Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин Президенчĕн социаллă ипотека программипе кăçал Хусанта кăна 426 890 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт хута яма палăртнă. Ку 6000 ытла çемьене хваттерпе тивĕçтерме çитет. 18 çурчĕ (150 пин тăваткал метр) 2009 çулта тума пуçланисемех, кăçал çак объектсене хатĕрлесе çитерме палăртнă. 2010 çулта 26 нумай хваттерлĕ çурт тума тытăннă (230 пин тăваткал метр), ыттине – 45 пин тăваткал метра яхăн – ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ коммерцилле строительство организацийĕсенчен туянма палăртнă. Паянхи кун социаллă ипотекăпа çуртсем тăвасси Киров, Атăлçи, Авиастроительнăй, Советски районĕсенче пысăк хăвăртлăхпа пырать.
Ку эрнере çӳлерех асăннă программăпа Дербышки поселокĕнчи Стадионная урамĕнче кирпĕчрен купаланă пилĕк-çичĕ хутлă хăтлă çурт хута кайрĕ. Çĕнĕ çĕре пурăнма куçнисене саламлама ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, Президент çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн директорĕ Талгат Абдуллин, Президентăн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Татьяна Ларионова, çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Андрей Кондратьев килчĕç.
Рустам Минниханов икĕ хваттере – пĕрремĕш тата пиллĕкмĕш хутрисене кĕрсе курчĕ, анчах Президент пулсан та хваттере пĕрремĕш кĕме шутламарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурта малтан кушак кĕрсе кайрĕ, ун хыççăн тин хаклă хăна. Кил хуçисем Президента ăшшăн кĕтсе илчĕç, сĕтел хушшине чей ĕçме лартрĕç. Рустам Минниханов вĕсене çĕнĕ хваттере куçнă ятпа парнесем парса хăварчĕ. Кил хуçисен савăнмалăх сăлтав нумай, вуншар çул бараксенче, общежитисенче пурăннă хыççăн ку çурт вĕсене кермен пек туйăнать.
Стадион урамĕнчи 6-мĕш çуртра пурĕ 67 хваттер, 33-шĕ пĕр, 10-шĕ икĕ, 24-шĕ виçĕ пӳлĕмлисем. Çурт тăвакан компани ун таврашĕнчи картише те тирпейлесе пуçтарнă, ача-пăча валли вылямалли вырăн, хуçалăх тӳремĕсем йĕркеленĕ. Калас пулать, çак çурта февраль уйăхĕнче тума пуçланă та июльте пĕтернĕ. Пурăнакансене хваттерте юсав та тума кирлĕ мар, кунта пурăнма йăлт хатĕр.
Талгат Абдуллин сăмахĕсемпе, Тутарстанра малалла та федераллă çурт-йĕр программи пурнăçланса пырать. Кăçал 2005 çулхи майăн 5-мĕшĕ хыççăн черете тăнă вăрçă ветеранĕсене, «Çамрăк çемье» программăпа хваттерсем параççĕ. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн директорĕн сăмахĕсемпе, ку ĕçе Президентпа Премьер-министр çивĕч тĕрĕслесе тăраççĕ.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: