Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 11-15, 17, 19-20, 22, 24-31№№.)
– Эпĕ, Укаç аппа, пĕр ĕç шутласа кăлартăм, – ăшшăн тухрĕç Анук каланă сăмахсем.
– Мĕнле «ĕç-ши» тата вăл? – ăнланманран Анук çине пăхса илчĕ Укаç аппа.
– Малалла кашни çул, Илюш яла таврăнсан та, унăн менелник кунĕ мăшăр хурăн лартас тетĕп: пĕри çулăн сылтăм енче, тепри сулахайра. Пăвана каякан аслă çул хĕррине çитичченех ӳсчĕр.
– Ай-уй, ытла инçе-çке, ялпа аслă çул хушши тăватă çухрăм ытла та пулать, ăна хăвăр ĕмĕрте те лартса пĕтерейместĕр, – терĕ Укаç аппа.
– Эпир пуçлаканнисем, вĕçлекеннисем вара ыттисем пулĕç, – хавхаланчĕ хĕр. «Пирĕн ачамăрсем, мăнукăмăрсем» тесе каласшăнччĕ Анук, анчах çакна калама Илюш амăшĕнчен вăтанчĕ, ӳлĕме хăварчĕ. – Укăлча умĕнче, шкул çулĕ хĕрринче, халь тин çеç лартнă мăшăр хурăна асăрхама ĕлкĕреймерĕн пулĕ-ха, Укаç аппа? – ыйтрĕ Анук кинемирен.
– Куртăм-ха, куртăм, хĕрĕм. Апла иккен-ха… Мăкка укăлча умĕнче çамрăк хурăнсем тавра решеткесем тытатчĕ те, эпĕ вĕсене хăй лартнă тесе. Ĕçĕ ав мĕнле пулнă иккен. Питĕ ăслă шухăш тытнă эсĕ, Анук. Вăрмана та хăвах кайса килтĕн-и вара? Епле çиткелерĕн?
– Ӳрмет чăтлăхĕнчен хамах кăларса килтĕм, лартма вара Маюк аппа пулăшрĕ.
– Хурăн вăл час ӳсекен йывăç, хăвăрт çĕкленет. Акă, сисмĕпĕр те, Илюш пуç тайса кĕтсе илмеллех çĕкленсе кайĕç. Турă кăна хуштăрччĕ ĕнтĕ çав хаваслă кунсене кĕтсе илме, – мал ĕмĕтпе телейлĕ пулса калаçрĕ Укаç аппа. – Халăхшăн тунă ырă ĕç, хĕрĕм, яланлăхах пулать, хамăр автансăр яла кайсан та ырă йĕр юлать. Акă мĕн: этем пурăнма кăна мар, вилме те çуралать. Виличчен вара хăй хыççăн мĕнле те пулин йĕр хăваратех: усаллине-и унта е ыррине-и – ку вара пĕтĕмпех хăйĕнчен килет. Кашни çын пурнăçне хăйне майлă вĕçлет. Вилсен çынна виç-тăватă çул астукалаççĕ-ха ял çыннисем, кайран вара те пулнă ун пек çын, те çук – пурнăç майăн пач манăçа тухать. Çавăн пек вăл ахаль çыннăн пурнăçĕпе шăпи. Эсĕ астăваймастăн пулĕ-ха, – малаллах калаçрĕ Укаç аппа. – Леш тарăн вар хĕрринчи хĕр ача палăкĕ пирки калатăп. «Ленук хурăнĕ» теесси ăçтан пуçланса кайрĕ?
– Эпир ун чухне пĕчĕккĕ пулнă çав, – хуравларĕ Анук.
– Мĕн тĕрлĕ чечек пек хĕрччĕ, пурăнас пурнăçне кулаксем татрĕç. Колхозсем тунă вăхăтра пулса иртрĕ çак тискер ĕç. Пирĕн яла пирвайхи трактор илсе килекен хĕрччĕ вăл. Пĕр çул та ĕçлеймерĕ, кĕркунне килчĕ те, çуркунне, уйра çĕрле суха тунă чухне, кулак хӳрешкисем тĕп турĕç. Камсем вĕлернине те тупаймарĕç. Ялĕпех пытартăмăр. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те, халăх, ав, манмасть, паянчченех «Ленук хурăнĕ» теççĕ…
Тата çакна та астăватăп… Ĕлĕк пайпăлатсем кĕр кунĕсем çитсен вите-карта, пĕренесем шăлма, кăмака тутарма сарă тăм тупаймасăр хăшкăлатчĕç, çавна пулах Сӳнтĕк сăртне çӳретчĕç. Хвеччис текен старик йĕтем çинче хурал тăратчĕ, унта пĕчченех пурăнатчĕ (тăпри çăмăл пултăр, канлĕ вырттăр, авланмасăрах çĕре кĕчĕ). Пĕррехинче çак старик Хурăн хăлăпĕ текен вырăна кайса çыран хĕрринче хăйне валли кăмака-мăрье шăлма сарă тăм тупать, кайран кун пирки: «Мĕн Сӳнтĕк сăртне çитиччен тăм шыраса çӳретĕр, акă эпĕ Хурăн хăлăпĕнчех сар тăм тупрăм, малашне çавăнта кайăр», – тет иккен. Çынсем кайса тĕрĕслесе пăхаççĕ те: лайăх тăмах-мĕн. Кайрĕ вара Хвеччис çырми тесе калас йăла. Çынни хăй ял асне кĕрсе юласса тĕлĕкĕнче те тĕлленмен пуль. Хăйĕн ырă ĕçне пула чапа тухрĕ ав, – кăмăллăн калаçрĕ Укаç кинеми. – Илюш кăна чипер таврăнтăрччĕ, ырă ĕçне эсир те тăвăр-ха.
– Аллусем сураççĕ, куç вăйĕ чакрĕ, хăлха хытса пырать тетĕн, Укаç аппа. Кĕпе-йĕм, килти ытти япалана çума йывăр вĕт-ха сана. Атя, хам пулăшса парам, килĕшетпĕр-и? – сăмаха урăх еннелле пăрчĕ Анук.
– Анук, хăвна çăмăл тетĕн-им? – пăхса илчĕ Анук çине Укаç аппа.
– Халь кама çăмăл? – пулчĕç Анук сăмахĕсем. – Никама та.
– Курмастăп мар вĕт эпĕ, пурте куç умĕнче. Хамах майлаштарăп-ха. Хăвăрăн та килте ĕç нумай, мăй таранах, – терĕ Укаç аппа.
– Эй, ун пек мар, Укаç аппа. Хĕр вăйĕ – хĕрĕх килте теççĕ-и-ха? Ик алла пĕр ĕç вĕт. Пулăшатăп. Пӳрте кĕр те, мĕнле кăна хуралса çитнĕ япала пур – шыва ислетме ларт. Кайран, кăнтăрла иртсен, çырмари çăла анăпăр та пĕрле çуса тасатăпăр, унччен сĕлтĕ шывĕ хатĕрпе. Хĕл каçипе çумалли япаласем пухăнса çитрĕç пуль, – терĕ Анук.
– Сана чăрмантарма питĕ аван мар та… Хăвăрăн та ĕç мăй таран, – иккĕленчĕ Укаç аппа.
– Манăн Маюк аппа пур. Турра шĕкĕр, вăл пур чухне аптăрамастпăр-ха: пĕри ĕлкĕреймесен, тепри ĕлкĕрет, – килĕшме хистерĕ Анук Укаç аппана.
Кăмăл çĕкленсен кăмака та ташланă тет. Çавăн пек пулса тухрĕ вĕсем хушшинче тин çеç пулса иртнĕ калаçу.
Кăнтăрла çитеспе иккĕшĕ шыв хĕррине кайма пуçтарăнчĕç. Йĕпетнĕ хура япаласене икĕ витрене тултарса картлă кĕвентепе çĕклес умĕн Укаç аппа Анука:
– Сан валли пукан та кирлĕ пулать вĕт: пĕшкĕнсе тăма сана уру чăрмантарать-çке, – терĕ.
– Тĕрĕсех, Укаç аппа. Апла пулсан лаçран пукан илсе тух-ха. Хамах йăтса анăп, эсĕ вара витресене илĕн, – хавхалантарчĕ Анук кинемие, вара вĕсем хуллен, васкамасăр çăл патне анчĕç.
Калама пĕлмелле мар янкăр тăрă çу пуçланас умĕнхи кун тăрать таврара. Хĕвел хăй çине хăй пăхса савăннăн туйăнать, хĕрӳллĕ çутипе кашни ӳсен-тăрана хăлхисенчен туртсах, вăйпах ӳсме хистет тейĕн çав. Çырман хĕвел çутинче сип-симĕс кавир сарса хунăн курăнса, куçа илĕртсе выртать. Хăш-пĕр кил хуçи арăмĕсем хăйсен çамрăк пăрушĕсене çак черченкĕ те вăй илсе пыракан курăк çине вĕренлеме те ĕлкĕрнĕ. Вĕсем çисе тăраннă пулас, хуллен кăна тутлăн кавлесе выртаççĕ. Шăнкăрчсем çырма хĕрринчи юшкăнпа туйăн ăшĕнче çине тăрсах ăман е хурт-кăпшанкă шыраççĕ, тупсанах çиçĕмле хăвăртлăхпа чĕпписем патне çитме васкаççĕ. Çырма тĕпĕнче витĕр курăнакан тăп-тăрă шыв куçа илĕртсе, асамлăн шăнкăртатса выртать. Таçтан аякранах, вăрман чăтлăхĕнченех пуçланать те, çырма пулса, яла икке уйăрса юхса иртет. Ятарласа тунă валакри шыв хĕвел çутипе выляса киленет, тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса илсе чунра çĕкленӳллĕ туйăм çуратать.
Çакăн пек ытармалла мар кун тĕнчере ниçта та вăрçă вучĕ кĕрлемест, бомбăсем ӳксе çĕр питне кисретмеççĕ, снарядсем те шартлатса çурăлмаççĕ, чăрсăр та шелсĕр пульăсем ӳт шыраса шăхăрмаççĕ, ялсемпе хуласем те вут-çулăм айне пулса кĕлленмеççĕ тейĕн çав. Кун пек чухне, юмахри евĕр çурхи кунсенче, такамăн та пурăнас, ĕмĕтленес, пĕтĕм тĕнче илемне хăв ытамна илсе ачашлас килмелле. Анчах та ку ултавлă туйăм çеç – анăçра халиччен этемлĕх курман вăрçă кĕрлет, ним айăпсăр пин-пин салтака пурнăçран вăхăтсăр уйăрать…
Укаç аппа килле таса мар тумтир, кĕпе-йĕм хурса кисĕпсемпе тӳме пуçларĕ. Лач-лач! лач-лач! туса хура шыв сирпĕнсе кăна тăрать. Вăл ывăнсан Анук та кисĕпсемпе чылай ĕçлерĕ, вара валашка çине тăрă шыв ярса кивме пуçăнчĕç.
– Иккĕн иккĕнех çав, – терĕ кăмăллăн Укаç аппа, хĕр хăйне пулăшма килнĕшĕн хĕпĕртесе. – Ĕмĕр пĕрле пурăнасчĕ ман санпа, Анук. Ак Илюш килтĕр-ха, пурте картне ларĕ, ĕмĕтĕрсем çитсе пымалла кăна пултăрччĕ ĕнтĕ.
Ку ĕнтĕ: «Ан кулян, Анук, Илюш никамăн та мар, санăнах пулĕ», – тениех пулчĕ. Укаç аппаран пытарам тесен те пытараймастăн, суяс тесен те суяймастăн. Вăл Илюшпа Анук пĕр-пĕринпе туслă иккенне витĕр пĕлсе-курса тăнă-çке, хĕр инкекĕ хăйĕн ывăлне пула сиксе тухнине те лайăх пĕлет. Илюшпа вĕсем кун пирки пĕр хут мар калаçнă.
(Малалли пулать.)
 
: 994, Хаçат: 33 (867), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: