çинчен вуласа калани те кăмăла хăварчĕ. Ӳлĕм çакăн пек конкурса хутшăнакансем çаксене шута илĕç пулĕ. Ку вара пирĕн тăрăхра пĕрремĕш «Чăваш пики» пулчĕ, «пĕрремĕш пĕлĕм кумкаллă пулать» теççĕ. Çитессинче çитменлĕхсене пĕтерсе чăваш наци кĕписемпе тухар. Чăваш пулсан чăваш пулар! Чăвашсен культурипе йăли-йĕркине пăхăнса пурăнар. Чăваш чĕлхине аннене юратнă пек хисеплер.
 
: 1198, Хаçат: 34 (868), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: