Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕН. Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен шайĕнче паян Шупашкарти Православи тĕн училищинче Чăвашла библин музейĕ уçăлать. Музее ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе Шупашкар тата Чăваш епархийĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, чăвашла Библи кăçал пичетленсе тухнă. Чăвашсем Библин тулли текстне тăван чĕлхепе вулама пултаракан иккĕмĕш халăх (вырăссем хыççăн).
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе кашни çыннах тыткăна илме пултарни çинчен никам та иккĕленмест пулĕ. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене çитеççĕ артистсем. Çак кунсенче те вĕсем Чăваш Республикинчен самай аякра – Японире. Тухакан хĕвел çĕршывĕнче вĕсем Халăхсен хушшинчи юрă тата ташă фестивальне хутшăнаççĕ. Япун халăхне чăваш культури питĕ килĕшет иккен, пирĕн артистсен пултарулăхĕпе паллашсан вĕсен Чăваш çĕршывне çитсе курас кăмăлĕ вăраннă-мĕн. Хоккайдо утравĕ çинчи Хакодатэ хулин мэрĕ чăваш артисчĕсен ертӳçине Ольга Корольковăна грамота та панă.
Шăрăх та типĕ çанталăка пула Чăваш Енре кăçал 178,1 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисем пĕтнĕ. Çакă республикăна 5,7 миллиард тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ. Ял хуçалăхĕнчи чрезвычайлă лару-тăруран ăнăçлă тухас тесе Правительство çĕр ĕçченĕсене патшалăх пулăшăвĕ парать: вăрлăх туянмашкăн укçа-тенкĕ уйăрать. Хăйсен тухăçне страхланă çĕр ĕçченĕсене пĕр тонна пуçне 4500 тенкĕ, страхламаннисене – 3500 тенкĕ.
САМАР ОБЛАÇĔ. Августăн 9-мĕшĕнче «АВТОВАЗăн» тĕп конвейерĕнчен 26 миллионмĕш автомобиль тухнă. «Юбиляр» – «шурă пĕлĕт» тĕслĕ LADA Kalina седан. Пирвайхи миллионмĕш машина – ВАЗ-2103 – автозаводăн конвейерĕнчен 1973 çулхи декабрьте тухнă. 25 миллионмĕш автомобиле 2008 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче пуçтарнă.
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔ. Чулхулара августăн 8-мĕшĕнче кĕпĕрнаттăрăн инаугурацийĕ иртнĕ. Валерий Шанцевăн кандидатурине кăçалхи июнĕн 9-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Д.Медведев сĕннĕччĕ. Депутатсенчен ытларахăшĕ Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулма каллех Валерий Шанцева шаннă. Çапла вара вăл иккĕмĕш срок ĕçлеме пуçланă. Сăмах май, В.Шанцев Чулхула облаçне 2005 çултанпа ертсе пырать.
ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧЕ апат-çимĕç хакĕсене тишкерсен Саратов облаçĕнче вĕсем чи йӳнни пулни куçкĕрет. Куллен çиекен апат-çимĕç карçинкки кунта 1899 тенкĕ те 98 пус тăрать. Ун хыççăн Оренбург облаçĕ – 1956 тенкĕ те 61 пус, Тутарстанра – 1984 тенкĕ те 13 пус, Ульяновск облаçĕнче – 2102 тенкĕ те 85 пус, Пензăра – 2107 тенкĕ те 91 пус. Чи хаклă карçинкка вара Самар облаçĕнче – 2314 тенкĕ те 54 пус.
 
: 1082, Хаçат: 33 (867), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: