Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элкел районĕнчи Выселки поселокĕнче пурăнакан Александра Сергеевна Казанкован, ялти пек каласан Люккан аппан, пурнăçĕпе юратăвĕ Элкел тăрăхĕнче тахçанах хитре легендăна çаврăннă. 98 çулти чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть, тĕслĕхрен, вăл халĕ те вăрмана урапа туртса кайма ӳркенмест. Паллах, çитмен пурнăçран мар, ахаль ларма вĕренменрен.
«Ниепле те вилейместĕп вĕт», – йăл кулать çеç 100 çула сывлăхпа çывхаракан кинемей. Сăмах май, Люккан аппан ялĕ хăйĕнчен кăшт кăна аслăрах. Поселока йĕркелесе яракансенчен пĕри унăн ашшĕ Сергей Казанков та пулнă. Çывăхри вара шăпах ун ячĕпе Сергей варĕ тесе калать кунти халăх. Ытармалла мар хитре поселокăн çыннисем хăйсем те ĕмĕртен тарават пулнă. «Пирĕн ялта нихăçан та алăка питĕрсе курман. Ял витĕр пасара каякан, пасартан килекен çынсене ялан апат çитерсе яратчĕç», – аса илет иртнине вĕрентӳ ветеранĕ Дмитрий Дмитриевич Ярославлев. Люккан аппан шăпи те çак пасар çулĕпех çыхăннă иккен. Пилĕк таран çивĕтлĕ чипер пикене чаплă купăсçă Анатолий Казанков пасартан таврăннă чух куç хывнă та урăх манайман.
– Ăста купăсçăччĕ ман мăшăр. Шел, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ачасене кирлĕ пулĕ тесе купăсне нумай çул упрарăм. Сутма ыйтса нумай çын килнĕччĕ, памарăм, – малалла сӳтĕлет аса илӳ çăмхи Люккан аппан. Вăрçăччен юрă-кĕвĕ ку килтен татăлман тесен те юрать. Мăшăрĕ купăс каланă пулсан, Люккан аппа юрăсене хитре шăрантарнă.
«Люккан аппа ялан юрлатчĕ. Юрлама тытăнсан унăн сасси Сиктĕрменех илтĕнетчĕ», – аса илеççĕ ял çыннисем. «Халĕ юрламастăп, маннă. Э-э, халăхĕ халĕ савăнма пĕлмест вĕт, ни юрлани, ни ташлани çук», – критиклет хальхи çамрăксене Люккан аппа.
Пĕччен пурнăç пурнăç мар теме хăнăхнă халăхра. Анчах Люккан аппана ку сăмахсем пырса тивмеççĕ. Çамрăклах тăлăха юлнă пулин те вăл ял çинче ята яман, икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне тĕрĕс-тĕкел ӳстерес тесе вăйне те, халне те хĕрхенмен. Хăй ĕмĕрĕнче пĕр кун та ахаль ларман вăл, ал ĕçне те хăех тунă. Эпир пынă чух та акă, Люккан аппа вăрмантан милĕк хуçса килнĕччĕ. «Кăçал кăна аллине çăмха тытмасть-ха, ытти çулсенче аллинчен ал ĕç яман», – калаçăва хутшăнать пĕрле пурăнакан кинĕ Люба. Çавăнпа Люккан аппаран ăçта ĕçлерĕн тесе мар, ăçта ĕçлемерĕн тесе ыйтсан вырăнлăрах-тăр. Вăл колхоз ĕçĕнчен пĕринчен те юлман-çке, пĕр ĕçе те тиркемен, вăхăтĕнче конюх та пулнă, вăрман та каснă, тыррине те вырнă. Ырми-канми тăрăшнăшăн Люккан аппана «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă.
Вăрман варринче ларакан, тухса çӳреме çул çук ялта пурăнасси çăмăлах мар-тăр çав. Апла пулин те кунтан халĕ те халăх куçса кайма васкамасть. Вăхăтĕнче Люккан аппа та ниçта та кайма килĕшмен.
«Чăваш хĕрарăмĕн идеалĕ вăл – пирĕн Люккан аппа», – тет ун пирки Сиктĕрмери П.Хусанкай музейĕн ертӳçи О.Мурзин. Кун пек сума тивĕçни хăй кăна мĕне тăрать-çке, эппин, çĕр çине ахаль çуралман!
Сăмах май, Люккан аппа Элкел районĕн чи ватă çыннисенчен пĕри. Ун шучĕпе, нумай çул сывлăхпа пурăнас тесен пĕр минут та ĕçсĕр лармалла мар тата килти апат-çимĕçе кăна çимелле. «Вăл пирĕн 98 çулта пулсан та куçлăх тăхăнмасть, лавккара сутакан апат-çимĕçе хыпса та пăхмасть, шампунь-таврашпа усă курмасть, çĕве шывĕпе кăна çӳçне çăвать. Эрех-сăрапа нихăçан та иртĕхмен», – вăрттăнлăха уçать кинĕ Люба. Кунта генсем те юлашки вырăнта мар-тăр-ха. Люккан аппа вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йăхĕнчен.
Йăх тенĕрен, Люккан аппа чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ. Петр Петровича асăнсан халĕ те унăн сăн-пичĕ çуталчĕ, вăхăтĕнче питĕ туслă пулнă вĕсем. Тăванлăх туйăмĕ çирĕппипе тăванĕ Элкел тăрăхне юлашки хут килсен, чирленĕскере машина çине тӳшек-минтер сарсах ăсатнă вăл.
Хуйхă-суйхине сахал мар курнă пулин те (ывăлĕпе хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) Люккан аппа чун ыратăвне пĕр чĕптĕм те кăтартма хăнăхман. Ку та вĕсен йăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ иккен. Ял çыннисем каланă тăрăх, Петр Петрович Хусанкайран та нихăçан та нăйкăшнине илтмен.
Хальхи вăхăтра Люккан аппа пĕччен пурăнмасть, унпа юнашар кинĕпе мăнукĕ, çывăх тăванĕсем те нумай, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем кăна 22-ĕн. Çавăнпа унăн кичемленме вăхăчĕ çук. Хаклă çыннăмăра, чăн-чăн чăваш хĕрарăмне эпир республикăри мĕнпур чăваш ятĕнчен тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
 
: 1306, Хаçат: 34 (868), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: