Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă икĕ закон йышăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн штрафсене ӳстересси.
Вуланман е вулама йывăр номерлĕ автомобильпе çӳренĕшĕн штраф сумми 100 тенкĕрен 500 тенке çитни пирки вулакана пĕлтернĕччĕ пулин те тепĕр хут аса илтерес терĕмĕр, мĕншĕн тесен закон августăн 6-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Номерсем тенĕрен, енчен те ăна ятарлă вырăна тивĕçлĕ пек çирĕплетмесен, калăпăр, кĕленче айне пăрахнă е сеткăпа, полиэтиленпа хупланă пулсан автоинспектор çакна водитель машина номерне пытарма хăтланнă пек йышăнма пултарать. Куншăн машина хуçине 5000 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ е транспортпа çӳреме ирĕк паракан правана 1-3 уйăха туртса илеççĕ. Августăн 6-мĕшĕнчен тепĕр норма та вăя кĕчĕ, унпа килĕшӳллĕн, малашне водитель çул-йĕр инкекне лексен е хăрушсăрлăх правилине пăссан, ĕçе çул-йĕр правилине пăснă вырăнта пăхса тухтарас мар тет-тĕк, материала хăй пурăнакан вырăна ярса пама ыйтма пултарать. Постановленин копийĕсене вара малашне киле заказлă çырупа кăна яма юрать.
Чӳречесене ытлашши тĕттĕмлетнĕ машинăпа (норма тăрăх, умĕнчи чӳрече 25, малти алăксен тĕттĕмлĕхĕ 30 процентран ытла пулмалла мар) çӳренĕшĕн сентябрĕн 23-мĕшĕнчен штраф 500 тенкĕ тӳлеме тивет.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнчен хирĕç йăрăм çине тухнă машинăсене видеокамерăсем сăнама тытăнаççĕ. Енчен те электроника çак правилăна пăснине ӳкерсен, водителĕн 5000 пин тенкĕ штраф тӳлеме тивет, енчен те автоинспектор тытсан правапа 4-6 уйăха сывпуллашма тивет. Пĕр енлĕ юхăмлă йăрăма хирĕç тухма юратакансен вара правине 4-6 уйăха туртса илнисĕр пуçне тата 5000 тенкĕ штраф та тӳлемелле.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнчен çул хĕрринчи тата çул çинчи паллăсене пăхăнманшăн штраф сумми 100-тен 300 тенке çитет.
Сăмах май, правасăр тăрса юлас мар текен водителĕн руль умне лариччен пĕр тумлам та эрех ĕçме юрамасть, çав шутра кваспа алкогольсĕр сăра ĕçме те тăрăшмалла мар.