Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Августăн 12-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче Тутарстан Республикипе «Роснанотех» патшалăх корпорацийĕ хушшинчи нанотехнологисемпе наноиндустри облаçне аталантарассипе çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва Премьер-министр Ильдар Халиков ертсе пычĕ. «Роснанотех» енчен ларăва корпорацин генеральнăй директорĕн çумĕ Андрей Малышев хутшăнчĕ. Ун сăмахĕсемпе, Тутарстан нанотехнологисене аталантарас енĕпе приоритетлă регион шутланать. Нанотехнологисен центрне тума пуçарнă конкурсра çĕнтерни те çавнах çирĕплетет. Ильдар Халиков шучĕпе, ку енĕпе республика пур ресурссемпе те усă курса ĕçлемест. Хальхи вăхăтра Тутарстанра промышленность нанотехнологийĕсемп е çыхăннă 49 проект хатĕрленĕ, вĕсенчен 5-шне ырланă.
Республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ пырать. Паянхи куна пулас шкул ачисене пурĕ 561 портфель парнеленĕ, чухăн çемьесенчи 215 ачана пулăшнă. ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кашни районтах ыр кăмăллăх акцийĕ хĕрӳллĕ пырать, ачасене шкула кайма организацисем кăна мар, ахаль çынсем те хутшăнаççĕ. Кăçал пĕрремĕш класа пурĕ 37218 ача каймалла, вĕсенчен 7633-шне пулăшупа тивĕçтереççĕ.
Раççей Правительствин Председателĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе Правительствăпа Премьер-министр сайтĕнче пушарпа килсĕр юлнă çынсем валли çурт тăвасси мĕнлерех пынине талăкĕпех кăтартма пуçланă. Хальхи вăхăтра 20 веб-камера ӳкерсе илнисене курма пулать, унсăр пуçне тата 38 камера лартас ĕç пуçарнă. Вĕсене тин тума пуçланă объектсем çине вырнаçтараççĕ. Ку çĕршывăн кашни çыннине строительство ĕçĕсем мĕнле пынине сăнаса тăма май парать.
Ку эрнере Раççей экономикин аталанăвне çирĕплетессипе Правительство комиссийĕн монохуласене çĕнетессипе ĕçлекен ĕç ушкăнĕ Чистай хулин инвестицилле аталанăвне пăхса тухрĕ. Канашлу Чистай хулинче иртрĕ, ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков ертсе пынă канашлăва «Внешэкономбанк» председателĕн çумĕ, маларах асăннă ĕç ушкăнĕн пуçлăхĕ Ирина Макиева, РФ регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Юрий Осинцев, Чистай район пуçлăхĕ Ильдус Ахметзянов хутшăнчĕç. Калаçу Чистай хулипе районне инвесторсемшĕн илĕртӳллĕ тăвасси, кашни проекта хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси çинче никĕслемелли пирки пычĕ.
 
: 993, Хаçат: 33 (867), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: