Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нихçан, никам курман асап
Раççей çине фашист çĕклерĕ.
Çĕрте, çӳлте те вут асать,
Тĕнче пĕтес пекех кĕрлерĕ.
 
Чул ту çунать, хурçă шăранать,
Ăçтан тӳсет этемĕн чунĕ?
Тăхланлă çумăр хирет-çулать,
Çурхи шыв пек юхать çын юнĕ.
 
Тискер вăй килнĕ çĕмĕрме –
Хула-ялтан тума тĕрме.
Хура хĕреслĕ кайăксем –
Вилĕм сапаççĕ, йĕксĕксем.
 
Выçлăхпалан сивве тӳссе,
Шывра путса, çунса вутра
Этем çапах тăрать сиксе,
Фашист çарне ярать мура.
 
Тĕнчен хăрушă тăшманне,
Тискер фашистăн ĕнсине
Хуçни, ак, утмăл пилĕк çул,
Типмен-ха пурпĕрех куççуль.
 
Чи чаплă уявран пĕри
Сăваплă Çĕнтерӳ мар-и?
Миллионшар этем чĕри
Паян хĕвел пекех вĕри.
 
Ырри вăл пурпĕр вăйлăрах.
Усал çĕнет пулсан малтан,
Юлашкинчен пĕтет пĕрех –
Хăй шăтăкне алтать, куран.
 
Анчах нацист каяшĕсем
Пĕтмен иккен-ха тасалса,
Палăксене ватсан та именмеççĕ,
Паттăрсене питрен сураççĕ.
 
Çав сурчăк лекĕ хăйсенех,
Истори çилĕ вăйлăрах.
Вандал-этем мĕн авалтан
Этемлĕхрен хисеп курман.
 
Масарсене ан тивĕр
сĕмсĕрле!
Унта чăн çынлăх совеçĕ выртать,
Палăксене ан хăйăр
çĕмĕрме,
Кашни кунах лартас кунта çурта.
 
: 1106, Хаçат: 34 (868), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: