Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГĂРА августăн 17-19-мĕшĕсенче Вĕрентекен çулне тата вĕрентӳпе наука ĕçченĕсен августри канашлăвне халалласа Тутарстанри шкул учителĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Мероприятие ТР Министрсен Кабинечĕ тата ТР Вĕрентӳпе наука министерстви пулăшнипе Елабугăри педагогика университечĕ хатĕрленĕ. Фестивалĕн тĕп теми – «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕ. Унта шкул учителĕсем «Çулталăк учителĕ» конкурсăн, «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проекчĕн çĕнтерӳçисем, РФ тата ТР тава тивĕçлĕ учителĕсем, шкулсемпе çыхăну тытакан ученăйсем, ют çĕршыв специалисчĕсем хутшăннă. Темиçе куна тăсăлнă фестивальте учительсем пленарлă лару, çавра сĕтелсем, ĕçлĕ вăйăсем, мастер-классем ирттерчĕç. Çаплах Раççейре шкулти вĕрентӳ системине çĕнетнĕ вăхăтри ыйтусене, шкулти вĕрентӳ системин аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе яврĕç.
ПĔКĔЛМЕ районĕнче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ 5 çул каялла пуçарнă ырă йăлана – ял хуçалăхсен чи лайăх ĕçченĕсене хавхалантарассине – пĕкĕлмесем кăçал та малалла тăснă. Çак йăлана пуçараканĕ, партин унчченхи политканашĕн секретарĕ пулнă, хальхи вăхăтра хула мэрĕ шутланакан И.Касымов вырман пĕрремĕш декадине пĕтĕмлетсе районăн чи лайăх комбайнерĕпе механизаторне, дояркине, чи çамрăк комбайнерне «Единая Россия» партин хаклă парнипе, Хисеп грамотипе тата вымпелĕпе чысланă.
ЛЕНИНОГОРСК хулинчи микрорайонсем картиш уявĕсене пуçланă. Унта хула службисен ертӳçисем хутшăнса халăха хумхантаракан ыйтусене хуравланă. Кăçал Лениногорскра шыв ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăнă пулин те, çăмăл мар лару-тăрăва халăх ăнланма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен хула ку ыйтăва татса пама тăрăшать, çĕнĕ скважина чавать, çăл куçсене тасатать, çапла майпа вăл хула çыннисен хваттерĕсене çитес вăхăтра вĕри шыв парас ыйтăва татса пама шантарать. Уява лениногорсксем уяв пек тума пĕлеççĕ, хальхинче те акă халăха пĕрре те кичем пулман, вĕсене вырăнти артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă, ачасем валли вара хаваслă вăйăсемпе ăмăртусем йĕркеленĕ.
ТУКАЙ районĕнчи ял хуçалăх управленине Евлево ялĕнче ĕне тытакан уйрăм хуçалăхсене тырăпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама çав тери çăмăл пулнă. Вăл бюджетран уйăракан укçана çак ялти фермерăн Анатолий Касакинăн счечĕ çине куçарнă та фермер (унăн 1500 гектар çĕр) ял-йыша хăйĕн пӳлминчен тырă уйăрнă. А.Касакин хăйне арендăна çĕр пайĕсене панă çынсене те кăçал тырăсăр хăвармасть, кашнине 350-шар килограмм тырă пама хатĕрленет.
Фермер тĕш тырă ӳстернисĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăх усрать, пулă, хурт-хăмăр ĕрчетет. Çитес вăхăтра сĕт юр-варĕ хатĕрлекен завод уçма та хатĕрленет.
СПАС районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр юлнă çынсене тракторист-машинист профессине тӳлевсĕрех вĕренме (3,5 уйăх) сĕнет. Çак вăхăтра вĕсене стипенди тӳлеççĕ. Пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисем çур çула стажировкăна кайма пултараççĕ, çак вăхăтра вĕсем пĕлĕве ĕçпе çирĕплетнисĕр пуçне, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кашни уйăхра 4330, вĕсен наставникĕсем 500-шер тенкĕ укçа илсе тăраççĕ.
 
: 1017, Хаçат: 34 (868), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: