Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АЛЕКСЕЕВСКИ районĕ çурт-йĕре юсамалли çулталăк программине пурнăçланă. Тĕпрен юсанă 9 çурта (6-шĕ район центрĕнче, 3-шĕ Большая Поляна ялĕнче) пахалăх сертификатне те панă. Сертификатра юсав ирттернĕ организацин, унăн директорĕпе тĕп инженерĕн хушамачĕпе ятне те палăртнă. Çакă пурăнакансене юсавăн кăлтăкĕсене курсан çийĕнчех строительство организацине пĕлтерме кирлĕ.
Строительсен кунĕ умĕн Алексеевски районĕн хăтлă, çĕнĕ çурта куçнă ветеранĕсем çĕнĕ пӳрт уявне паллă тунă.
ПАВЛĂ районĕнче ача-пăча пултарулăхĕн «Юбилейпе сана, тăван Павлă ен» конкурсĕ уçăлнă. Ӳкерчĕксенче ачасем тăван енне халалласа хула урамĕсене, çут çанталăка, çăл куçсене, нефть кăларакансен ĕçне сăнланă, çемье, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, районта пурăнакан нацисен культури темипе тăмран тĕрлĕ япала ăсталанă.
ПĔКĔЛМЕ. «Ачана шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче район ертӳçипе И.Касымовпа «Единая Россия» партин Пĕкĕлмери уйрăмĕн политика канашĕн секретарĕ нумай ачаллă тата инвалид ача ӳстерекен çемьесенчи кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасене шкул тумтирĕ туянма сертификат панă. Сăмах май, хулапа районти 1066 ача кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕç, вĕсенчен 108-шĕ нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчен. Юлашкисене пурне те шкул тум-тирĕ туянма сертификат параççĕ.
«Ялкын» социаллă приютран та пĕрремĕш класа 5 ача каять (вĕсене 10 пиншер тенкĕ укçа уйăрнă). Кунсăр пуçне районпа хулари пĕрремĕш класа каякан кашни ачана район пуçлăхĕн парнине параççĕ. Пĕкĕлме районĕн «Милосердие» ыр кăмăллăх фондне вырăнти предпринимательсем, предприятисемпе организацисем ачасем валли укçа куçараççĕ.
ХУСАН. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче «Вальс невест – 2010» конкурс иртет. Ăна Хусан мэрийĕ тата Хулари ЗАГС управленийĕ пулăшнипе «Бриллиантовая невеста» агентство йĕркелет. Конкурса качча кайнă, пултаруллă, çамрăк хĕрарăмсем кăна хутшăнаяççĕ. Чи хитре те пултаруллă 50 конкурсанткăна сентябрĕн 22-мĕшĕнче «АртЭко» картина галерейинче (Х.Ямашев проспекчĕ, 36-мĕш çурт) кастинг ирттерсе суйласа илеççĕ те конкурса 3 эрне хатĕрлеççĕ. Пĕрремĕш вырăна тухас тесен çамрăк арăмсен сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе илемне кăтартма пĕлмелле.
* * *
Чăтма çук шăрăх çанталăка пула юлашки икĕ эрнере Хусанта вилекенсен шучĕ ӳсни палăрать. «Ритуал» МУП генеральнăй директорĕн çумĕ Р.Мустафин сăмахĕпе вилекенсем тĕрлĕ ӳсĕмрисем, 7 уйăхран пуçласа ватă карчăкпа стариксем таранах. Вилекенсен шучĕ ӳсни пирки калама вĕсен сăлтавĕ те пур: ытти кунсенче ку организаци кунне 30-35 çынна пытарнă пулсан, иртнĕ эрнесенче 70-75 çитнĕ. Анчах медиксемпе ЗАГС управленийĕн ĕçченĕсем нумай çын вилнине шăрăхпа çыхăнтармаççĕ, кун пекки çулталăкăн ытти вăхăтĕнче те пулма пултарать-мĕн. Сăмах май, 2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче республикăра пурĕ 24740 çын вилнĕ пулсан, кăçал çак вăхăтра 24 204.
 
: 1025, Хаçат: 33 (867), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: