Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çут çанталăк умĕнче этем хăйĕн наукăпа техника аталанăвĕпе те вăйсăр пулнине кăçал пурте курса ĕнентĕмĕр. Типĕ, шăрăх çанталăка пула ял хуçалăхĕ кун чухлĕ çухату тӳсни çĕр çула яхăн пулман. Ытти çулсенче август уйăхĕнче йĕтем çинче, уй-хирте комбайн-машина сасси талăкра пĕр минута та шăпланмастчĕ. Кăçал вара пач урăх курăну: уй-хирте техника кĕрленине, ыраш, тулă пусси çилпе илемлĕн хумханнине те, этемрен çӳллĕ кукуруз ӳснине те кураймăн.
Çĕр çумĕнчен аран-аран хăпнă хĕвел çаврăнăшĕпе кукуруз, сахăр чĕкĕнтĕрĕ çеç унта-кунта ӳскелени, çап-çара уй-хир, сарăхса кайнă çерем çеç иртен-çӳрене хурлăхлăн кĕтсе илет. Çуклă-пурлă тĕш тырра республикăри районсем пухса кĕртнĕ ĕнтĕ, тухăç çеç савăнтармасть, мĕншĕн тесен вăл çук. Çавна кура хуçалăх ертӳçисемпе кун çинчен сăмах хускатсанах вĕсем алă сулаççĕ çеç. Сăлтавĕ паллă, тăрăшни, пинĕ-пинĕпе укçа тăкса ака туни кăçал ахалех пулчĕ.
Элкел районĕнчи «Хузангаевский» ЯХПКра та лару-тăру Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хуçалăхĕсеннинчен питех уйрăлса тăмасть. Уй-хирти тĕш тырра пурĕ те 10 пин тоннăран ытла илеймен вăл. Юрсăр, сивĕ хĕллене пула кунта та кĕрхи калчасем çурри ытла пĕтнипе çуркунне çĕнĕрен акма тивнĕ. Хĕвел çаврăнăшĕн лаптăкне 300 гектартан 900-е, вире 80-ран 200 гектара çитерни кăçал шанчăка тӳрре кăларман. Чăн та, хура тулпа вирĕн, хĕвел çаврăнăшăн тухăçĕ пирки калама хальлĕхе иртерех-ха, мĕншĕн тесен вĕсене вырса пĕтермен. «Хузангаевский» ЯХПКан генеральнăй директорĕн çумĕ В.Мошков каланă тăрăх, ку енĕпе те савăнмалли питех çук, шăрăха пула хура тулăн та, вирĕн те тухăçĕ япăх. Пĕр япала кăна лăплантарать: кăçалхи çул мĕнле килессине пĕлнĕ пекех, хуçалăх пулас тухăçа страхлама ĕлкĕрнĕ. Эппин, çухату кăшт саплашăнать.
Килес çул çанталăк мĕнле пулассине пăхмасăр, пулас тухăçăн шăпи пирки те паянах шутлаççĕ сиктĕрмесем. 1980 гектар çинче çĕртме сухи те тунă ĕнтĕ. Кунта та типĕ çанталăк хăй йĕрне хăварни палăрать, Василий Васильевич суха пахалăхĕ питĕ япăх, шак хытнă çĕр сухаласан та пысăк кумккаллă пулнине каларĕ. Паллах, кун пек çĕр çине вăрлăх пăрахнин усси çук. Çавăнпа хуçалăх кĕрхи акана çумăр çумасăр тухма васкамасть. Телее, вăрлăх енчен вĕсен йывăрлăх çук кăçал, кĕркунне акса хăварма çителĕклĕ.
Çанталăк йăлăнтармăшне пăхмасăр хуçалăхăн кĕрпе, вермишель кăларакан, вĕсене чĕркекен, çăнăх авăртакан, хĕвел çаврăнăш çăвĕ хатĕрлекен цехсем пĕр куна та ĕçлеме чарăнмаççĕ.
Çăнăх авăртакан цехра нумай çул ĕçлекен Василий Васильевич Ильичев каланă тăрăх, вĕсем куллен 1,1 тонна пысăк пахалăхлă (высший), 250-300 килограмм пĕрремĕш сортлă, 50-100 килограмм иккĕмĕш сортлă çăнăх авăртаççĕ. Вырăнти пекарня та хальлĕхе халăха хуçалăхра ӳстернĕ тухăçран пĕçернĕ çăкăрпах тивĕçтерет. Маргарита Ивановна Пастуховăпа Нина Владимировна Шкердова кашни кун 400-500-шер буханка çăкăр пĕçерсе хуçалăх столовăйне, вырăнти лавккасене ăсатаççĕ.
Çакăн пек йывăр çул уйрăм хуçалăхсене выльăха хĕл каçарма çăмăлах килменни паллă, ку енĕпе хуçалăх хăйĕн ĕçченĕсене пулăшать. Эпир пынă чух шăпах халăха тырă валеçетчĕç, улăм тĕркисем тиенĕ машинăсем ял урамĕсем тăрăх çӳрени курăнатчĕ. В.Мошков каланă тăрăх, кашни ĕçлекене хуçалăх 6-шар тĕрке улăм пама йышăннă-мĕн. Кунсăр пуçне ял çыннисем хăйсен тыррине хуçалăх арманĕнче авăртма пултараççĕ.
Хальхи саманара хуçалăхăн та пĕр вырăнта тăнин усси çук, шăпах çакна тĕпе хурса-тăр «Хузангаевский» ЯХПК та хăйĕн отрасльне çĕнĕлĕх кĕртме шутланă. Кăçал вăл пĕрремĕш хут кăркка усрать. Хальхи вăхăтра 70 пуç кăркка çитĕнет кунта, кунсăр пуçне çăмарта тăвакан 70 чăх та пур. Чăх тытнине ăнланма пулĕ-ха, вермишель кăларакан цех пур-çке. Анчах кăркка мĕн тума ĕрчетни хальлĕхе хăйсемшĕн те эксперимент вырăнĕнче кăна. Тен, малашне чăнах та тупăш кӳрĕ вăл. Чăхсемпе кăрккасене пăхакан Марина Николаевна Потапова çирĕплетнĕ тăрăх, кăрккана пăхасси йывăр та, тăкаклă та мар.
Ял çывăхĕнчи пĕвере пулă ĕрчетме тытăнни те пурăна киле хăй çимĕçне кӳрĕ. Чăн та, хальлĕхе ку ĕç пуçламăш утăмсенче кăна, çитес темиçе çулсăр тупăш кӳресси курăнмасть, çавах та ĕçе пуçăннă-тăк, унăн усси пулатех, çут çанталăк çеç ан такăнтартăр.
 
: 1304, Хаçат: 34 (868), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: