Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çынсене пĕр-пĕр халăх пек тытса тăракан виçĕ никĕс пур – ят, тĕн, чĕлхе. Çаксем сыхлансан халăх та пурăнать. Çĕршыври халăха шута илесси çывхарнă май, августăн 16-мĕшĕнче «Татмедиа» агентствăн брифинг-залĕнче «Çемье – тăван чĕлхен тĕп управçи» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта республикăри вĕрентӳ тытăмĕн представителĕсем, ТР Писательсен союзĕн членĕсем, Тутарстанри хыпар хатĕрĕсен ертӳçисем, общество деятелĕсем, журналистсем хутшăнчĕç.
Чĕннĕ чиновниксем статистика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă хыççăн калаçу хĕрӳрех тапхăра куçрĕ темелле, сăмах май, вăл пуçланса вĕçне çитиччен тутар чĕлхипе пычĕ (пухăннисене республикăра пурăнакан тутар халăхĕн шăпи кăна хумхантарать пулмалла). Çапах та калаçакансене мухтамалăх пур: ТР ЗАГС управленийĕн пуçлăхĕ те, Хусанти вĕрентӳ управленийĕн представителĕ те, наука докторĕсем те, çыравçăсем те – пурте тăван чĕлхепе лайăх пуплеме пултараççĕ.
Проблемисем тутар халăхĕн – ыттисенни пекех. Чăвашсемпе, марисемпе, удмуртсемпе танлаштарнă çĕрте тутарсен хушамачĕсемпе ячĕсем вырăс мар пулнине кăтартсах тăраççĕ пулин те, вĕсен халăхĕ те васкаса вырăсланса пырать. Уйрăмах хулара пурăнакансем, çитĕнекен ăру. Шел пулин те, чылай тутар тăван чĕлхин кирлĕлĕхне ял хапхи таран кăна курать иккен. Нихçан пулман пулăмсене – тутар ялĕсенче те вырăсла пуплев сарăлнине, хулари мечĕтсенче вырăсла проповедь илсе пынине – палăртрĕç пухăннисем. Тăван чĕлхепе вуласси те аванах мар иккен. Хусанта 600 пин тутар пурăнать. Çав вăхăтра пĕр тутарла хаçатăн тиражĕ те тĕп хулара 3 пин экземпляртан иртмест. Мĕн пулса иртет халăхпа, мĕнпе çыхăннă-ха çакă?
Лингвистсем палăртнă тăрăх, чĕлхесем чухăнланса пыраççĕ. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри – этемĕн пурнăç условийĕсем улшăннă вăхăтра ют чĕлхесем пысăк витĕм кӳни. Калăпăр, пĕр-пĕр çĕнĕ япалана чăвашла (е тутарла) ят параймастпăр пулсан ăна эпир унăн вырăсла е акăлчанла вариантне суйласа илетпĕр. Калăпăр, хальхи пурнăçра анлă сарăлнă Интернет, айфон, модем, монитор, плеер, ноутбук – вырăс сăмахĕсем те мар иккен. Мĕнпе çыхăннă çакă? Ку вăл хамăр патра тутарла е чăвашла ят памашкăн çĕннине нимĕн те туса, шутласа, ăсласа кăларманнипе. Америкăна хуса çитсе иртсе каяс тĕллевпех-тĕр, çĕнĕлĕхсенчен эпир йăлтах ютăнне, чикĕ леш енчен килнине йышăнатпăр, унсăрăн çынсенчен кая юлас хăрушлăх пур. Çавăнпа пирĕн чĕлхе улшăнать те.
Пĕр тĕслĕх çеç. Халĕ садикрен пуçласа кĕçĕн классем таранччен арçын ачасем «Человек-паук» текен мультфильма кăмăллаççĕ, хĕр ачасем «Винкс» текеннине. Аса илтерем, вĕсене ют çĕршывра туса кăларнă, вырăсла куçарнă кăна. Çав мультфильм сценарийĕпе ачасем валли журнал евĕр комикссем кăларнă тата, американецсене пăхса ĕнтĕ, вырăсла. Анчах эрешмен-этемпе пулса иртнине сăнлакан сăмах майлашăвĕсене – те начар куçарнăран, те сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсем ача ăсĕ валли йывăртарах пулнăран – аслă çынна та ăнланма хĕнрех. Çапах ача кăмăллать вĕт, илсе пама ыйтать.
Тĕрĕссипе ĕç унра та мар. Çак комикс журналне акăлчанларан вырăсла куçарнă, анчах мĕншĕн малалла ăна чăваш е тутар ачисем хăйсен чĕлхипе вуласа киленччĕр тесе тутарла е чăвашла куçарман? Ман хамăн ачана чăвашла вĕрентес килет. Ăна ыттисенчен кая хăварас та килмест, аталантăр вăл ыттисемпе пĕр тан (тен, ытларах чĕлхе пĕлсен, иртсе те кайĕ ыттисенчен). Эпĕ вăл чăвашла «эрешмен-этеме» икĕ хут хаклăрах тӳлесе илĕттĕм. Анчах çук вĕт сутлăхра?
Пурнăçа малалла тĕртекен кĕсье телефонĕпе (унсăр алăсăр пек вĕт хăшĕсем) смс çырма тытăнсан чăваш сас паллисене те çур сехет шырамалла, уйрăм шрифт çук. Телевизорпа кунĕн-çĕрĕн пире вырăсла информаци панăран ачусемпе ирĕксĕрех ют чĕлхепе калаçма тытăнăн тупата. Пулă тарăнрах шыв шырать, этем – лайăхрах пурнăç. Вăрçаймастăн ăна урăх чĕлхепе калаçнăшăн, пурнăç условийĕсем çапла. Турцире пулса курнисем танлаштарма пултараççĕ – йăлт хăйсен чĕлхипе: ачасем чăмлакан жвачка çине те туркăлла çырса хунă. Çав вăхăтра унта пирĕнни пекех тĕрĕк çемйинчи халăх пурăнать. Витĕмре-тĕр ĕç-пуç. Кам хӳттинче пурăнатпăр, çавăн юррине юрлама тивет. Анчах Туфан Миннуллин каларăшле, кунта Хаяр Иван ирсĕрленнĕ вăхăтра та халăха «ачăрсене тăван чĕлхепе ан вĕрентĕр» текен указ кăларман. Халĕ мĕн тăвать Раççей? Çапах, мĕнле лайăх пулсан та – пĕр ача сачĕ те, шкул та, институт та – сирĕн ачăра тăван чĕлхене лайăх вĕрентеймест. Килте калаçмасан. Ку шухăшăн та пурăнма ирĕк пур. Чĕлхе вăл çӳхе матери, юрату пек. Ирĕксĕрлесе чĕлхене вĕрентейместĕн, юраттараймастăн. Шкулсенче эрнере ултшар сехет тутарла вĕрентме тытăнса самай малалла кайнă пек туйăнать. Çапах историн кун-çулĕ çапларах: этем мĕнле революцисем тусан та пурнăç ăна пурпĕр эволюцилле аталану патне тавăрать.
Чĕлхери паянхи лару-тăру катастрофăна çывăх. Манас марччĕ: чĕлхене чĕртекен, чĕртеекен çăлкуç вăл – çемье. Глобализаци – куçăм тапхăрĕ. Тĕрлĕ тĕрĕслевсем тăратать вăл халăхсен умĕнче. Каçаятпăр-и эпир ун чикки урлă халăх пулса е çук-и – пурнăç кăтартĕ. Çапах çине тăмаллах.
Тахăш ăслă çын каланă-тăр çакна, пĕлместĕп, çапах питĕ тĕрĕс шухăш тесе шутлатăп: тăван чĕлхене пĕлмен çын – мĕскĕн, пĕлес теменни – айван, юратманни – путсĕр, тăван чĕлхене ачине вĕрентес теменни – сутăнчăк.
 
: 1182, Хаçат: 34 (868)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: