Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНĔН тĕп хули Шупашкар иртнĕ эрнесенче тĕтĕм ăшĕнче тăнă. Çунăк шăрши, çăра тĕтĕм сывлăха усă кӳменни пуриншĕн те паллă. Çакна шута илсе хулари Ленин районĕнчи Халăха социаллă пулăшу паракан центрта тĕтĕме хирĕçле центр уçнă. Унта кашни кăмăл тăваканах килсе таса сывлăшпа сывлама пултарать. Сăмах май, иртнĕ эрнере Шупашкарта вилекенсен шучĕ сасартăках ӳссе кайнă. Икĕ эрне маларах хулара 113 виле пытарнă пулсан, иртнинче – 219.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ демографи лару-тăрăвне тата та лайăхлатасшăн пулмалла. Августăн 16-мĕшĕнче иртнĕ Правительство ларăвĕнче Патшалăх пурлăхĕн тата çĕр хутшăнăвĕсен департаменчĕн регионти директорĕ М.Водолазко пухăннисене «Ульяновск облаçĕнче çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» Закона улшăнусем кĕртмелли закон проекчĕпе паллаштарнă. Унпа килĕшӳллĕн, Ульяновск облаçĕнче пурăнакан çемьере 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан вĕсене çурт-йĕр тума тӳлевсĕрех çĕр памалла. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача усрава илекен çемьесене те çавнашкалах пулăшу парĕç. Закон проектне пур инстанцисемпе те калаçса хатĕрленĕ, кĕçех ăна депутатсене пăхса тухма парĕç.
КРАСНОЯРСК КРАЙĔНЧЕ иртнĕ эрне вĕçĕнче чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Козулька поселокне Алтай крайĕнчен, Кемерово, Новосибирск, Томск, Тюмень облаçĕсенчен, Чăваш Енрен, Хакасирен йăхташăмăрсем пуçтарăннă. Уява Красноярскри регионти ЧНКА президенчĕ Геннадий Храмов уçнă. Чаплă концерта тĕрлĕ çĕртен килнĕ 23 коллектив хутшăннă. Конкурссем те иртнĕ уявра: чи лайăх кил картишĕ, чи тутлă сăра, михĕ тăхăнса, ухватпа чупасси тата ытти те. Спорт вăййисенче те вăй виçнĕ аякри тăванăмăрсем.
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔ. Кăçалхи шăрăх çулла Раççейре пурăнакансене пысăк шар кăтартрĕ. Вут тивнипе ял-ял çунни те пĕрре мар пулчĕ. Чулхула облаçĕнчи Выкса районĕнчи Верхняя Верея ялĕ те июлĕн 29-мĕшĕнче тĕппипех çунса кĕлленнĕ. Алексей Резанов тракторист çак кун вăрман хуçалăхĕн тракторĕпе пушарпа кĕрешнĕ çĕрте ĕçленĕ. Çынсене эвакуацилеме приказ парсан вăл, ялта çынсем татах юлнине пĕлекенскер, çула пӳлнĕ çулăма пăхмасăр ялалла вирхĕннĕ. Трактор çумне прицеп çаклатса вăл ялтан 21 çынна илсе тухма пултарнă. Çынсем сиенленмен, трактора вара тĕпренех юсама тивет. Çак пулăм çинчен Раççей халăх артисчĕ Лев Лещенко пĕлнĕ. Хыпара пĕр хăлхипе илтсе тепринчен кăларса яма шутламан юрăç: хăйĕн укçипе Резанова трактор туянса пама шантарнă. Çак кунсенче вĕр çĕнĕ хурçă ут хуçи патне çитмелле.
ПУШКĂРТСТАНРИ лавккасен сентрисем çинче юлашки вăхăтра «Балалар бешерелгэн» ятлă кăлпасси курма пулать. Пушкăртла тата тутарла пĕлекенсем кăлпасси ячĕ куçарсан мĕнле пулнине пĕлеççĕ: «Пĕçернĕ ачасем» (Дети вареные). «Пушкăрт чĕлхине пĕлекен çакнашкал йăнăш тума пултарайман, – тет Тимергали Кильмухаметов филолог. – Ăна пушкăртла пĕлмен çын словарьпе усă курса тӳррĕн куçарнă пулмалла. Тавар кăларакан «пĕçернĕ ачасем» вырăнне «ачасем валли» тесшĕн пулнă-тăр. Кун пек чух çак сăмах çаврăнăшне тепĕр сăмах лартмалла: «балалар есен бешерелгэн». Аш-какай комбиначĕн маркетинг уйрăмĕнче ку йăнăша е куçаруçăсем, е операторсем тума пултарнă теççĕ. Кам айăпли хальлĕхе паллă мар.
 
: 1147, Хаçат: 34 (868), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: