Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов пулнăранпа республикăн чылай органĕсенче пуçлăхсем улшăнчĕç. Малтанхисенчен япăхрах-и вĕсем е лайăхрах – вăхăт кăтартса парĕ. Атпăрие супăньпе кăна улăштарнă-и е тĕрĕсех тунă? Нумай пулмасть çĕнĕ çĕрте ĕçлеме пуçланă пуçлăх шутĕнче – экономика министрĕ Мидхат Шагиахметов. Çĕнĕ çĕре ларнăранпа вăл пĕрремĕш канашлу ирттерчĕ. Мĕнлерех пулчĕ-ха вăл? Кăштах тĕпчесе илер. Министр сăмахĕсемпе, Экономика министерстви республикăн ĕç тăвакан влаçĕн тĕп органĕсенчен пĕри. Унăн ĕçĕнчен тӳрреммĕнех социаллă экономикăн аталанăвĕ, республикăн сумĕ тата конкурентлăхĕ килеççĕ. Вĕсем пĕтĕмĕшле халăх пурнăçĕн пахалăх шайне витĕм кӳреççĕ. Сăмахсен стандартлă пуххи, ун вырăнĕнче кашни çапла каланă пулĕччĕ. Малалла Мидхат Шагиахметов министерствăн кашни сотрудникĕ кулленхи ĕçре пăхăнса тăмалли тĕп принципсене асăнчĕ. Ун шучĕпе, эффективлăхпа пахалăх, дисциплина, лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме тăрăшни кашнин пулмалла. Марат Сафиуллин хыççăн сивĕнсе те ĕлкĕрмен кресло çине ларнă çĕнĕ министр канашлура çак темăна питĕ нумай вăхăт уйăрчĕ. Ум сăмах воспитани пама шутланă лекцие аса илтерчĕ, министерствăна килнĕ «çĕнĕ шăпăр» çапла майпа пуçтарăннă çӳп-çапран тасалма шутланă ахăр.
Унăн малалли калаçăвĕ экономика кĕнекин ум сăмахĕ пек пулса тухрĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене нумай вулани курăнать, мĕн тесен те экономика наукисен докторĕ-çке. «Ĕçре сăнавçă кăна пулмалла мар, кашни ыйтура çирĕп позици пулмалла, ăна ăнлантарса пама çирĕп аргументсем шырамалла. Республикăн социаллă экономика аталанăвĕпе çыхăннă ĕçсенче ытти ведомствăсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Проблемăсене çĕнĕлле татса пама тăрăшмалла, ыттисен опытне тĕпчеме, унпа усă курма вăтанса тăмалла мар. Республикăри паянхи лару-тăрăва тĕпчесех тăмалла», – терĕ ăс парса çĕнĕ пуçлăх. Малалли сăмахсенчен министр теветкеллĕ çын марри курăнчĕ. Çĕнĕ йышăнусене, ун шухăшĕпе, кашни вак-тĕвек таранччен пăхса тухмалла, унсăрăн вĕсем пурнăçа кĕреймесĕр хут çинче кăна юлаççĕ.
Кун хыççăн Экономика министерствин тĕп ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйту – патшалăх хывнă укçапа эффективлă усă курасси. Республикăн пысăк предприятийĕсен ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕ Тутарстанăн социаллă экономика аталанăвне тивĕçтерсе пымалла, çавăнпа кунта пĕрлехи политика кирлĕ тесе шутлать Мидхат Шагиахметов. Республикăн инвестици проекчĕсем еплерех пурнăçланса пыни çинчен те куçа илмелле мар. Вĕсем мĕнлерех çимĕç пама пултарассине малтанах курса тăмалла. Ун хыççăн министр прогнозсем çине куçрĕ, кунта вăл асăрхануллăрах пулчĕ. Мĕнех, пуçланă кăна-ха. Мидхат Шагиахметов шучĕпе, экономика министерстви республикăн социаллă экономика аталанăвĕн стратегилле центрĕ пулса тăмалла. Кăтартусем тĕрĕс пулччăр тесен вăл предприятисен, муниципаллă тата ĕç тăвакан власть органĕсен представителĕсенчен ĕç органне туса хума хатĕр. Капла явап та пĕр пуç çине кăна ӳкмест, ăçтан та типпĕнех тухма май пур.
Юлашкинчен канашлура Президент чĕнсе каланинчи ыйтусене сӳтсе яврĕç. Унта республикăра бюджет, тариф тата кадрсен политикине йĕркелесси, 2010 çулхи Евромани форума хатĕрленесси тата ытти ыйтусем кĕнĕ.
 
: 974, Хаçат: 33 (867)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: