Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă ятпа хаяр çапăçусене хутшăннисене, аманса инвалид пулса таврăннисене, йывăр тытăçусенче сывлăхĕсене хавшатнипе çут тĕнчерен ир кайнисен мăшăрĕсене кăçал чăннипех те пысăк чыс турĕç – кашнинех уйрăм хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме Раççей Президенчĕ, Правительстви тивĕçлĕ йышăну турĕç. Çавна май пирĕн республика та пысăк стройкăн тӳремне çаврăнчĕ. Кашни районта, кашни ялта кирпĕч хуракансем палăртнă вăхăта ветерансен çурчĕсене туса пĕтерес тесе ырми-канми вăй хураççĕ.
Аксу муниципаллă районĕнче те строительсен хĕрӳ ĕççи пырать. Район центрĕнче, ялсенче шур кирпĕчрен купаланă çуртсем кунран-кун çӳлелле кармашаççĕ.
– Пирĕн районта 245 вăрçă ветеранĕпе ветеранăн тăлăх арăмĕ. Çак шутран 110 çынна хваттерсемпе тивĕçтертĕмĕр те ĕнтĕ. Асăрхăр, вĕсенчен пĕр çемьене кăна малтан çынсем пурăннă хваттер лекрĕ. Вăл унта пурăнма куçма хăй килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен ветеранăн çурт-йĕрĕ веçех юхăнса çитнĕччĕ, – тет Аксу муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ Анатолий Николаевич Трофимов. – Ĕç çакăнпа вĕçленмен. Çĕршыв ертӳçисем 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен черете тăма ĕлкĕрейменнисене те çĕнĕ хваттерлĕ тăвасшăн. Халĕ Аксура харпăр çуртсем çĕкленисĕр пуçне икĕ хутлă 12 тата 24 хваттерлĕ çуртсем хăпартатпăр. Вĕсенче çулталăк вĕçлениччен 27 вăрçă ветеранĕ хваттер илет. Кунсăр пуçне район центрĕнче, Çĕнĕ тата Кивĕ Ипрелсенче, Аслă Сĕнчелĕнче, Кивĕ Мăкшелĕнче, Хурашывра, Кукăркӳлте тата ытти ялсенче ветерансемшĕн 31 харпăр çурт çĕкленет. Вĕсене 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма тăрăшатпăр.
Сулмаклă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ Аксу тăрăхĕнче. Ветерансем палăртнă куна куç пек кĕтеççĕ. Аслă Сĕнчелĕнче пурăнакан 84-па пыракан Евдокия Ефимовна Борисова упăшки Иван Георгиевич çĕре кĕнĕренпе 10 çула яхăн пĕччен пурăнать. Хуçалăхра арçын алли çуккипе çурчĕ аванах пĕр еннелле тайăлнă. Унпа юнашарах шур чултан хăпартакан çĕнĕ çурт кермен пек курăнать.
– Эх, Иван çак капăрлăха кураймарĕ, чăн-чăн ырлăх мĕнне пĕлмесĕрех çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Хамăн та сывлăх хавшасах пырать – юн пусăмĕ час-час хăпарса каять. Çĕнĕ çуртра пурăнса курассишĕн хамшăн та, Иваншăн та Турă умĕнче кĕл тăватăп. Пурăнса курайăп-ши эпĕ çак çуртра?
– Куратăн, куратăнах, – лăплантаратăп ватă кинемие. – Ав, строительсем стропилсене лартаççĕ ĕнтĕ. Часах ун тăррине те витсе хурĕç.
– Çапла пултăрччĕ …
– Умри пысăк тĕллевсене пурнăçлама строительсен йышлă организацийĕсене тара тытрăмăр, – пĕлтерет Анатолий Николаевич. – Хамăр районтан «Максад», «Аксустрой», Çурт-йĕр хуçалăхĕн, Зайнуллин харпăр усламçă ăстисем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ. Район тулашĕнчен те тĕрлĕ фирмăсене çак яваплă ĕçе явăçтартăмăр. Çĕнĕ Шуçăмран «Шешмастрой», Заинск хулинчен «СК Рось» строителĕсем пысăк ĕç тухăçлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Асăннă хулапа район центрĕнчен рабочисене куллен ĕçе кӳме кăткăсраххипе çав фирмăсем Аксури район хушшинчи строительсен (МСО) организацийĕ панкрута тухнипе ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене вăхăтлăха ĕçе илчĕç. 5 çынран тăракан бригадăна Евгений Бибиков бригадир-мастер ертсе пырать. Николай Янилкин, Иван Самосудов тата ытти каменщиксем ĕçре пысăк тухăçлăх кăтартаççĕ. Пĕр ыйту çеç пуç çинче тăрать: ветерансене пĕтĕмпех хваттерсемпе тивĕçтерме пирĕн тата 77 хваттер е çурт тумалла. Хальлĕхе Федераци бюджетĕнчен укçа куçарманнипе çак ĕç тытăнса тăрать-ха. Укçа пулсан пирĕн ăстасем, тара тытнă строительсем ĕçе вăраха тăсмĕç.
Аксура пурте лайăх, ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Пĕр пулăм çеç мана тĕлĕнтерчĕ. Аслă Сĕнчелĕнче, Кивĕ Мăкшелте, Хурашывра, Кукăркӳлте харпăр çуртсене Хусантан тара тытнă строительсен организацийĕ хăпартать. Çав хушăрах тĕп хуламăрта ĕç аллисем çитменнипе пысăк ĕçсем тытăнса тăраççĕ.
– Тем пек тилмĕрсе ыйтрăм Аслă Сĕнчелĕнчи çурта хăпартма пире пама, – тарăхать Виктор Калуков каменщик. – Темшĕн яхăнне те ямарĕç. Ялта каменщиксем пĕр эпĕ кăна мар, ушкăн чăмăртаса Дуня аппа çуртне ним мар хăпартса параттăмăр. Халь ак çӳреп тĕрлĕ хуласене шабашкăна. Пуçлăхсем хăрарĕç пуль ялти çынсем кăштах укçа ĕçлесе илесрен. Вулакан, сана мĕн пирки шухăшлаттарать çак пулăм?
 
: 955, Хаçат: 33 (867)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: