Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăн пичетпе массăллă коммуникацисен «Татмедиа» агентствин ертӳçине Марат Муратова «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн II степеньлĕ медалĕпе наградăласси çинчен РФ Президенчĕ Д.Медведев Указ çине алă пуснă. Саламлатпăр!
Чулхула облаçĕнчи Выкса районĕнчи пушарсенчен хур курнисене «Татнефть» УАО ертӳçисем пулăшу пама йышăннă. Район центрĕнчи металлурги завочĕн çемйисем валли хăвăрт пуçтарса лартма май пур 5 çурт панă. Çуртсем 100-шер тăваткал метр лаптăк йышăнĕç.
Паллă музыкант Борис Гребенщиковпа унăн «Аквариум» ушкăнĕ çĕнĕ альбом кăларнă. Ăна сутса пулакан укçан 60 процентне музыкантсем вут-çулăмран шар курнисене пулăшма халăхсен хушшинчи «Справедливая помощь» обществăлла организаци урлă куçараççĕ.
Çитес çулсенче сывлăх сыхлав сферине 460 миллиард тенкĕ куçарĕç. Çак пысăк сумма больницăсене тĕпрен юсама, реконструкци тума, чаплă оборудовани туянма тата врачсене ĕç укçи тӳлеме кайĕ.
Паянхи куна 50 пин медицина учрежденийĕнчен 7 пинĕ авариллĕ лару-тăрура, 8 пинĕшĕ вĕри шывсăр, 2 пин çурта шыв кĕртмен, 3 пине яхăн учрежденире канализаци те çук. Сывлăх сыхлав реформине пула çывăх вăхăтрах çĕршыври клиникăсем тĕнче шайĕнчи çӳллĕ стандартсене тивĕçсе тăрĕç. Паллах, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ те ӳсĕ.
Кăçал январь-июль уйăхĕсенче çын шутне мĕн чухлĕ тупăш тивĕçнине тĕпчени çакăн пек пĕтĕмлетӳсем тума май парать: республикăн предприятийĕсемпе организацийĕсенче илекен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 14,3 процент ӳссе 16416,3 тенке çитнĕ. 2010 çулхи июнь уйăхĕнче илнĕ вăтам ĕç укçи май уйăхĕнчипе танлаштарсан 6,3 процент ӳссе 18161,5 тенке çитнĕ.
Августăн 19-мĕшĕнче АПШăн Иракри 4 пин çынран тăракан çапăçусене хутшăннă юлашки çар подразделенийĕ килĕсене таврăнма тухрĕ. Чăнах та, çĕршывра АПШăн тата 6 пине яхăн çар çынни юлнă, анчах вĕсем çапăçусемпе çыхăнман, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăван çĕршывне таврăнаççĕ.
Апла пулин те, çакăн хыççăн та Иракра АПШ çар çыннисем юлĕç. Вĕсем Ирак салтакĕсене вĕрентĕç, хуралсенче тăрĕç, çапăçусене хутшăнмĕç. 2010 çул вĕçленнĕ çĕре Америка салтакĕсем Иракран пуçĕпех тухса кайĕç.
 
: 1040, Хаçат: 34 (868), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: