Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Редакци пӳлĕмне сарлака, тĕреклĕ хул-çурăмлă,
50-сенелле çитнĕ çын пырса кĕрсен эпĕ ăна малтанласа вырăс е тутар çынни тесе шутларăм. «Сувар» редакцийĕпе юнашар ытти хаçат-журналсен редакцийĕсем пур-çке. Вĕсене шыракансем тепĕр чухне чăваш хаçатне кĕрсе вăл е ку издани ăçта вырнаçни пирки ыйтаççĕ. Хальхинче те çавăн пекки килчĕ пулĕ терĕм. Анчах хăна алăкран кĕрсенех чăвашла сывлăх сунни килнĕ çын çине урăхла пăхма хистерĕ.
Владимир Борисович Секанкин, Теччĕ районĕнчи Ивански ялĕнче çуралса ӳснĕскер, вăтăр çул ытла Хусанта пурăнать пулин те чăвашла таса калаçать, чăвашсемшĕн шутсăр тунсăхлатăп тет. Çавăнпа килнĕ те чăваш хаçатне.
Кивьялти 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Володя Куйбышеври (хальхи Самар хули) 27-мĕш ГПТУра электромонтера вĕренсе тухнă, тăван яла таврăнса «Нагорный» зверосовхозра çак специальноçпа ĕçленĕ. 1973-1975 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн Хусанта «Казремстрой» трестăн тимĕр-бетон кăларакан заводĕнче водительте тăрăшнă.
1986 çулта вăл çар комиссариатне кайса хăй ирĕкĕпе Афганистана хĕсмете яма ыйтса заявлени панă. Хăй ĕçлекен организацирен панă лайăх характеристикăна пула унăн ыйтăвне çийĕнчех тивĕçтернĕ.
– Кундуз провинцийĕнче çар хулашне тивĕçтерсе тăраттăмăр. Хусантан Ташкента самолетпа илсе кайрĕç пире. Унтан вара самолетпах служба вырăнне ăсатрĕç, – аса илет халĕ ветеран.
Ку çар хулашĕнче 201-мĕш мотострелковăй Кундуз дивизийĕ вырнаçнă пулнă. Унсăр пуçне çар чаçĕсем тата та нумай. Çавăн пекех хирти аэродром, афган çарĕсем. Служба вăхăтĕнче Володя чылай ентешсемпе курса паллашнă унта. Уйрăмах разведка батальонĕнчи Роман Никитинпа туслашнă. Аксу район çынни хăйĕн ентешĕпе, БТР водителĕпе Николай Плаксимовпа паллаштарнă. Çар хулашĕн коменданчĕн пулăшаканĕ пулнă, Чĕмпĕртен килнĕ Сергей Борисова, Шупашкартан килнĕ Валерий Кадикова, Владимир Константинова, Тăвай районĕнчи Анатолий Кузьмина, Çĕпрел районĕнчи Саплăк ялĕнчен килнĕ Виталий Шадрикова, Чăнлă районĕнчен килнĕ Юрий Краснова ырăпа аса илет халĕ ветеран.
– Афганистанри служба ĕмĕрлĕхех асăмра юлнă манăн. Çăмăл пулнă тесе калама май çук, паллах. Юлташсене задание ăсатса яни, кĕтсе илни, пĕчĕк уявсене те пĕрле ирттерни, пĕрле ларса тăван çĕре аса илни... асран тухма пултараймĕç те вĕсем. Хăрушлăх кашни утăмрах кĕтсе тăнă темелле. Çар хулашне темиçе хутчен «земля-земля» снарядсемпе персе тăни пулкаланă. Хулашран 15 çухрăмра çывăхри ялтан персе военторг водительне манăн куç умĕнчех вĕлерчĕç. Аса илмелли тата та нумай. Ăçтан манăн çак самантсене?.. – тет ветеран.
 
: 1122, Хаçат: 33 (867)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: