Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Рубин» хăй болельщикĕсене аванах хумхантарчĕ пулин те «Томь» командăна 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Çапла вăл Раççей премьер-лигин 16-мĕш турĕн пĕтĕмлетӳ таблицин иккĕмĕш йĕркинче çирĕпленсе ларчĕ.
Тутарстан çийĕн тăракан тĕтĕм Мускаври пекех çăра пулманни матча вăхăтра ирттерме май пачĕ, унсăрăн ăна октябрь уйăхне куçарма тиветчĕ. Хусансем иккĕмĕш çаврăмри матча чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Пурне те тăван команда Александр Бухаровпа Сергей Семаксăр еплерех вылясси шухăшлаттарчĕ. Вăйлă футболистсем Санкт-Петербургăн «Зенитне» кайни пăшăрхантарчĕ. Лидерсене «сутнипе» килĕшмесĕр хирĕç тăракансем те пулчĕç матч вăхăтĕнче, «Кам яваплă пулни-иртнишĕн?» баннер вăйă вĕçленичченех курăнса тăчĕ.
Çав вăхăтрах Курбан Бердыев çĕнĕ вылякана Обафеми Мартинса хăйне кăтартма май туса пачĕ. Нигерирен килнĕ форвард япăх мар вылярĕ, анчах куракансене хăйне лайăх енчен кăна кăтартма тăрăшнипе-ши кăнттамтарах курăнчĕ. «Рубин» командăн тĕп футболисчĕсем хальхинче çурма хӳтĕлевçĕсем Алан Касаевпа Александр Рязанцев пулчĕç, вĕсем иккĕшĕ те питĕ чĕрĕ вылярĕç, яваплăхран хăрамарĕç. Матчăн 36-мĕш минутĕнче тапса кĕртнĕ гол та Александр Рязанцевăн пулчĕ. Анчах хăнасем те парăнма шутламарĕç, тепĕр минутранах вĕсем пирĕн командăна голпа «хăналарĕç». Ку «Рубина» тарăхтарчĕ, ара, икĕ хутчен Раççей чемпионĕ пулнăскерĕн первенствăн вăтам шайĕнчи командине парăнмалла-и? Тăхтав хыççăн хусансем «Томь» хапхине тепĕр мечĕк тапса кĕртрĕç. Унăн авторĕ Александр Орехов пулчĕ.
Матч вĕçленсе пынă май «Рубин» каллех болельщиксене аванах хумхантарчĕ, анчах хăнасене гол кĕртме урăх май памарĕ, шут 2:1 вĕçленчĕ.
Сăмах май, матч хыççăн пулнă пресс-конференцире Курбан Бердыев пурне те хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. «Зенит» «Рубинран» ытти футболистсене те илĕртсе кайма шутлани тĕрĕс сăмах иккен. Кристиан Ансальди те Питĕр клубне кайма пултарасси пирки Курбан Бердыев калаçма шутламарĕ. «Çапла, вĕсен пирĕн атьсене хăйсем патне илес кăмăл пур, анчах эпир пама шутламастпăр», – пулчĕç тĕп тренерăн сăмахĕсем. «Рубинăн» тĕп тренерĕ хăй сăмахне тытасса шанас килет, чи лайăх вылякансене «сутса» пĕтерсен Хусан клубĕ чемпион ятне те çухатма пултарать. Шел, анчах пысăк спорт тахçанах бизнеса çаврăннă, пуçлăхсене нумай чухне укçа ыйтăвĕ ытларах хумхантарать.
 
: 1162, Хаçат: 33 (867), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: