Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă Сĕнчел Культура керменĕнче Шупашкар артисчĕсем концерт лартас хыпар ял-йышра самантрах сарăлчĕ. Палăртнă вăхăта куракансем те пайтахăн пухăнчĕç. Сехет каяраха юлса çитрĕç кĕтнĕ хăнасем. Вĕсене ялти вăтам шкул вĕрентекенĕсем çăкăр-тăварпа, кăпăкланса тăракан сăрапа кĕтсе илчĕç.
– Хамăра çапла кĕттернишĕн каçарăр, çулĕ ытла инçе-çке, – тархасларĕ делегаци ертӳçи, Чăваш Республикин Шупашкар районĕн социаллă аталану уйрăмĕн пуçлăхĕ Маргарита Яковлевна Павлова. – Эпир Аслă Сĕнчел культурипе, кунти чăвашсен пурнăçĕпе, тăван чĕлхене мĕнле вĕрентнипе кăсăкланнисĕр пуçне Культура керменĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашса хамăр опыт çинчен каласа парасшăн. Эпир кашни çулах Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш ялĕсене çитсе чăвашсен пурнăçĕпе, чĕлхе, наци культури аталанăвĕпе кăсăкланатпăр. Акă кăçал сирĕн яла та çитрĕмĕр, Шупашкар районĕн ялĕсенчи Культура керменĕсен, клубсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен чи лайăх фольклор ушкăнĕсене, эстрада юррисене шăрантаракансене пухса вăрăмах мар тăсăлакан концерт та илсе килтĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ çак чаплă шкулăн ăш-чикĕпе паллаштарăр пире.
Шкул директорĕ Алексей Владимирович Калуков çак ĕçе пысăк çĕкленӳпе пурнăçларĕ. Шкул пӳлĕмĕсем хăйсен илемлĕхĕпе, пуянлăхĕпе хăнасене калама çук тĕлĕнтерчĕç. Пуринчен ытла спорт залĕ, музей, çак ялтан тухнă паллă çынсен, вăрçă ветеранĕсен стенчĕсем тыткăнларĕç аякран килнĕ хăнасене. Шкул ачисем, вĕрентекенсем шупашкарсене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
– Тӳрех курăнать, – терĕ пĕтĕмлетӳ сăмахĕнче Маргарита Яковлевна. – Кунти вăтам шкулта ăс-хакăл паракансем ачасене тăван чăваш чĕлхине, наци культурине юратма, хисеплеме, ăна упраса хăварма вĕрентеççĕ. Ку вăл пирĕн пурнăçра чи кирли. Тăван чĕлхе, пирĕн культура пĕтсен Çĕр пичĕ çинче чăваш халăхĕ те пĕтме пултарать. Тавах вĕрентекенсене, тавах вĕренекенсене. Кунти опыта эпир Шупашкар районĕнче анлăн сарăпăр.
Шупашкар районĕн хăнисене инçетрен килсе аксусене чыс тунăшăн Аксу муниципаллă район пуçлăхĕн çумĕ Юнус Гилязович Хамидуллин ăшшăн саламларĕ, вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Евгений Вячеславович Мадуров çак шкултан вĕренсе тухнă Николай Тарасович Савруковăн тăватă томлă «Ветер в лицо» кĕнкекине Маргарита Павловăна парнелерĕ, Аксу районĕн культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Рашит Рахимзянович Сруртдинов Аслă Сĕнчел вăтам шкулне «Газель» машина панине çирĕплетекен хутсене шкул директорне Алексей Владимирович Калукова пачĕ.
Унтан халăх Культура керменне куçрĕ. Шăранчĕç юрăсем, тăпăртатрĕç урасем. Куракансем кашни номерех хапăл йышăнса тăвăллăн алă çупрĕç. Концерт ертӳçи аслăсĕнчелсене шупашкар районне çитме йыхравларĕ, концерт вĕçленнине пĕлтерчĕ. Халăх ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса техĕмлĕ «чун çăкăрĕ» парнеленĕшĕн артистсене тав турĕ.
 
: 991, Хаçат: 33 (867)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: