Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çырма-çатра çумĕнче пысăках мар Хупкĕпер ятлă ял вырнаçнă. Ялта кашни урамăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Пирĕн кас, ватăсем каланă тăрăх, мăкшă çемйинчен пуçланнă. Çавăнпа Мăкшă кас ят панă.
Мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен-ши ял халăхĕшĕн иртнĕ ĕмĕр хушшинче.
Ĕлĕкхи вăхăтра ял пуçланнă çулсене, хресченĕн ал вăйĕпе тунă йывăр ĕçĕсене аса илсен... Улăм витнĕ пĕчĕк пӳртсенче пурăннă. Пуянсемпе чухăнсен, кулаксен вăхăчĕ те пулнă. Революци вăхăтĕнче йывăр самантсем тата... Ун хыççăн пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçĕсем пуçланнă. Алă ĕçĕсене нумайăшне машинăсем улăштарнă.
Паллах, халăх пурнăçĕ самаях çăмăлланнă. Ĕç укçи те тӳленĕ. Анчах та ырă пурнăçа тискер вăрçă татнă. Халăхшăн каллех хуйхăллă йывăр пурнăç пуçланнă. Ял халăхĕ, паллах, нимĕнле йывăрлăха та парăнман, арçынсем вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă, хĕрарăмсемпе ачасем вара уй-хирти, килти ĕçсене туса пынă.
Вăрçă хыççăн кашни çемьен хăйĕн савăнăçĕ, хуйхи пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи мĕнле пысăк сурансем хăварнă пулин те, ял халăхĕ пуçа усман, аслисем – ĕçе, çамрăксем вĕренĕве кӳлĕннĕ.
Мирлĕ вăхăтра та çĕршывра тĕрлĕ хирĕçӳсем пулса иртрĕç. Пирĕн ял çыннисем ниçтан та юлман. 1968 çулта Чехословакинчи пăлхава, сăмахран, Николай Васильевич Курмышевпа Валерий Яковлевич Романов хутшăннă.
Афганистанпа Чечня та пирĕн ялта тарăн йĕр хăварнă. Афганистанра Николай Дмитриевич Романов, Алексей Николаевич Ярандаев, Валерий Васильевич Морозов, Геннадий Георгиевич Гладков, Михаил Игнатьевич Аптрайкин душмансене хирĕç паттăррăн çапăçнă.
Чечняра та ял çамрăкĕсем паттăрлăх кăтартнă. Унта Александр Николаевич Ярмуллинпа Валерий Николаевич Дерев (автор хушаматне кĕскетсе çырнă. – ред.) пулнă.
Хальхи вăхăтра та ял ачисем çĕршыври тăнăçлăха сыхлаççĕ.
Пурнăç сисĕнмеллех çăмăлланчĕ, нумай ĕçе техника тăвать. Кил-çуртсем те кермен пек çуталса лараççĕ. Ял пĕчĕк пулсан та, аслă шкулсенче вĕренсе тухса пысăк çынсем пулнисем те сахал мар.
Урăхла каласан, ял пурăнать, çĕнелет, чечекленет.
 
: 1733, Хаçат: 33 (867), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: