Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АФРИКА ЧУМИ
РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник августăн 16-мĕшĕнче ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрне Марат Ахметова янă çырура Калмыкинче Африка чуми тупнипе Тутарстанра хăрушă чир ан сарăлтăр тесе мĕнпур мера йышăнмалли çинчен каланă. Аса илтеретпĕр, Африка чуми сыснасемшĕн хăрушă. Çавăнпа М.Ахметов сысна ĕрчетекен комплекс пур районсен ертӳçисене çак чиртен выльăхсене сыхлама мерăсем йышăнасси пирки калакан хушăва алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕн, сысна усракан комплекссене пурне те хупă режима куçармалла. Министр хушура Ростовпа Волгоград облаçĕсенче те Африка чуми тупни çинчен асăннă.
ЭРНИПЕХ ÇУМĂР ÇĂВАССА КĔТЕÇÇĔ
Çу уйăхĕсенче чăтма çук шăрăх тăнине кура пулăхлă çĕр сийĕнче нӳрĕк юлман. Тутарстанăн уй-хирĕнчи çĕр эрнипех çумăр çусан кăна лайăхланма пултарать. Синоптиксем вырăн-вырăн çумăр çăвасса шантараççĕ, вăл пире питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен хăш-пĕр район иртнĕ эрнере кĕрхи акана тухрĕ. Шел пулин те, эрнипех çумăр çăвасса çавах кĕтмелли çук.
820 ТОННА ПУЛĂ ТЫТМА ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ
Шăрăх çанталăк пулă ĕрчетес отрасле те самай сисчĕвлентерчĕ. Шăрăха пула республикăри пĕвесенче кислород çитменнипе пулăсем вилес хăрушлăх ӳсрĕ. Пулă ĕрчетекенсем тăрăшнипе кун пек инкек пулмарĕ. Вĕсем пулăсем ан вилччĕр тесе пĕвене сивĕ, таса шыв ярса тăчĕç. Пулă ĕрчетекен хуçалăхсем сентябрь уйăхĕнче сутлăха пулă тытма тытăнĕç. Кăçал 820 тонна пулă тытса халăха сутма хатĕрленеççĕ.
ПĔЛТĔРХИНЧЕН САХАЛ
Тутарстанра хальхи вăхăтра выльăх апачĕ 1008,6 пин тонна апат единици хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 3,8 процент сахалрах. Урăхла каласан, пĕр выльăх пуçне 15,4 центнер апат единици, 2009 çулта 16 пулнă. Инвесторсем выльăх апатне Самар, Киров облаçĕсенче, Марий Эл, Удмурт Республикисенче, Пермь крайĕнче тата ытти çĕрте хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра ку регионсенче 173 бригада, 934 техника ĕçлет.
Республикăри уйрăм хуçалăхсене илес пулсан, унта халĕ 192,3 пин тонна утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 23 процент нумайрах та.
 
: 1122, Хаçат: 34 (868), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: