Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак ыйтусем кирек хăш чăваша та шухăша яраççĕ пулĕ. Çавна май вĕсем пирки ăсчахсем çеç мар, тĕрлĕ çын тĕрлĕрен калаçать. Хăшĕсем паянхи чăвашсем чăн чăвашсем мар теççĕ, лешсем – «таса чăвашсем» – хăйсен ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хӳтĕлесе темиçе ĕмĕр каяллах пуçне хунă-мĕн. Сывă юлнисем айванккаскерсем, хăравçăскерсем пулнă имĕш, ниçта кайма аптăранăран вырăссенчен хӳтлĕх ыйтнă имĕш. Виççĕмĕшсем вара йăхташăмăрсем вырăссен «чури» пулма килĕшнине чăтма пултараймаççĕ, апла тăвиччен чăвашсен мăсăльмана тухмалла пулнă, авă тутарсем хăйсене мĕнле хăюллă тытаççĕ, вĕсем пирĕн пек ау-уйлатса тăмаççĕ теççĕ. Апла-и, капла-и – историре пĕрре пулнă япалана каялла тавăрма çук. Çапла шăпах 459 çул каялла мăн-мăн асаттесем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕрес тенĕ. Вырăс çул çыравçисене ĕненес-тĕк – çак ĕç 1551 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулса иртнĕ. Асăннă пулăм икĕ енĕшĕн те меллĕ пулнă иккен. Чăвашсем хӳтлĕх тупнă терĕмĕр, вырăссем кăнтăрти чиккисене çирĕплетнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, вырăссемпе пĕрлешнĕ халăхсенчен чăвашсем йышпа чи пысăкки. Пирĕн несĕлĕмĕрсем хыççăн Атăл тата Урал тăрăхĕнчи ытти халăх та Вырăс патшалăхĕпе çывăхланнă.
Айтăр-ха шухăшласа пăхар: мĕн панă чăваша вырăссемпе туслашни? «Иккĕмĕш сортлă» халăха куçни-и е çĕр çинче хăйне упраса хăварни-и? Каллех пурте пĕр шухăш патне пырса тухаймĕç. Çапах та чăваш халăхĕ пĕтмен, вăл виççĕмĕш пин çуллăха та «чăваш» ятпах кĕчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн халăх хăйĕн йышĕпе Раççей Федерацийĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăнать. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççейре 1 миллион та 637 пин чăваш пурăннă. Йышĕпе 1 миллионран иртнĕ халăхсем тĕнчере 325.
Мĕн пур паян пирĕн? Эпир чăн чăваш е хăшĕ-пĕрисем шухăшланă пек мĕскĕн те айван, хамăртан хамăр вăтанакан халăх пулнине кăçал иртекен Раççей халăх çыравĕ лайăх кăтартĕ. Икĕ çырав (1989 тата 2002 çулсенчи) хушшинче чăваш йышĕ 136 пин çын чухлĕ чакнă. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи йывăр тапхăр – çĕн йĕркелӳ тата ытти те – демографи лару-тăрăвне те пырса тиврĕ. Хулара çеç мар, ялсенче те ача çураласси самай чакнăччĕ.
Сăмахăма тăван чĕлхе çине куçарам-ха. Яллă вырăнта ку ыйту хулари пекех çивĕч мар пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Акă пĕр тĕслĕх. Раççей Наукăсен академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçченĕ И.В.Самарина темиçе çул каялла Чăваш Енри ултă районта (Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Тăвай, Вăрнар, Елчĕк, Элĕк) ирттернĕ экспедицие хутшăннă, унтан пĕтĕмлетӳ тунă. Тĕслĕх вырăнне шăпах çавна илсе кăтартасшăн.
Ыйтса пĕлнĕ çынсенчен 98,8 проценчĕ чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнать, унпа çемьере усă курать, ачасемпе – 71,7 проценчĕ, мăшăрĕсемпе – 83,8 проценчĕ, мăнукĕсемпе – 43,1 проценчĕ. Асăрхарăр-и, çитĕнекен ăрăвăн пĕр пайĕ çеç тăван чĕлхене ăша хывса çитĕнет. Апла ун хыççăн килекен ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçма пултарасси иккĕлентерет. Чăваш чĕлхипе общество вырăнĕнче усă курасси те чакса пырать: 68,7 процент, ĕçре – 43,3 процент.
Шухăша яракан тепĕр цифра та пур пĕтĕмлетӳре. «Ачасене хăш чĕлхепе вĕрентме сĕнетĕр?» – ыйту пирки хурав çапларах пулнă: 55,6 проценчĕ 1-4 классенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме сĕнет; 13,9 проценчĕ – 5-11 классенче; 43,9 проценчĕ аслă классенче вырăсла вĕрентмелле теççĕ. Çакăн çумне тата мĕн хушса калăн?
Тăван чĕлхен паянхи тата ыранхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă чух çак пулăмсене те шута хумалла пулĕ: чĕлхен кун-çулĕ унпа общество-политика тытăмĕнче, кил, вĕрентӳ шайĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ, ăна аталантарма программа йышăннă пулин те – çивĕч ыйту татăлман-ха. Тин çеç илсе кăтартнă тĕслĕх те çакна аван çирĕплетет.
Халăх çыравĕ иртиччен тата икĕ уйăх юлчĕ. Эпир ăçтан, камсем тата кампа пулнине вăл та хăйне евĕрлĕ хурав парĕ.
 
: 2945, Хаçат: 34 (868)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: