Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чиркӳсене хупнă çулсенче Пăва çĕрĕ çинче пĕр Пăраллă ялĕнчи чиркӳ анчах хупăнмасăр юлнă. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче тĕп юсав хыççăн Турра шанакансем валли Пăва хулинчи, Хăят ялĕнчи чиркӳсем алăкĕсене уçаççĕ. 2000 çулта Альшихпе Тинкеш ялĕсем хушшинче хăтлă та илемлĕ, çӳллĕ, йывăç чиркӳ хăпарать. Çывăхра чиркӳ уçăлнипе савăннине пытарайман асаннесем ăна ял ачиех Леонид Яфаркин хăй мулĕпе хăпартнипе мăнкăмăлланса калаçрĕç.
Альших ялĕнчи Анаткасра ултă ачаллă Ольгăпа Михаил Яфаркинсен çемйинче çуралса ӳснĕ Леня. Пĕчĕк чухне вăл ытти ял ачисенчен темпех уйрăлса тăман. Юлташĕсем ăна йăрăрах пулнине, ялта çав вăхăтри пĕр концерт та уçă саслă Леня юрламасăр иртменнине аса илеççĕ. Ял пурнăçĕ ăна çамрăклах ĕç çумне çыпăçма хăнăхтарнă. Аслисене пулăшса хăйсенчен инçе мар вырнаçнă ашшĕ ĕçлекен пушар хуралĕнчи пусăран шыв йăтнă, выльăхсене пăхнă тата ытти те. Сайра хутра пулсан та ăна ытларах вут-çулăм тухсан çапакан чан сасси питĕ чĕрине ыраттарнă. Хăрушă синкере систерекен сасă вырăнне вăл уява йыхравлакан чансен вылявлă сассине илтме ĕмĕтленнĕ. «Ӳссе çитсессĕн пуян çын пулатăп та чиркӳ тăватăп», – тенĕ сăмахĕсене те унăн юлташĕсем манса кайман-ха. Çапла нумай çулсем иртсен 2000 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче нумай хĕн тӳснĕ çветтуй Маргарита ячĕпе хăпартнă чиркӳ ĕçлеме тытăннă. Кăçал июлĕн 29-мĕшĕнче чиркӳ уçăлнăранпа 10 çул çитнине паллă турĕç. Унта Киров хулинче ĕçлесе пурăнакан Леонид Михайлович Яфаркин та килчĕ. «Нумай çурт-йĕр, заводсемпе фабрикăсем те хăпартрăмăр. Хамăр ялта чиркӳ уçайнишĕн савăннă пек эпĕ нихăçан та савăнман», – тет вăл. Çав вăхăтрах ялта çамрăксем çурт-йĕрсем туса тĕпленнине, ял илемленсе пынипе, ырă ĕçсем нумайрах пулнипе савăннине те, вăхăчĕ-вăхăчĕпе хăйĕн те ĕлĕкхи пек çакăнта пурăнас килнине те пытармасть. Инçете кайса тĕпленнĕ пулсан та усламçă ял пурнăçĕнчен айккинче тăмасть. Çимĕке вăл кашни çул çемйипех килме тăрăшать, чиркĕве ялан пулăшу парса тăрать. Хальхинче те ялти кӳлĕсем типнипе пăшăрханнăскер, вĕсене тарăнлатас, çĕнĕрен уçас ĕç валли нухрат парса хăварчĕ.
Чиркĕвĕ те питĕ ĕлккен альшихсен. Йĕри-тавра чечексем илем кӳрсе тăраççĕ. Кĕлĕсене тăван чĕлхепе Сергий атте ирттерет. Матушка Мария вырсарни шкулĕнче ачасене Турă законне вĕрентет, библиотека та пур. Ачасем вĕренме 17-ĕн çырăннă пулсан та хăш чухне ытларах та пулса каяççĕ. Вунă çул хушшинче кунта священник валли çурт, часавай тунă, пусă чавнă, кăçал сад лартнă, хĕрес йăтса утмашкăн чиркӳ йĕри-тавра плитка сарнă.
Çветтуй Маргаритăн престол праçникĕ, юбилей кунĕ ячĕпе Сергий Раевский иерейпе Хăят чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте кĕлĕ ирттерчĕç, шыв светить турĕç. Килнĕ хăнасене ял-йыш вăйĕпе хатĕрленĕ тулли сĕтелсем хушшине лартса сăйларĕç. Çак ĕçе Альших ялĕнчи шкул, Культура çурчĕ, ял хутлăхĕн ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Уява малалла чиркӳ çумĕнчи çеремре Шупашкартан килнĕ пĕр тăван Малинасем, В.Александров, А.Угаслова чăваш юррисем юрласа тăсрĕç.
 
: 1371, Хаçат: 33 (867), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: