Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЛЕШ ТĔНЧЕНЕ «КУСТĂРМАПА» КАЙНĂ
Çӳçе вирелле тăратакан япала пулса иртнĕ пĕр çĕршывра. 22 çулти пуэрториканец Дэвид Моралес Колон мĕн пĕчĕкрен мотоциклсемпе «чирлĕ» пулнă.
Иртнĕ эрнере çамрăк каччăна персе вĕлернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине вилсен те юратнă япалипе уйăрас темен.
Вилнĕ çынсемпе сывпуллашнă вырăнта юман тупăксем хушшинче Дэвидăн мотоциклне вырнаçтарнă. Чи интересли, «хурçă учĕ» çине хăйне те утлантарнă! Çак тĕлĕнтермĕше курма пĕтĕм хула килнĕ пулнă. Ара, Çӳлти патшалăха мотоцикл çине ларса кайни халиччен пулман япала вĕт.
Тĕлĕнмелле, анчах та католиксен чиркĕвĕ çакăн евĕр пытарнине хирĕç пулман.
– Çакăн пек, хăйне евĕрлĕ çынна пытарни çĕр çинчи пурнăç пысăк хăвăртлăхпа иртсе пынине пĕлтерет, – тенĕ вырăнти прихутăн пуçлăхĕ.
УКÇАНА ПУЛА
Владимир облаçĕнче пурăнакан çынсем хăйсен ялне тĕппипе çунтарса янă. Кивĕ пӳрчĕсенче пурăнса йăлăхнă пулас? Вĕсене хĕмлентерсе ярса патшалăх çĕнĕ çуртсем туса парасса ĕмĕтленнĕ.
Çак, ниçта юрăхсăр япалана тумашкăн, ял халăхĕ малтан пуху пухнă. Унта вăрттăн сасăласа ĕçе пурнăçлама шутлаççĕ.
Кун пекки пĕрре çеç пулман иккен. Çĕнĕ çуртсем лартмашкăн вăрмансем çунтарни те сахал мар.
ТУРĂ ПАРСАН...
Чире пула Нельсон ятлă негр хĕр ачи ӳсме пăрахнă. Çӳллĕшĕпе 89 сантиметра çеç çитнĕ. Виçи те, паллах, 22 килограмран иртмен.
Çула çитнĕ хĕр йывăрланасран тухтăрсем яланах ашшĕ-амăшне асăрхаттарса тăнă. Мĕншĕн тесен ун пек чирпе чирленĕ çынсем йывăрлансан та ача çуратаймаççĕ имĕш.
Нельсон ниме пăхмасăр анне пулма шутлать. Никама та итлемест. Май уйăхĕн вĕçĕнче Нельсонăн 900 грамлă ЛаКензи ятлă хĕр çуралать. Виçĕ уйăх хушшинче пепке 2,3 килограма çитет. Тухтăрсен шухăшĕпе, ЛаКензи ытти ачасенчен нимпе те кая мар.
КУШАК-ЫЙТКАЛАКАН
Белоруссинче пурăнакан кушак ялан пĕр вырăнта ларать. Умĕнче: «Кам мĕн чухлĕ параять, тархасшăн парăр, Турăран сăвап пулĕ», – тесе çырнă хут выртать. Хуçи те инçе мар иккен, пĕр карчамас кушаккине çапла ĕçлеттерет, хăй сăнаса тăрать. Пулăшакансем те çук мар.
ПĂРÇАШĂН ӲПКЕ ТЕ НИМ МАР
Американец Рон Свиден темиçе уйăх каялла сывлаймасăр нушаланма пуçланă. Шкулта учитель пулса ĕçленĕскер, халĕ пенсионер, эмфиземăпа малтан та асапланнă, анчах та юлашки вăхăтра кунран-кун йывăрланса пынă.
75-пе пыракан Рон арăмĕ çине тăнипе больницăна выртать. Ăнланмалла мар диагноз тĕлĕнтерет врачсене. Пенсионерăн ӳпкине ренгентпа пăхсан пăрçа калчи курăнсах кайнă.
Ӳсен-тăрана ӳпкере питĕ килĕшнĕ пулмалла? Ăшă, нӳрĕк те пур. Ма калча кăларас мар?
– Больницăра мана пăрçа пачĕç. Эпĕ кула-кулах çисе ятăм, – тесе каласа панă пенсионер. – Юрать-ха чечеке ларма ĕлкĕреймен. Эпĕ ăна тупнипе савăнтăм кăна. Рак пуласран хăранăччĕ.
Хăй те шӳтлеме юратакан çын пулнине кура пулас, юлташĕсем ăна операци хыççăн кучченеç пăрçа илсе килнĕ.
Çапах та ӳпкене пăрçа мĕнлерех майпа лекнине никам та пĕлмест.
 
: 2002, Хаçат: 34 (868), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: