Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ывăл е хĕр киле вилĕ ӳсĕр килнине нумай атте-анне трагеди пек йышăнать. Паллах, çул çитмен ача çапла ĕçсе лартни йĕркеллĕ пулăм мар, анчах кун пек чух аслисем вĕсене тӳрех «ăс кĕртме» тытăнни те тĕрĕс мар. Ашшĕ-амăшĕ кун пек хăтланни ачине тĕпсĕр çырмана тĕртсе янипе танах тесе ĕнентереççĕ специалистсем. Вĕсен шучĕпе вăрçиччен ачапа чуна уçса калаçмалла, алла черкке тытма мĕн хистенин сăлтавне тупмалла.
Арçын ачапа хĕр ача эрех ĕçнин сăлтавĕсем вара тĕпрен уйрăлса тăраççĕ-мĕн.
Хĕр ача ӳсĕрĕличчен ĕçнин сăлтавĕн 90 проценчĕ – телейсĕр юрату. Ашшĕ-амăшĕшĕн катастрофа ача ӳсĕрĕлни пулсан, хĕр ачашăн хăйшĕн – савни пăрахни. Çак «хуйха» вăл кинори пек эрех ĕçсе, пирус туртса пусарма тăрăшать. Кун пек чух ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла? Чуна уçса калаçмалла. Паллах, алкоголь çинчен мар, хĕрĕн пурнăçĕ, йывăрлăхран мĕнле тухмалли çинчен калаçмалла. Алкоголь проблемăна татса памалли мел маррине ăнлантармалла. Хĕрĕр ӳсĕр килнине çине-çинех аса илтерме тытăнатăр-тăк, ăна пулăшас вырăнне сиен кăна тăватăр. Çавăнпа ку пулăма аса илтермесен лайăхрах пулĕ.
Арçын ача юлташсен хушшинче авторитет çĕнсе илес тĕллевпе алла черкке тытать, пирус туртать. Çапла майпа вăл хăй чăн-чăн арçын пулнине, тек ача маррине ĕнентересшĕн. Кун пек чух япăххине каласа юлташĕсен авторитетне пĕтерме хăтланнин усси çук, вăл сире пурпĕр итлемест. Çавăнпа авторитет эрех-сăра ĕçнипе пулманнине, ӳсĕрĕлнипе аслăланманнине ăнлантармалла. Чăн-чăн арçын пулас тет-тĕк, хăй çине яваплăх илме, хăй сăмахĕ çине тăма, хăйне хисеплеме пĕлмеллине каламалла. Енчен те вăл аслă çын пек яваплă ĕç пуçларĕ-тĕк, ăна чарма ан хăтланăр, яваплăх мĕн иккенне хăй ăнлантăр.
Çул çитмен ачасем эрех-сăра ĕçнин, пирус туртнин тепĕр сăлтавĕ – юраман япалана тутанса пăхма хăтланни. Кун пек чух ачана алкоголе пула вăл йĕркерен тухма пултарассине, обществăра ку мĕнле хитре маррине ăнлантармалла.
 
: 1264, Хаçат: 34 (868), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: