Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КОСМОСА ВĔÇМЕСЕН ПĔТЕТПĔР
Великобританин паллă астрофизикĕ Стивен Хокинг шучĕпе этемлĕх çитес вăхăтра тĕнче уçлăхĕнче инçете вĕçме вĕренмесен çĕр çинче пĕр чун та юлмасть. Катастрофăсен айăпĕ этемлĕхре хăйĕнче: тĕрлĕ хĕç-пăшал кăларни, çĕр чăмăрĕ çинчи халăх шучĕ ӳсни, çĕр айĕнчи пуянлăх пĕтнипе кунта пурăнма май пулманни. Çавăнпа этемлĕхе урăх планетăсем çине куçса кайни кăна сыхласа хăварать имĕш. Анчах çынсен инопланетянсемпе çыхăнăва кĕмелле мар, унсăрăн вĕсем пирĕн планетăн çĕр айĕнчи пуянлăхĕсене кăларма колоние çавăрĕç тесе шутлать астрофизик.
ЭКЗАМЕНА ХЫПАЛАННĂ
Ташкентри Педиатрсен институчĕ умĕнче абитуриентсем алăкран кĕнĕ чух хĕре таптаса кайнă. Çапла майпа пулас студентсем экзамена хыпаланнă. Хĕре васкавлă пулăшу панă пулин те çăлса хăварайман.
ХĔРАРĂМ – ФЛАМИНГО
Англири Телфорд хулинче пурăнакан 36-ри Джоан Дэй ура шăнăрĕ туртса лартнипе виççĕмĕш çул хăрах ура çинче тăрать. Дистония чирĕпе вăл аварие лексе сулахай аллин шăмă сыппине хуçнă хыççăн чирлеме тытăннă. Шăнăрĕ туртса лартнипе хĕрарăм хăрах ура çинче кăна тăраять, çитменнине сулахай хулпуççийĕ пичĕ çумне çыпăçăннă. Д.Дэй 60 операци чăтса ирттернĕ, халĕ те нумай эмел ĕçет, анчах усси пурпĕр çук.
ПАРНЕ ПУЛТĂР КӲЛЛИПЕХ
Чăн-чăн юрату мĕн кăна тумасть пуль. Волгоград облаçĕнчи Красный Буксир поселокĕ çывăхĕнчи лотос кӳлли те акă юрату çимĕçĕ. Геннадий Лобанов чечекçĕ-декоратор мăшăрне юратнипех хăйĕн тăван çĕршывĕнчен, Кубань тăрăхĕнчен, лотос чечекĕн вăррине илсе килсе çывăхри кӳлле акнă. Арăмне вăл питĕ хытă юратнипе малтан куллен чечек çыххи парнеленĕ-ха. Анчах хĕрарăма чечексем савăнтарас вырăнне чирлетнĕ çеç, Неллин чечек çине аллерги-мĕн. Çавăнпа Геннадий лотос ĕрчетме шутланă та. Малтан сарă лотос вăррине илсе килнĕ вăл, анчах шăтман чечек. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан тин хитре чечекĕн çулçине асăрханă вăл, анчах сарри мар, шупка хĕрлĕ лотос пулнă иккен. Геннадий шучĕпе, вăрлăха вĕçен кайăксем илсе килме пултарнă. Анчах çеçке çурайман чечек, пулăçăсем амантса кайнă. Пулăçăсене хирĕç чечекçĕ пăшалпа та тăнă, вăрçăннă, пурпĕр чечек патне яман. Арăм валли хатĕрленĕ парнене куç пек упранă пулин те ӳсеймен вĕсем. Тепĕр вунă çултан тин лотос чечекĕн çулçи каллех курăнса кайнă, те вăрлăха вĕçен кайăксем илсе килнĕ, те унчченхиех юлнă. Лобанов каллех пулăçăсемпе вăрçă пуçланă, çут çанталăк илемне хальхинче сыхласа хăварнах. Арăмĕпе чечексене хытă юратнипех халĕ Красный Буксир поселокĕн хăйĕн лотос кӳлли пур. Вырăнти власть кӳлле куç пек упрать, чечексене кирек кам та курма пултарать. Кун валли кӳлĕ хĕррипе сакăсем лартнă, шыв хĕррине анмалли çулсене йĕркене кĕртнĕ.
17-ри ПЕПКЕ
Америкăра çулталăк çурăри ача пек курăнакан 17 çулти хĕр ача пурăнать. Вăл пулăшнипе ученăйсем ĕмĕр çамрăклăхăн вăрттăнлăхне тупасшăн. Хĕр ача 17 çулта пулин те унăн йывăрăшĕ 7 килограма яхăн, çӳллĕшĕ 76,2 сантиметр, ăс-тăнĕ те çулталăкри ачанни пек кăна. Унăн ДНКине тĕпченĕ хыççăн ученăйсем хĕр ача ватăлманни генсем сиенленнинчен килет тесе ĕнентереççĕ.
 
: 1910, Хаçат: 33 (867), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: