Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикипе Самар облаçĕн чиккинчи Çĕнĕ Шешкел, Кивĕ Шешкел, Аксаку тата Чăтăрлă ялĕсем хушшинчи вăрманта тăпра йăтса купаланă ту пур. Шихан тăвĕ теççĕ ăна халăхра. 1950 çул вĕçĕнче ун çинче дозор вышки ларнă. «Тăрринчен йĕри-таврари 30 ытла ял курăнатчĕ», – теççĕ унта хăпарса курнисем. Йывăç вышка çĕрсе, ишĕлсе аннă ĕнтĕ, анчах çуркунне е кĕркунне унăн вырăнĕ халĕ те палăрать. Ĕлĕк, паллах, ту вăрман варринче мар, хирте ларнă.
Чикĕре пулнипе кунта халь çын çӳресех каймасть. Анчах вăрман хĕрринчен 40-50 çухрăмри тавралăх, çав шутра Çарăмсан та, алă тупанĕ çинчи пек курăнать.
Çак ту пирки тĕрлĕ сăмах çӳрет халăхра. Пĕрисем ăна 1700 çулсенче Çарăмсан тата Шешминка крепоçĕсене тăвакансем купаланă теççĕ. Тăшман тапăнсан, ту çинче вут чĕртмелле пулнă имĕш, çулăма курса крепоçсенчи салтаксем тăшмана хирĕç тухнă е çапăçма хатĕрленсе тăнă. Çак ту маяк тăвĕ шутланнă. Анчах пĕр çын та пĕлмест ăна хăçан тата кам купаланине.
Кивĕ Шешкелĕн пысăк шурлăхĕ çумĕнче çĕршер ытла пĕчĕк тĕме (курган) пур. Ăна кивĕшешкелсем пушкăрт масарĕ теççĕ. Çакăн пекех масар Çĕнĕ Шешкел çумĕнче те пулнă. Халь вăл çук – сухаласа кайнă. Çĕнĕ Шешкел ял музейĕн директорĕ Александр Ванюков вĕсене ĕлĕкхи пăлхар халăхĕн масарĕсем тесе калать. Çĕнĕ Шешкел ялĕ çывăхĕнче пăлхарсем пурăннă пулать. Кунта пысăк юман хапхан çуннă тĕпне, тимĕр ухă вĕçĕсене тупнă. Ку хапхаран тĕкме кайнă. Пăлхар çарĕсем çак вырăнсенче тутар-монголсемпе е каярах, XVII-XVIII ĕмĕрсенче, пушкăртсемпе патша çарĕсем çапăçман-ши? Тен, чăнах та, пушкăртсен масарĕ? Паянлăха пĕри кăна паллă: çапăçура вилнĕ çынсене тимĕр кĕреçесем пулманнипе çĕр ăшне чавса мар, тăпра витсе пытарнă.
Тĕмесен тăршшĕ икĕ метра, сарлакăшĕ пĕр метра, çӳллĕшĕ 70 сантиметра яхăн. Йĕркерен вырнаçнăскерсен шучĕ çĕр ытла. Ку вырăнта вăйлă çапăçу пулнă ахăр, нумай çын вилнĕ. Анчах та çакăнти çапăçу пирки историре çырни çук. Ваттисем те кунта вăрçă пулнине асăнаççĕ, кампа кам çапăçнине çеç калаймаççĕ.
Ĕмĕр тăршшĕпе вырăнти çынсем ку масара сыхласа хăварма тăрăшнă. Анчах пĕлтĕр нефтяниксем хăйсем валли çул тунă чух тĕмесенчен çуррине яхăнне бульдозерпа тикĕслесе тухнă. Тĕмесем малашне сыхланса юлас шанчăк çук. Çак вырăнсене тĕпчеме вăхăтĕнче археологсене те чĕнсе пăхнă, анчах укçа çуккипе вĕсем килеймен.
Шихан тăвĕ пирки тепĕр верси пур. Шихан – çаврака пуçлă ту. Çӳллĕшĕ 20 метра яхăн. Çак тăва çынсем купаланă. Ĕлĕк тимĕр кĕреçесем пулман. Алтиччен, çӳлелле купалама çăмăлтарах пулнă. Суха пуçĕпе çемçетнĕ çĕре пĕр тĕле йăтнипе Шихан тăвĕ купаланнă.
Толча, Баландай, Чăтăрлă, Кивĕ Шешкел ялĕсен çывăхĕнче те пĕчĕк тĕмесем пур. Вĕсен çӳллĕшĕ – 2 метра, диаметрĕ 5 метра яхăн.
Халăхра унта тутар-монголсен çар пуçлăхĕсене пытарнă текен сăмах çӳрет. Пуçлăх мĕн чухлĕ аслăрах, тĕмене çавăн чухлĕ çӳллĕрех купаланă. Вилнĕ çар пуçне салтакĕсем кашни пĕрер кутамкка çĕр йăтса хупланă имĕш.
Çар пуçлăхĕ вилсен унăн арăмĕн те пурнăçĕ пĕтнĕ, ăна, тарçисене, лашисене, ĕнисене, сурăхĕсене, ылтăн-кĕмĕлне, чашăк-тирĕкне – леш тĕнчере кирлĕ пулма пултарнă япаласене пурне те – пуçлăхпа пĕрле пытарнă. Пирĕн тăрăхра 4 вăтам тата пĕр пысăк тĕме пурри çак вырăнсенче пысăк çапăçу пулнине çирĕплетет. Кунсăр пуçне 1960 çулсенче Чăтăрлă ялĕ патĕнче ферма тунă чух пĕр тĕмене чавнă та çĕр айĕнчен вăрçă тумне (доспех) тăхăннă арçын тата хĕрарăм шăмми-шаккисем тухнă. Ферма тăвакансем вĕсене каялла чавса хунă.
Тепĕр верси тăрăх, ылтăн-кĕмĕле пĕрле илсе çӳреме йывăррипе, çапăçусенче тăшман аллине лекесрен хăранипе тутар-монголсем пурлăха Шихан тăвĕ туса пытарса хăварнă. Паллах, çакă тĕрĕс пулсан та, ылтăн-кĕмĕле тахçанах тупнă ĕнтĕ. Шихан тăвĕ çинче тăватă метра яхăн тарăнăш чавнă шăтăк чăнах та пур. Ку ылтăн шыракансен йĕрĕ пулма пултарать.
Паллах, çак версисене археологсем кăна çирĕплетме е хирĕçлеме пултараççĕ. Паянхи кунччен пирĕн тăрăха килсе тĕпчекен çук. Тĕрĕссипе, тĕмесем пуррине историре çирĕплетсе хăвармаллах.
Пирĕн тăрăхран тутар-монголсен çарĕ иртсе кайнă, вăйлă çапăçусем пулнă пулсан, Çарăм шывĕ хĕррипе ĕлĕк аслă çул пулма пултарнă. Халь çак çула çынсем маннă. Тĕмесем çеç ĕлĕкхи çула кăтартакан маяксене аса илтереççĕ.
Пирĕн тăрăхра çакăн пек халап та çӳрет: ĕлĕк çынсем утрав çинче пурăннă. Йĕри-тавра тинĕс пулнипе никам та утравран тухайман. Вĕсем пĕр вырăнта асапланнине курса улăпсем кĕпер туса çынсене пысăк çĕр çине каçарса янă. Утрав Цейлон ятлă пулнă имĕш, ун çинчен тухсан çынсем тĕнче тăрăх саланма пуçланă. Пĕр улăпĕ, Еремей ятлăскерĕ, суха пуçпа çĕр сухаланă. Пирĕн тăрăха та çитнĕ, унăн суха пуçĕн йĕрĕнчен Чăтăрлă, Анатри ял, Кивĕ Шешкел, Кивĕ Ӳтемĕш тăвĕсем пулса юлнă. Кивĕ Шешкел патĕнче вара улăп тăпра тулнă çăпатине салтса силленĕ тет те тĕмеске пулса юлнă. Ăна Еремей тĕмески теççĕ. Еремей хĕвел анăçнелле суха пуçĕпе сухаласа каять. Йĕрĕ тăрăх шыв юхма пуçлать. Çак юхан шывăн ячĕ – Çарăм.
Тата çакна та палăртмалла: пирĕн тăрăхри пекех тĕмесем Оренбург хули çывăхĕнче те пулнă. Оренбург облаçĕнчи Патшалăх архивĕнче Попов тĕпчевçĕн ĕçĕсем сыхланса юлнă. Попов 100 çул каялла çак тĕмесене чавса тĕрĕсленĕ иккен. Унта вăл çын, лаша, ĕне, сурăх, йытă шăммисене чавса кăларнă. Кăкшăмсем, турилккесем, çуннă кĕлпе çĕрнĕ йывăç касăкĕсем те тупнă. Ылтăн-кĕмĕл тупни пирки çырман. Хăш вăхăтри шăмăсем пулнине палăртма та май пулман. Пĕр вырăнта çеç Попов «авалхи шăмăсем» тесе палăртнă.
Самар облаçĕпе Тутарстан чиккинчи Шихан тăвне, Тонга, Баландай, Чăтăрлă, Кивĕ Шешкелпе Çĕнĕ Шешкел çывăхĕнчи тĕмесене, ман шутпа, тĕпчекен пулмаллах, мĕншĕн тесен вăл пирĕн истори, ăна пулас ăрусен пĕлмеллех.
 
: 1150, Хаçат: 33 (867)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: