Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТЫРĂ ÇИТЕТ
Юлашки прогнозсем тăрăх, кăçал тырă тухăçĕ 60-65 миллион тонна тесе пĕлтернĕ РФ Премьерĕ В.Путин Правительство ларăвĕнче. Енчен те тухăç пурĕ те 60 миллион тоннăпа кăна танлашсан та çĕршыв халăхĕшĕн çителĕклĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн тата интервенци фондĕнче – 9,5, пĕлтĕрхи тухăçран юлнă тырă запасĕ 21 миллион тонна пур. Премьер 2011 çула çĕршыв мĕнпе юлнине, çитес çулăн тухăçĕ мĕн чухлĕ пулнине, çулран-çула куçса пыракан тырă запасĕ мĕнле пулассине пĕлме çуккине палăртнă. Çавăнпа вăл интервенци фондĕнчи тырăпа усă курас ыйтăва васкаса пăхса тухма хăйĕн пĕрремĕш çумне Виктор Зубкова хушнă.
ПĔЛТĔРХИНЧЕН САХАЛ
Чăтма çук шăрăх çанталăкра сахăр чĕкĕнтĕрĕ ăнса пулассине кĕтмелли çук, чăн та, çывăх вăхăтра çумăрсем çусан лару-тăру кăшт лайăхланма пултарать, анчах нумай мар. Ытти çулсенче Раççейре 3,3-3,4 миллион тонна сахăр песокĕ хатĕрленĕ пулсан, кăçал 2,8-3,0 миллион тоннăран иртеймĕ. 2009 çулта Раççейре сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен 3,2 миллион тонна песок илнĕ. Специалистсем çулталăк пуçламăшĕнче кăçал ку кăтарту 4,2 миллион тоннăна çитесси пирки каланăччĕ, анчах çут çанталăк хăй улшăнăвĕсене кĕртрĕ. Шел те, ку продуктăн пĕлтĕрхи запасĕ пĕтнĕ, кăçалхи çине вара шанăç çук.
САХĂР ПЕСОКĔ ХАКЛАНАТЬ
Тутарстанра нумаях пулмасть кăна-ха пахча çимĕç хакланмасть тесе пĕлтеретчĕç, шел те, ку чăнлăха килмерĕ, хăш-пĕр продуктăн, калăпăр, хура тул кĕрпин, хакĕ темиçе хут ӳссе кайрĕ. Хальлĕхе хура тул кĕрпин, сахăр песокĕн, суханпа кишĕр хакĕ йӳнелмест, мĕншĕн тесен вĕсен пĕлтĕрхи запасĕ пĕтнĕ, кăçалхи тухăçĕ пысăк мар. Çак кунсенче Тутарстан ытти регионсенчен хура тул кĕрпи, сухан, кишĕр, çĕр улми, сахăр песокĕ кӳрет.
Кĕркунне çĕр улмине кăларса пĕтерсен, тен, унăн хакĕ йӳнелĕ те. Сахăр песокĕ пирки вара кун пек калаймăн, унăн хакĕ туянакана пĕрре те савăнтармĕ, мĕншĕн тесен республикăра сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçĕ кăçал çук.
КӲРШĔСЕМ ПУЛĂШАÇÇĔ
Типĕ çанталăка пула шар куракан ял хуçалăхĕсене Новосибирск, Челябинск, Ростов, Саратов облаçĕсенчи, Алтай, Краснодар тата Ставрополь крайĕсенчи хуçалăхсем пулăшу сĕннĕ. Çакăн пек лару-тăрура тутарстансем хăйсем те вĕсене пулăшнă пулĕччĕç-çке. Çапла вара Челябинск облаçĕ кĕркунне, çуркунне акма вăрлăх тата нумай çул ӳсекен курăк участокĕсенче утă хатĕрлеме сĕннĕ. Регионсен сĕнĕвĕсене тутарстансем пурне те пăхса тухĕç.
ЯРМĂРККĂСЕМ МАЛАРАХ ПУÇЛАНЧĔÇ
ТР Правительстви республикăн пысăк хулисенче çуллен иртекен ял хуçалăх ярмăрккисене кăçал кĕркунне мар, халех пуçлама йышăннă. Хусанта хальхи вăхăтра Арск, Çĕпрел, Пăва, Аксу, Кукмор, Элкел, Çĕнĕ Шуçăм районĕсен ял хуçалăх производителĕсем хăйсен продукцийĕсене сутаççĕ.
СĂВĂМ ЧАКРĔ
Тутарстанри хуçалăхсенче сăвăм чакнин сăлтавĕ те шăрăх, типĕ çанталăк. Республикăра талăкри сăвăм халĕ пурĕ те 3586 тонна кăна. Менделеевск, Лайăш, Лениногорск, Çӳлту районĕсенче лару-тăру ытти районсеннинчен те йывăртарах, унти талăкри пĕтĕмĕшле сăвăм пурĕ те 22,7 – 72 тоннăран иртмест.
 
: 1154, Хаçат: 33 (867), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: